Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асап сăмах пирĕн базăра пур.
асап (тĕпĕ: асап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫӗн классенчи ачасем кунӗ-кунӗпе чӗтресе ларса асап тӳснисенчен, ҫӗрле вара хирӗҫ хаяррӑн тавӑрасси ҫинчен шутланинчен нимӗнех те тӗлӗнмелли ҫук.

Из-за этого самые маленькие мальчики проводили целые дни в страхе и трепете, а по ночам не спали и думали, как бы ему отомстить.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Аслӑ кун ҫывхарса килнӗ майӗпе вӑл асап кӑтартма юратни унӑн ӑшӗнчен тулалла тапса тухма пуҫларӗ: ним мар ӗҫсемшӗнех вӑл хытӑ айӑпласа ҫилӗллӗн киленнӗ пек туйӑнчӗ.

С приближением великого дня обнаружилось все его тиранство: ему как будто доставляло злорадное удовольствие наказывать за малейший проступок.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав ыйтусемпе ответсем уншӑн вӑраххӑн асап кӑтартса хӑтланнӑ пекех туйӑнчӗҫ.

Его изводила эта медленная пытка.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах асап тӳсме Томӗ унта пымарӗ, ҫакӑ ӗнтӗ Бекки савӑнса ларассине татах та катӑлтарчӗ.

Том больше не появлялся и мучить было некого, и потому ее торжество поблекло и потеряло дня нее всякий интерес.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кунсӑр пуҫне вӑл, хӑшпӗр вӑхӑтра Том асап тӳснине сӑнаса, чӑнласах ӑна курса савӑнчӗ.

Она была очень рада, что он теперь страдает так же, как раньше страдала она.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах эсӗ ҫав тери ырӑ мар пулнӑшӑн, мана ҫав тери асап кӑтартма пултарнӑшӑн эпӗ питех те хурланатӑп.

Но как у тебя хватило жестокости шутки ради мучить и меня?

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ытти сӑмахсем хушшинче Полли мӑнаккӑшӗ ҫапла каларӗ: — Куртӑнни, Том, тен, вӑл питех мыскаралла туйӑнать пулӗ, пӗр эрне хушши тенӗ пек пурне те асап тӳсмелле турӑр, хӑвӑрӑн ҫеҫ, ачасен, савӑнмалла пултӑрччӗ сирӗн шутпа.

Посреди разговора тетя Полли сказала: — Ну хорошо, Том, я понимаю, вам было весело мучить всех чуть не целую неделю.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Халӗ ӗнтӗ унӑн асап курасси пӗтӗмпех пӗтнӗ.

Теперь уж все его страдания закончились.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Испани тинесӗ ҫинчи Тискер этем халӗ те сулӑ варринчех тӑрать-ха, вӑл хӑй ӗлӗк ҫав тери савӑнӑҫ курнӑ тата ҫав тери асап тӳснӗ ҫӗрелле «юлашки хут» пӑхса пырать.

Черный Мститель все еще стоял со скрещенными на груди руками, «бросая последний взгляд» на те места, где он когда-то был счастлив, а потом страдал.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Джо ҫынсенчен аякри ҫер шӑтӑкне пӗчченех кайса типӗ ҫӑкӑр хыттисемпе тӑранса пурӑнас, вара асап курса, тӳссе шӑнса вилес, терӗ.

Джо собирался стать отшельником, жить в пещере, питаться сухими корками и в конце концов умереть от холода, горя и нужды.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем пӗр-пӗриншӗн тӑвансем пекех хытӑ тӑрар, хамӑра асап курса пурӑнассинчен хӑтаричченех пӗр-перйнчен нихҫан та уйрӑлмӑпӑр тесе каварлашрӗҫ.

По дороге заключили новый договор: помогать друг другу, как братья, и не расставаться до самой смерти, которая положит конец всем их страданиям.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хуйхӑрса та шухӑша кайса, вӑл пушӑ класа кӗчӗ те асап тӳсмешкӗн хӑй вырӑнне кайса ларчӗ.

Вошел в пустую школу и уселся, чтобы страдать молча.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хуллен-хулленех Том хӑйне асап кӑтартнисене пурне те нимӗн вырӑнне те хуми пулчӗ.

Том стал теперь совершенно равнодушен к гонениям.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Калас пулать, ҫавӑн йышши вӑйӑсем часах модӑран тухрӗҫ те Тома асап кӑтартма пӑрахрӗҫ.

В конце концов даже и эти следствия вышли из моды и перестали терзать совесть Тома.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн куҫӗнче ҫав тери асап курӑнса тӑчӗ.

В его глазах было видно страдание.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан вара асап тӳсекен йытӑ ӑсран кайнипе аяккалла танса сикре те хӑйӗн хуҫи чӗркуҫҫийӗ ҫине улӑхса ларчӗ, лешӗ ӑна чӳрече витӗр тулалла кӑларса ывӑтрӗ.

В конце концов обезумевший от боли страдалец прыгнул на колени к хозяину; тот выкинул его за окно.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӗнеки ӑна мӗн тума кирлине ниепле те ӑнланма ҫук: ҫав асап куракан ҫынсенчен нихӑшӗ те кӗлӗ кӗнекине те, нотисене те нихӑҫӑн уҫса пӑхмаҫҫӗ.

Хотя почему это нужно, остается загадкой: оба эти мученика никогда не заглядывают ни в молитвенник, ни в ноты.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Темӗнле хӗрарӑм-тарҫӑ сасси ҫуйхашса ҫӗрлехи таса шӑплӑха пӑснӑ та, «асап тӳссе вилнӗ ача» ҫине лаштах шыв пырса сапӑннӑ.

Резкий голос прислуги осквернил священную тишину, и целый потоп хлынул на распростертые останки мученика.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах Том ҫав-ҫавах, шап-шурӑ шуралса кайнӑскер тата сип-сивӗскер, выртӗ, вӑл ӗнтӗ — хӗн-хур курса пурӑннӑ пӗчӗк, мӗскӗн ача — мӑнаккӑшне пӗр сӑмах та калайрас ҫук, асап курасси те унӑн ӗнтӗ ӗмӗрлӗхех пӗтнӗ.

А он Судет лежать бледный и холодный, ничего не чувствуя, — бедный маленький страдалец, претерпевший все мучения до конца!

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хампа хам юлниех — тӳсмелле мар асап.

Сам с собой остаться - страдание нельзя вытерпеть.

«Хушӑран пур тӗнче — йӑлӑнтарнӑ экран...» // Марина Карягина. Хум пӑшӑлтатӑвӗ. Шупашкар, 1995. — 103 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех