Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ята (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ӗҫре Владимир Кузнецов 30 ҫул ытла вӑй хурса ырӑ ята тивӗҫрӗ.

Проработав на этом поприще более 30 лет, Владимир Кузнецов приобрел доброе имя.

Пурччӗ тимӗрҫӗ лаҫҫи... // Александр Мокин. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

- 1978 ҫулта пачӗҫ ку ята.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫакӑн пек ырӑ ята тивӗҫнисем кашни урамрах пур.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

«Чӑваш халӑх поэчӗ» хисеплӗ ята пурӑннӑ чухне илсе ӗлкӗреймен, ӗмӗрӗ сӗре те кӗске пулнӑ, аллӑ ҫула ҫитеймесӗрех ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ, апла пулин те, ун чухнех чӑваш халӑхӗ ӑна чӑннипех хӑйӗн ҫыравҫи вырӑнне хурса хакланӑ, ҫак туйӑма юрӑҫӑ-сӑвӑҫ хӑй те лайӑх туйса пурӑннӑ Валентин Андреевич Яковлев-Урташа халаллатӑп.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ыттисем олимпиадӑсенче ҫӗнтернисем, конференцисенче палӑрнисем; республика, Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи кӗвӗ, ташӑ фестивалӗсемпе конкурссен лауреачӗсем; тӗрлӗ спорт вӑййисенче Тутарстан, Раҫҫей, Тӗнче чемпионӗсем ята ҫӗнсе илнисем.

Куҫарса пулӑш

Тӑлӑх тата инвалид ачасен балӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ырӑ ята тивӗҫнинчен ытла ӑна тытса пыма ҫӑмӑл маррине пытармарӗ Николай Семенович.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ниҫта та ята яман чӑвашсем.

Нигде не ославились чуваши.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Вӗсем кашни ҫул тенӗ пекех Раҫҫейре кӑна мар, тӗнче шайӗнче «чи, чи» ята ҫӗнсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиперуксен ӑмӑртӑвӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Малти Ункӑпуҫсем тӗрлӗ юрӑпа, сӑрапа кӗтсе илсе «Чи лайӑх кӗтсе илекенсем тата тӗрлӗрен сӑра» ята ҫӗнсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ял «Чи лайӑх тимӗрҫӗ лаҫҫи» ята тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Сӑри хӑватлӑ, ҫавӑнпа та «Чи хӑватлӑ наци напитокӗ» ята ҫӗнсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

«Мӗншӗн манӑн ята асӑнмарӗҫ?» — конкурса пӗтӗмлетнӗ чухне тилмӗрме тытӑннӑ амӑшне.

«Почему не назвали мое имя?» - донимал маму, когда подводили итоги конкурса.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Пӗр ӗҫӗнче аслашшӗн вӑрманпа ҫыхӑннӑ кун-ҫулӗпе ӗҫӗсем ҫинчен, ырӑ ята ӗмӗрлӗхе хӑварас тесе ун ячӗпе аллея уҫни пирки каласа панӑ; тепринче — ҫемьере аслашшӗн ӗҫне малалла тӑсни, вӑрмана хисеплесе пурӑнни пирки ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫырӑва илсе ҫывӑхри чӳрече умне пытӑм, текстне куҫарса ҫырса патӑм, ҫав хутра хам ята, икӗ пӑнчӑ хушса, вуланмалла мар турӑм.

Взяв письмо подошёл к ближайшему окну, написал перевод текста, в это же время добавив две точки сделал так, чтобы не смогли читать.

Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Церемони пуҫламӑшӗнче Рустам Минниханов «ТР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята «Татарстан» ПТРК генеральнӑй директорне Айрат Сибагатуллина, «Чаян» журналӑн тӗп художникне Александр Алешина тата «Мэгариф» журналӑн тӗп художникне Лилия Замалтдиновӑна пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, вӑй-халне, чун-хӑватне, укҫи-тенкине шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн Регионсен хушшинчи чӑваш наци кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ, ӑна пуҫарса яраканӗ те вӑлах, Николай Игнатьевич Петров историк-спортсмен Виталий Петрович Мердеева «Чӑваш кӗрешӗвӗн хисеплӗ ӑсти» ята парса чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Хӗрсен ӑмӑртӑвӗнче медальпе Клавдия Афанасьева савӑнтарчӗ: «Спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ» ята нумаях пулмасть тивӗҫнӗскер финиша виҫҫӗмӗш ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

44 ҫул хушши медицинӑра вӑй хунӑ хӗрарӑм «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫлипех илнӗ.

Проработав в медицине 44 года она заслуженно получила звание "Ветеран труда".

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Акушерка ӗҫне тивӗҫлӗ пурнӑҫланӑшӑн 1969 ҫулта СССР Сывлӑх сыхлав министерствин приказӗпе Юлия Федорована «Сывлӑх сыхлав отличникӗ» хисеплӗ ята панӑ.

За безупречное исполнение работы акушера в 1969 году по приказу министерства Здравоохранения СССР Юлия Фёдоровна удостоена звания "Отличник здравоохранения".

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Ҫак ята тивӗҫекенсем малашне те пуласса шанатӑп.

Надеемся, что и впредь будут удостоившиеся этого звания.

Халӑх академикӗ ята тивӗҫрӗ // Рудольф ИЛЬКЕЛРИ. «Урал сасси», 2016.06.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех