Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнине (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кустӑрмасем: тук-тук, тук-тук, тук-тук! тесе шакӑлтатса пынине илтетӗр те, вара рельссем пӗрлешнӗ тӗлте авӑна-авӑна илнине, вагон енчен-енне сулӑна-сулӑна пынине пӗтӗм ӳт-пӳпе туйса пыратӑр…

А колеса: тук-так, тук-так, тук-так, — и вы не только слышите этот однообразный говор колес, но и всем телом чувствуете, как плавно в беге раскачивается вагон…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр ирттерекен Сергей ҫак ӗҫ йывӑҫ юхтаракансенчен мӗн чухлӗ вӑй илнине аван пӗлсе тӑнӑ.

Сергей, проводя ночи без сна, хорошо знал, каких усилий стоил сплавщикам их успех.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ку сӑмахсем хӑйсемех аса килчӗҫ, вара вӑл хӗр алӑ панине, пӑшӑрханса пӑхса илнине аса илчӗ те унӑн ҫав тери Иринӑна кайса курас килчӗ.

вспомнил он, и ему вдруг так захотелось увидеть ее,

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл Савва Остроухов планӗ пирки калаҫрӗ, колхозниксемпе, трактористсемпе тӗл пулчӗ, Рагулин патӗнче, Артамашов патӗнче пулчӗ, анчах текех вӑрҫӑ пирки шухӑшларӗ; ҫул ҫинче танксене чарма алтнӑ шырлансене хыт-хура пусса илнине курчӗ, ҫӳллӗрех вырӑнсенче купаласа тунӑ тӗмесем, вӗсен айӗнче амбразурӑсен хура куҫӗсем; мӑян хушшинчен, эрешменсем пек, тутӑхнӑ юпасем кӑнтса тӑраҫҫӗ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа уя сухаламан, ишӗлнӗ пӳртсем ҫине, снарядпа персе шӑтарнӑ шкул ҫине пӑхрӗ — вӑрҫӑ пуҫран каймарӗ…

Разговаривал о плане с Саввой Остроуховым, встречался с колхозниками, с трактористами, побывал у Рагулина, у Артамашова, — а думал о войне; встречал по дорогам противотанковые рвы, поросшие бурьянами, свежие курганы на высотках, а под курганами — черные глаза амбразур; видел ржавые надолбы, пауками торчащие из лебеды, — поле так и не пахалось все эти годы; с болью в сердце смотрел на разбитый дом, на стены школы, продырявленные снарядом, — и думал о войне…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чӗри ҫапла тапса тӑнине итлерӗ те вӑл, ҫак хулари ҫынсем ҫине пӑхнӑ хыҫҫӑн, ӑна пачах урӑхла сисӗм, маневрсенче «противника» курнӑ чухнехи евӗр мар сисӗм ярса илнине туйрӗ.

Он слышал бой сердца и сознавал, что владеет им совсем иное чувство при взгляде на этих чужих людей, чем то, которое испытывал он на маневрах, видя «противника».

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий унӑн питне кураймарӗ, анчах та чӳречесем умӗнче кӗпӗрленсе тӑракан казаксем вӑрттӑн кӑшӑлтатса илнине тата ҫемҫен утӑ чӑштӑртатнӑ сасса илтрӗ.

Лица ее Григорий не видел, но слышал затаенный сап казаков, торчавших у окошек, и хруст, приятный и мягкий, сена.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Иван Алексеевич Атепин мӗнле калаҫнине ҫав тери тӗрӗс витлесе кӑтартрӗ, вара Давыдка чӑтайманнипе, ҫӑварне ҫавракалатса, кулса ячӗ, анчах та Валет пит-куҫне шӑртланса ӳкнӗ пек хускантарса илнине курчӗ те шӑпах пулчӗ.

Иван Алексеевич так похоже передразнил Атепина, что Давыдка, округлив рот, пустил короткий смешок, но, глянув на язвительную мину Валета, смолк.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Асӑрхамасть вӑл, епле унӑн кашни ирӗксӗр куҫ ытамнех, Пантелей Прокофьевича сарӑм сарма пулӑшнӑ хутранах, хӑйӗн салхуллӑ та килӗшӳллӗ куҫӗсемпе Наталья турта-турта илнине; ашӑм карти тавра лашасем хӑвалакан Петро ун ҫине пӑха-пӑха илнине, хӑй ӑшӗнче темӗн ҫинчен шутласа, ӑна питленӗн сӑмсине каҫӑртса кулнине те вӑл курмасть.

Он не замечал, как Наталья, помогая Пантелею Прокофьевичу настилать посад снопов, перехватывала каждый невольный взгляд мужа своим тоскующим, ревнивым взглядом; не видел того, как Петро, гонявший по кругу лошадей, взглядывая на него, курносил лицо неприметной, про себя, ухмылкой.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урампа, Виссарион пуп килӗ умӗнчен иртсе пынӑ чух вӑл чӑх-чӗп картинче, ик ҫунаттине шартлаттарса, протодиаконӑнни пек хулӑн сасӑпа автан ҫухӑрса янине тата хӑравҫӑллӑн пӑшӑлтатса чӑхсем кӑлӑкласа илнине илтрӗ.

Шел по улице, мимо дома попа Виссариона, слышал, как в курятнике, хлопая крыльями, протодьяконским басом взревел петух и испуганным шепотом заквохтали куры.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эсир унтан миҫе тӗм илнине пӗлме ирӗк парӑр-ши?»

А позвольте узнать, сколько коп вы получаете с десятины?

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫак сӑмахсене илтсен Григорий Григорьевичӑн сарлака сӑн-пичӗ мӗнле турткаланса илнине каласа пама та йывӑр.

Трудно изобразить, какую неприятную мину сделало при этих словах обширное лицо Григория Григорьевича.

IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хӗрлӗ тумтирпе тӗлӗнмелле ҫӗлӗк вӗлтлетсе илнине пӗр шанчӑклӑ Стецько кӑна курса юлчӗ.

Только верный Стецько видел, как мелькнула красная одежда и чудная шапка.

IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вӑл ҫапла хӑмсарса илнине кура пурте, ятлаҫа-ятлаҫах, унталла та кунталла саланса пӗтрӗҫ.

Это движение заставило всех разойтиться с ругательствами в разные стороны.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах ун шухӑшӗсем таҫта аякра вӗҫсе ҫӳрени паллӑ ҫав; унсӑрӑн вӑл йӑлтах илтнӗ пулӗччӗ; хӑйӗн ҫӳҫне михӗ анипе пӗрле пӗтӗрсе ҫыхнӑ пирки Чуб хытах чашкӑрса илнине те, пысӑк кӗлеткеллӗ голова хытах иклетме пуҫланине те илтнӗ пулӗччӗ.

Но заметно было, что его мысли гуляли бог знает где, иначе он бы услышал, как зашипел Чуб, когда волоса на голове его прикрутила завязавшая мешок веревка, и дюжий голова начал было икать довольно явственно.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Чӑн та ӗнтӗ, хупахран упаленсе тухнӑ чух вулӑсри писӑр курчӗ ӑна, тӳпери уйӑх сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех ташлакаласа илнине лайӑхах асӑрхарӗ вӑл, тупата уйӑх ташланине куртӑм тесе, ял ҫыннисене ӗнентерме те хӑтланса пӑхрӗ; анчах лешсем ӗненесшӗн пулмарӗҫ, пуҫӗсене пӑркаларӗҫ, ҫитменнине тата хӑйӗнчен кулма тытӑнчӗҫ.

Правда, волостной писарь, выходя на четвереньках из шинка, видел, что месяц ни с сего ни с того танцевал на небе, и уверял с божбою в том все село; но миряне качали головами и даже подымали его на смех.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Левко вара чӑнах та хӑйне темиҫенех ярса илнине туйрӗ, хӑшпӗрисен аллисем, хӑранипе ӗнтӗ, чӗтреҫҫӗ.

И Левко почувствовал себя схваченным несколькими руками, из которых иные дрожали от страха.

VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Андрей ҫакӑн пек хускалса илнине Сталин тӳрех асӑрхаса илчӗ, ун ҫине лӑпкӑн та сӑнавлӑн тинкерсе пӑхрӗ.

Сталин сразу заметил это движение Андрея, посмотрел на него спокойно и испытующе.

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫартан паракан кӗске сводкӑсем тӑрӑх Мускав патӗнчи фронт линийӗ ӑҫта пулнине ӑнланса илме йывӑр, анчах столицӑна пур енчен те ҫавӑрса илнине Олейник чухланӑ.

Из коротеньких военных сводок трудно было понять, где сейчас проходит линия фронта под Москвой, но Олейник догадывался, что немцы подходят к столице с трех сторон.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вара салтаксем пурте, ҫав тери ҫивӗч хӑлхаллӑскерсем, халь тинех хӑйсем чылайранпа илтмен шӑплӑх пусса илнине ӑнланчӗҫ.

И все солдаты, необычайно чуткие на ухо, сразу поняли: наконец-то наступила тишина, какой они не слышали давно.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫапла, иккӗпе, — хирӗҫ каларӗ Лозневой, хуҫа хӗрарӑм алӑк уҫиччен урама пӑхса илнине ӑнланса.

— Да, на двух, — ответил Лозневой, поняв, что хозяйка, прежде чем открыть дверь, оглядела улицу в окно.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех