Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чи сăмах пирĕн базăра пур.
чи (тĕпĕ: чи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Французсен чи начар артисӗ провинцири чи начар хулара та нимӗҫсен пӗрремӗш чаплӑ артистӗнчен лайӑхрах та ӗненмеллерех вылять, — ҫиллине шӑнараймасӑр кӑшкӑрса ячӗ те, вӑл хыҫалти пӳлӗме куҫса ларчӗ.

— Последний французский актер в последнем провинциальном городишке естественнее и лучше играет, чем первая немецкая знаменитость, — с негодованием воскликнула она и пересела в заднюю комнатку.

XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Полозов Санина Франкфуртри чи лайӑх гостиницӑсенчен пӗрне илсе пычӗ, кунта вӑл, паллах, чи лайӑх номер илнӗ ӗнтӗ.

Полозов привел Санина в одну из лучших гостиниц Франкфурта, в которой занимал уже, конечно, лучший номер.

XXXI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Чи юлашкинчен чи ҫамрӑк хӗрлӗ армеец Фролов ҫитсе тӑчӗ.

Последним подошел красноармеец Фролов.

XV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Эпӗ вара хама хам чи путсӗр, чи юрӑхсӑр йӗксӗк пек туйрӑм.

А я чувствовал себя такой дрянью, таким мерзавцем и негодяем.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Юханшыв ҫийӗн инҫете пӑхсан, чи малтанах хура тӑрӑх куратӑн — ку вӑл леш е чи вӑрман, халлӗхе куҫ урӑх нимӗн те палӑртаймасть-ха, унтан пӗлӗт хӗрри ҫуталать, ҫутӑ тӑрӑхӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать, халь акӑ юханшыв та, — ун тӑрӑх инҫете пӑхсан, — хура мар, сӑрӑрах тӗслӗн курӑнать; аякра-аякра пӗчӗк хура пӑнчӑсем шӑваҫҫӗ — кусем шаландӑсемпе пӗчӗк кимӗсем, хура вӑрӑм тӑрӑхсем — сулӑсем; хӑш-пӗр чухне кӗсменсем чӗриклетни, ҫынсем кӑшт сӑмахлани илтӗнет — питӗ шӑп чухне сасӑ шыв ҫийӗн аякка каять; майӗпен-майӗпен шыв ҫийӗ кӑтраланни те курӑнакан пулать, ҫакӑн тӑрӑх ку тӗлте шыв юххи вӑйлине, вӑл тунката ҫине ҫапӑннине пӗлетӗн, — шыв ҫийӗ ҫавӑнпа кӑтраланать; унтан юханшыв ҫийӗн тӗтре йӑсӑрланма тытӑнать; хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт хӗрелет, юханшыва та хӗрлӗ тӗс ҫапать, леш ҫыранра мӗн пурри те йӑлтах курӑнать ӗнтӗ — авӑ, вӑрман хӗрринче пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать, йывӑҫ складне хураллакан пурӑнать пулас унта, ҫуртне алапаш тукаланӑ, пӗренесем хушшинчи шӑтӑксенчен кушак та кӗме пултарать; кӗҫех лӑпкӑ ҫил тухать, вӑл пит-куҫа уҫӑлтарса вӗрет, вӑрман шӑршипе чечек шӑрши илсе килет, хӑш-пӗр чух япӑх шӑршӑ та килкелет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче ҫӗрӗк пулӑ купи выртать, унтан усал шӑршӑ сарӑлать; кӗҫех ҫутӑ кун пуҫланать, тавралӑх йӑлтӑр кулӑпа ҫиҫет тейӗн — хӗвел тухрӗ, кайӑксем юрласа ячӗҫ.

Первое, что видишь, если смотреть вдаль над рекой, — это темная полоса: лес на другой стороне реки, а больше сначала ничего не разберешь; потом светлеет край неба, а там светлая полоска расплывается все шире и шире, и река, если смотреть вдаль, уже не черная, а серая; видишь, как далеко-далеко плывут по ней небольшие черные пятна — это шаланды и всякие другие суда, и длинные черные полосы — это плоты; иногда слышится скрип весел в уключинах или неясный говор, — когда так тихо, звук доносится издалека; мало-помалу становится видна и рябь на воде, и по этой ряби узнаешь, что тут быстрое течение разбивается о корягу, оттого в этом месте и рябит; потом видишь, как клубится туман над водой, краснеет небо на востоке, краснеет река, и можно уже разглядеть далеко-далеко, на том берегу, бревенчатый домик на опушке леса, — должно быть, сторожка при лесном складе, а сколочен домик кое-как, щели такие, что кошка пролезет; потом поднимается мягкий ветерок и веет тебе в лицо прохладой и свежестью и запахом леса и цветов, а иногда и кое-чем похуже, потому что на берегу валяется дохлая рыба, и от нее здорово несет тухлятиной; а вот и светлый день, и всё вокруг словно смеется на солнце, и певчие птицы заливаются вовсю!

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Астӑвӑр: Болгарири чи мӗскӗн ыйткалакан, чи тертлӗ мужик те, эпӗ те — пӗр ӗҫшӗн тӑратпӑр.

За метьте: последний мужик, последний нищий в Болгарии и я — мы желаем одного и того же.

XIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эп сана халь чи кирли, саншӑн та, маншӑн та чи пахи ҫинчен ҫырса пӗлтерес теместӗп.

Я не пишу тебе главного, самого главного для меня и тебя.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Шӑпах пӗрремӗш полосара пичетленет те ӗнтӗ кирек мӗнле хаҫатра та чи кирли, чи интересли.

Именно на первой полосе любой газеты печатается, как правило, все самое важное и интересное.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вуласса типографинче ӗҫлекенсем пек вулатӑп: малтан тӑваттӑмӗш полосине, унтан — виҫҫӗмӗшпе иккӗмӗшне, юлашкинчен чи кирлине — пӗрремӗшне, мӗншӗн тесен ӑна валли материалсем чи кайран килсе ҫитеҫҫӗ.

Читал так, как читают их типографы: сначала ранее приготовленную четвертую полосу, потом третью и вторую и, наконец, самую важную — первую, материалы которой поступали в типографию в последнюю очередь.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӗҫӗм манӑн чи пахи те, чи начарри те мар — катошник эпӗ.

Должность у меня не самая первая, но и не самая последняя — катошник.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Чи хаклӑ та чи хитре хутлӑ канфетсем илсе параттӑм, ун пеккисене эпӗ килте нихӑҫан та курман.

И покупал ей конфеты, самые дорогие, каких никогда не бывало у нас дома, в самых красивых обертках.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӗнтӗ чи хавасли те чи кӑткӑсси — арӑм патне ӗҫе чупса кӗрсе хваттер уҫҫи илсе тухасси.

Предстояло самое радостное и сложное — забежать на работу к жене и взять ключи от квартиры.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Капитан, хӑйӗн тивӗҫӗпе карап ҫинчен чи кайран ӑнмалласкер, ӑна чи малтан хӑй пӑрахса кайнӑ.

Капитан, которого долг обязывал уйти с корабля последним, покинул его первым!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Йывӑр чирпе асапланас ҫулсенче Жигиревӑпа Чернокозов хӑйӗн чи хаклӑ, чи ҫывӑх юлташӗсем пулса тӑнине ун чух Павел пӗлме те пултарайман.

И не знал Павел, что двое из них — Жигирева и Чернокозов — станут для него людьми дорогими и что в годы тяжелой болезни, ожидавшей его, они будут первой его опорой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл — йывӑрлӑхран чи хӑравҫӑлла, чи ҫӑмӑллӑн тухмалли меслет анчах.

Это самый трусливый и легкий выход из положения.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Панин калама ҫук капӑр, чи лайӑх лион пурҫӑнӗнчен Парижри чи лайӑх мастерсем ҫӗленӗ платье унӑн хулпуҫҫийӗсемпе аллисене витмесӗр хӑварнӑ.

Изысканное, из тончайшего лионского шелка, сшитое у первоклассных парижских мастеров, платье пани оставляло обнаженными ее плечи и руки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Уйрӑм пая чи малтан арестленӗ ҫынсемпе чи малтан тупнӑ документсем ӑсанчӗҫ.

В Особый отдел были доставлены первые арестованные и забранные документы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Австралин ҫӗрне пӑртак аяларах тӑракан широтапа каҫмалла пулсан, ӑна чи анлӑ вырӑнӗпе таҫта ҫитиччен сарӑлса каякан пушхирсем урлӑ, чӑтмалла мар шӑрӑх тӑнӑ ҫӗрсенчен каҫса каймалла пулсан, — пӗр сӑмахпа, халиччен чи маттур шыравҫӑсем те туса курман ҫулҫӳрев ҫинчен сӑмах пырать пулсан, эпӗ вара ку сӗнӗве паман та пулӑттӑм.

Вот если бы нужно было пересечь австралийский материк под более низкой широтой, если бы пришлось переходить его в самом широком месте, через огромные пустыни, где летом царит нестерпимый зной, — словом, если бы речь шла о таком путешествии, перед которым до сих пор отступали самые смелые исследователи, тогда я не внёс бы такого предложения.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑна вӑл пуринчен малтан Южный Крест ятлӑ полюсран инҫе те мар ромб евӗрлӗ вырнаҫнӑ ҫӑлтӑра кӑтартрӗ, вӗсенчен пӗрисем пысӑкрах, теприсем пӗчӗкрех курӑнаҫҫӗ; унтан вӑл Кентавр ҫӑлтӑрӗсене кӑтартрӗ, вӗсем хушшинче ҫӗртен пуринчен те ҫывӑх ҫӑлтӑрӗ, Альфа текенскерӗ, чӑлтӑртатать, вӑл пиртен мӗн пурӗ те… вӑтӑр икӗ пин миллиард километрта анчах; юлашкинчен, Магеллан таврашӗнчи тӗтрене сӑнарӗҫ, вӗсенчен чи пӗчӗкки те уйӑхӑн куҫа курӑнакан диаметрӗнчен вуникӗ хут пысӑкрах вырӑн йышӑнать; чи юлашкинчен, пӗлӗтри «хура шӑтӑк» ҫине пӑхрӗҫ, унта пӗр ҫӑлтӑр та ҫук темелле.

В частности, он показал ему Южный Крест, созвездие из четырёх светил первой и второй величины, ромбообразно расположенных невдалеке от полюса; созвездие Кентавра, в котором сверкает самая близкая к земле звезда — Альфа, отстоящая от нас всего-навсего… в тридцати двух тысячах миллиардов километров; туманности Магеллана, из которых меньшая занимает в двенадцать раз больше пространства, чем видимый диаметр луны; наконец «чёрную дыру» на небе, где как будто совершенно нет звёзд.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсенчен чи асли ҫирӗм ҫултан ытла мар, чи кӗҫӗнни ҫичче кайнӑскер пулнӑ.

Самому старшему из них было не больше двадцати, самому младшему — едва семь лет.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех