Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлхана (тĕпĕ: хӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисен шӑпи-кунҫулӗ ҫинчен мӗн те пулин пӗлесшӗн пыраҫҫӗ, служивӑйӑн кашни сӑмахнех шиклӗн те тимлӗн хӑлхана чиксе тӑнлаҫҫӗ.

Приходили узнать о судьбе родных, пугливо и жадно ловили каждое слово служивого.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пурне те хӑлхана чиксе пӗтереймӗн.

Всех не переслухаешь.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Каялла чакмалла! — кӑшкӑрчӗ Гаврила Игнатьевич, унӑн сасси хӑлхана ҫурас пек янӑрать.

Задний ход! — кричал Гаврила Игнатьевич таким голосом, что у меня отдавалось в темени.

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Вӗлтрен чӗпӗтнине пула Галка хӑлхана ҫурас пек ҫухӑрса ячӗ, вӑл кӑшкӑрнипе ҫырма леш енчи ялти йытӑсем те вӗре пуҫларӗҫ.

Галка так взвизгнула, что в деревне за рекой собаки залаяли.

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

Кӑна Иван Иваныч кӑшкӑрнӑ пулнӑ, ҫитменнине унӑн сасси яланхи пек пакӑлти те ӗнентерӳллӗ мар, темӗнле тискер пулнӑ, хӑлхана ҫурсах кайнӑ тата тӗрӗс тухман, уҫакан алӑк чӗриклетнӗ пек илтӗннӗ.

Это крикнул Иван Иваныч, и крик его был не болтливый и убедительный, как обыкновенно, а какой-то дикий, пронзительный и неестественный, похожий на скрип отворяемых ворот.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Сережа ҫакна курчӗ те хӑраса ӳкрӗ, амӑшӗ патне хӑлхана ҫурасла ахӑрса килсе ҫитрӗ.

Восьмилетний Сережа очень перепугался и с оглушительным ревом прибежал к матери:

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ялтӑраса тӑракан ҫурхи хӗвел куҫа шартса, йӑмӑхтарса ярать, хӑлхана хӗсет, сӑмса шӑтӑкне кӑтӑклать.

Яркий весенний свет слепит глаза, давит в уши, щекочет в носу.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Григорий тарӑхнипе татах темскер каласшӑнччӗ, анчах унӑн сассине тинӗс енче хӑлхана ҫурас пек кӗрӗслетсе кайнӑ хӑватлӑ сасӑ хупласа хучӗ.

Григорий в досаде хотел еще что-то сказать, но голос его заглушило громовым гулом, донесшимся с моря.

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кунӗ-кунӗпе авӑн ҫапнӑ май, Пантелей Прокофьевич Дон тӑрӑхӗнче шӑвӑнса ҫӳрекен сас-хурасене хӑлхана питех чикмерӗ те темелле, анчах ҫывхарса килекен хӑрушлӑх ҫинчен шухӑшламасӑр та пултараймарӗ.

Пантелей Прокофьевич, усердно работая на молотьбе, как будто и не обращал особого внимания на бродившие по Обдонью слухи, но оставаться равнодушным к происходившему не мог.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Турӑ пул, ан кӗр! — хӑлхана ҫурас пек ҫухӑрса ячӗ Наталья, хывнӑ кӗпине кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса.

Ради Христа, не входи! — пронзительно вскрикнула Наталья, прижимая к груди снятую рубаху.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вара, тӗлӗрсе кайнӑ май, полковникӑн хӗҫтимӗр витнӗ ҫурт тӑррине ҫумӑр шӑпӑртаттарнӑ пек хӑлхана йӗрӗнтерсе янкӑлтатакан ҫинҫе сассине илтрӗ.

И, засыпая, слушал пронзительный тенорок полковника, звучавший, как дождевая дробь по железной крыше.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл татах темскер ҫухӑрашрӗ, анчах Дарья ун сӑмахӗсене хӑлхана та чикмерӗ, ун сӑмси умӗнчех вӑрт ҫаврӑнчӗ те, кӗпе аркине варкӑштарса, хӑй патне курницӑна кайрӗ.

Он еще что-то орал, но Дарья и слушать не стала, повернулась перед самым его носом, взмахнув подолом, ушла к себе в горницу.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл Вешенски станица казакӗсен ячӗпе Вешенскинчен килнӗ темле сӳпӗлти хӑнасене саламланине хӑлхана та чикмерӗ, ҫынсен ушкӑнӗ патӗнчен ҫаврӑнса иртсе, кӑшт аяккарахра тӑракан тройкӑсем еннелле ҫул тытрӗ.

Он не стал слушать, как от имени казачьего населения станицы Вешенской приветствовал приехавших какой-то вешенский краснобай, а, околесив толпу, направился к стоявшим поодаль тройкам.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах старик карчӑкӗ ятлаҫнине хӑлхана та чикмерӗ.

Но старик и внимания не обратил на окрик.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унта вӑл кӗтесе хутланса ларчӗ те, аллисене кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса, сӗтел кӗҫ-вӗҫ кӗмсӗр-кемсӗр ӳпӗнессе, пӑшал сасси хӑлхана ҫурас пек кӗреслетсе каясса кӗтрӗ…

Она забилась в угол, прижала руки к груди, ждала, что вот-вот с грохотом упадет опрокинутый стол, оглушительно грянет выстрел…

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чиркӳ чанӗсем хӑлхана йуҫӗхтермелле тӗнкӗлтетнипе хутшӑнса кайса, картишӗнче хӑюсӑр та тикӗс мар сасӑпа пӑхӑр трубасем чӑнкӑлт-чанкӑлт туни илтӗнсе тӑчӗ.

Смешиваясь с назойливым перезвоном колоколов, во дворе робко и нестройно зазвучали медные голоса труб.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тыт вӗсене!.. — хӑлхана ҫурас пек илтӗнсе тӑчӗ Аникушка сасси.

Бери!.. — слышался болью в ушах голос Аникушки.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Халӑх тем пек кӗрлеме тытӑнчӗ, ҫавӑнтах ача шӑхӑрни те хӑлхана ҫурас пек илтӗнсе кайрӗ.

Раздался оглушительный рев, пронизанный насквозь свистками и пронзительным детским криком.

VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Ҫав вӑхӑтра пӳртрен кӗрӗк тӑхӑннӑ мужик чупса тухрӗ пек те вӗсене пушӑпа хӑваласа ячӗ пек; тинех вара Тётка лаххан патне чупса пырса ҫиме тытӑнчӗ пек; анчах мужикӗ хапхаран тухса кайрӗ ҫеҫ, хайхи хура йытӑсем, ҫилленсе те хӑрлатса, ун патнелле ыткӑнчӗҫ пек, сасартӑк хӑлхана ҫуракан киревсӗр сасӑ тепӗр хут янӑраса кайрӗ.

Но из дому выбежал мужик в шубе и прогнал их кнутом; тогда Тетка подошла к лохани и стала кушать, но, как только мужик ушел за ворота, обе черные собаки с ревом бросились на нее, и вдруг опять раздался пронзительный крик.

VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Ҫынсем шавланӑ, кӑшкӑрашнӑ вӑхӑтра, протоколне ҫырма пӑрахсах, Сыроваткин ура ҫине сиксе тӑчӗ — ҫӳҫӗсем тӑрмаланса кайнӑ хӑйӗн, хӗрлӗскер, вӑл сасси хӑйӑлтатакан пуличченех темскер кӑшкӑрчӗ, анчах ӑна, йӑпӑлти те путсӗр ҫын эсӗ, терӗҫ те сӑмахне хӑлхана чикмерӗҫ.

Бросив писать протокол, вскочил среди гвалта и криков Сыроваткин — взъерошенный, рыжий, сам что-то орал до хрипоты, но его обозвали холуем и не стали слушать.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех