Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ку пуртенккешӗн кӗҫӗр урай ҫӑватӑн.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
23. Мана кӗҫӗр хам пӑхӑнса тӑракан, пуҫҫапакан Туррӑн Ангелӗ курӑнса 24. ҫапла каларӗ: «ан хӑра, Павел, санӑн кесарь умне тӑмалла, акӑ Турӑ хӑвпа пӗрле пыракансене пурне те сана парнелерӗ» терӗ.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Иисус каланӑ ӑна: Петр, калатӑп сана: кӗҫӗр, автан авӑтичченех, эсӗ Мана пӗлмӗш пулса виҫӗ хут тунӑн, тенӗ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑн чухне Иисус вӗренекенӗсене калать: кӗҫӗр эсир пурсӑр та Ман тӗлӗшӗмрен улталанатӑр, мӗншӗн тесессӗн: «кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, сурӑхӗсем сапаланса кайӗҫ» тесе ҫырнӑ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл сут тӑвакан вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне ҫапла калама хушса ҫын янӑ: ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту: эпӗ кӗҫӗр Уншӑн тӗлӗкре асапланса пӗтрӗм, тенӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Иисус каланӑ ӑна: чӑн калатӑп сана: кӗҫӗр автан авӑтичченех эсӗ Манран виҫӗ хут тунӑн, тенӗ.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла калать: кӗҫӗр эсир пурсӑр та Ман тӗлӗшӗмрен улталанатӑр, мӗншӗн тесессӗн: «кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, кӗтӳри сурӑхсем сапаланса кайӗҫ» тесе ҫырнӑ; 32. чӗрӗлсе тӑрсассӑн вара Эпӗ Галилейӑна сирӗнтен маларах ҫитӗп.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Рага хулине ҫитерехпе 11. Ангел яш ачана каланӑ: тӑванӑм, эпир кӗҫӗр сан Рагуил хурӑнташу патӗнче ҫӗр выртӑпӑр, унӑн Сарра ятлӑ хӗрӗ пур.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иоав ӗнтӗ патша патне пӳрте кӗнӗ те каланӑ: паян эсӗ хӑвӑн тарҫусене пурне те намӑслантарса пӗтертӗн, вӗсем вара паян санӑн пурӑнӑҫна та, сан ывӑлусемпе хӗрӳсен пурӑнӑҫне те, арӑмусен пурӑнӑҫне те, ҫум-арӑмусен пурӑнӑҫне те ҫӑлса хӑварчӗҫ; 6. эсӗ хӑвна курайманнисене юрататӑн, хӑвна юратакансене кураймастӑн, ӗнтӗ эсӗ паян ҫарпуҫсемпе тарҫусем саншӑн ниме те тӑманнине кӑтартса патӑн; Авессалом чӗрӗ юлнӑ пулсассӑн, эпир пурте вилсе пӗтнӗ пулсассӑн, саншӑн кӑмӑллӑрах пулатчӗ — паян эпӗ ҫакна пӗлтӗм; 7. ӗнтӗ тӑрса тух та хӑвӑн чурусемпе чӗререн калаҫ, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑватӑп, тухмастӑн пулсассӑн, кӗҫӗр санӑн пӗр ҫын та юлмӗ; ку вара саншӑн ҫамрӑклӑхунтан пуҫласа паян кунччен тӳснӗ мӗнпур инкекрен чи йывӑртараххи пулӗ, тенӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Халӗ часрах ҫын ярӑр та Давида ҫапла калӑр: кӗҫӗр пушхирти тӳремлӗхре ан юл, патша тата унпа пӗрле ҫӳрекен ҫынсем ан пӗтчӗр тесессӗн, часрах тепӗр енне каҫса кай, тейӗр, тенӗ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ Вооз пирӗн хурӑнташ пулать, эсӗ шӑпах унӑн хӗрарӑм тарҫисемпе пӗрле ҫӳрерӗн; кӗҫӗр вӑл анкартинче урпа сӑвӑрать; 3. ҫӑвӑнса тасал, сӗрӗшпе сӗрӗн, [капӑр] тумтирне тӑхӑн, вара анкартине кай, анчах вӑл ӗҫсе-ҫисе тӑраниччен унӑн куҫӗ умне ан курӑн; 4. вӑл ҫывӑрма выртсассӑн, ӑҫта выртнӑ вырӑнне пӗл; вара ҫавӑнта пыр та ури вителӗкне сирсе ури вӗҫне вырт; мӗн тӑвассине вӑл сана хӑех калӗ, тенӗ.
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗтӗм халӑх Иордан урлӑ каҫса кайсассӑн, Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: 2. халӑх хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — суйласа илӗр те 3. вӗсене ҫапла тума хушӑр: ҫакӑнтан, Иордан варринчен, священниксем хускалмасӑр тӑнӑ вырӑнтан, вуникӗ чул илӗр те вӗсене хӑвӑрпа пӗрле йӑтса кайса кӗҫӗр ӑҫта ҫӗр выртма чарӑнӑр, ҫав тӗле купаласа хурӑр, тейӗр, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӗнтӗ Иерихон патши патне хыпар ҫитернӗ: акӑ кӗҫӗр Израиль ывӑлӗсем хушшинчен темӗнле ҫынсем пирӗн ҫӗре куҫласа хума килчӗҫ, тенӗ.
Нав 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Рахиль каланӑ: ывӑлун мандрагорӗшӗн кӗҫӗр вӑл санпала вырттӑр эппин, тенӗ.Рахиль сказала: так пусть он ляжет с тобою эту ночь, за мандрагоры сына твоего.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Тепӗр кунне асли кӗҫӗннине каланӑ: акӑ эпӗ ӗнер аттепе ҫывӑрса тухрӑм; ӑна кӗҫӗр те эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер; эсӗ те кӗр, унпа ҫывӑрса тух, хамӑр аттемӗртен йӑх хӑварӑпӑр, тенӗ.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Дмитрий Сергеич: кӗҫӗр, чӑнах та, лайӑхах ҫывӑраймарӑм, ӗнер каҫ мана лайӑх мар пула пуҫларӗ, анчах ку нимех те мар, уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра, чупса ҫӳренӗ тата кӗрешнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче нумай выртса кӑштах пӑсӑлтӑм пулас, терӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӗҫӗр уйӑх ҫути пачах та курӑнмарӗ; ку ырра пулас ҫука туятӑп эпӗ.Сегодня совсем не светила луна; я понял, что это не к добру.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Кӗҫӗр уйӑх ҫав тери аван ҫутатать.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.