Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтсе (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирек епле пулсан та, Елена йӗре яланлӑхах ҫухалнӑ, вӑл чӗрӗ-и, ӑҫта та пулсан курӑнмасӑр пытанса пурӑнать-и, е унӑн пӗчӗк пурнӑҫӗ, пурнӑҫпа кӑмӑлсарланса пӑлханасси пӗтсе, вилӗмӗ ҫитнӗ, ӑна никам та пӗлмен.

Как бы то ни было, след Елены исчез навсегда и безвозвратно, и никто не знает, жива ли она еще, скрывается ли где, или уже кончилась маленькая игра жизни, кончилось ее легкое брожение, и настала очередь смерти.

XXXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ноябрь уйӑхӗ пӗтсе килет, юлашки сроксем иртеҫҫӗ.

Ноябрь уж истекал, проходили последние сроки.

XXXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Нимӗн те пӗлместӗп! — терӗ те анне, вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ пек диван ҫине лаш! ларса, макӑрса ячӗ.

Ничего не знаю! — сказала мать и, опустившись на диван, заплакала.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пирӗн пӗтӗм шанӑҫ пӗтсе ларчӗ, эпир ҫапах та пуҫӑмӑрсене усмарӑмӑр.

Мы перестали уже надеяться, но не впадали в отчаяние.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Утрав вулкан хыҫҫӑн пулса юлнӑ пулсан, — терӗ Гленарван, — вара вӑл пӗтессе те ҫавӑн пекех пӗтсе лармӗ-ши?

— Но если остров возник вследствие извержения, — сказал Гленарван, — не следует ли опасаться, что он таким же путём и исчезнет?

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Суя вӑйсене ӗненни цивилизаци айне пулса юлсан, ҫынна ҫиес йӑласем вуҫех пӗтсе ларӗҫ.

Нравы переменятся, когда эти суеверия будут побеждены цивилизацией.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӗр пичӗ ҫинчен ҫынсем йӑхӗ-йӑхӗпе, сурӑх кӗтӗвӗсем пӗтнӗ пек, пӗтсе пынӑ.

Целые племена исчезли с лица земли, как исчезают стада овец.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мӗнпур шанӑҫсем пӗтсе ларчӗҫ…

Все надежды рухнули…

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗрре, чылай кунсем иртсе малашне кӗтме те вӑй пӗтсе ҫитнӗ хыҫҫӑн, амӑшӗ, ывӑлӗнчен те каях мар хумханса, пӳрте кӗчӗ те: — Ленинградран почта килчӗ!!! — терӗ.

Много дней спустя, когда ожидание становилось уже невыносимым, мать, волнуясь не меньше сына, крикнула, входя в комнату: — Почта из Ленинграда!!!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ирхине, ӗҫе каймалла чухне, унӑн сасартӑках вырӑн ҫинчен тӑма та вӑй пӗтсе ҫитет.

Когда надо было ехать на работу, он вдруг не находил в себе силы подняться с постели.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Лешӗ, экзаменра пӗтӗмпех пӗтсе ларнӑскер, кукӑшӗ патӗнче чунне савӑнтарса пурӑннӑ, вӑхӑтран вӑхӑта амӑшне укҫа ыйтса янӑ телеграммӑсемпе сехӗрлентерсе тӑнӑ.

А тот, с треском провалившись на экзамене, нескучно жил у своего дядьки, терроризируя мать телеграммами о присылке денег.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Парти райкомӗнче ӗҫ кунӗ пӗтсе пырать.

В райкомпарте кончалась работа.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Мӗнле тивӗҫсӗр пулсассӑн та чӑнни пӗтсе тӑманнинчен авантарах.

— Истина, даже самая горькая, лучше неуверенности.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӑшал пенисем, ӗҫ пуҫланнӑ евӗрлех, сасартӑк пӗтсе ларчӗҫ.

Стрельба прекратилась так же внезапно, как и началась.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсене инҫетри ҫеҫенхирсенче ниҫтан тухмалла мар вӑрмансен варринче темиҫе лапам ҫӗр панӑ та, ҫакӑнта Австралинчи рассӑн пыра-киле пӗтсе пымалла пулнӑ.

Им предоставили в отдалённых степях, среди непроходимых лесов, несколько участков земли, где мало-помалу должна вымереть австралийская раса.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Улӑх кӗтмен ҫӗртен пӗтсе ларчӗ те ҫавӑнтах пушӑ хир пуҫланчӗ, — Австралин ҫӗршывӗнче ӗмӗрне ҫапла пулать.

Прерия окончилась с внезапностью, свойственной австралийской природе, и сразу вслед а ней началась пустыня.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паллах ӗнтӗ, шыв чакма тытӑниччен малтан юхӑм лӑпланса пырса шыв чарӑнса ларать, вӑл тинӗссенче те прилив пӗтсе отлив пуҫланиччен ҫавӑн пек пулать.

Ясно было, что спаду воды должны будут предшествовать замедленное течение и неподвижность вод, как это бывает в море в промежутке между концом прилива и началом отлива.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав вӑхӑтрах инкеке лекнисен кӗрешӳ хатӗрӗсем пӗтсе килеҫҫӗ: вӗсен мӗн пурӗ те пилӗк заряд ҫеҫ юлнӑ.

Между тем боевые припасы осаждённых иссякли: у них оставалось теперь только пять зарядов.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пирӗн зарядсем пӗтсе ҫитсен, ҫӗҫӗсемпе ҫапӑҫма пуҫлатпӑр.

И когда у нас выйдут все заряды, будем отбиваться ножами.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах пемеллисем пӗтсе вут ҫулӑмӗ сӳнсен, урса кайнӑ тискер кайӑксен тапӑнӑвӗнчен мӗнле ҫӑлӑнмалла-ха?

Но как отбить приступ взбешённых хищников, когда иссякнут заряды и погаснет огонь?

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех