Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ура сăмах пирĕн базăра пур.
ура (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн ура та юсанас еннелле кайрӗ курнать.

Мои дела, кажется, шли на поправку.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пуҫӗпе манӑн гипслӑ ура еннелле сӗлтрӗ Гурий Михайлович.

 — И Гурий Михайлович кивнул на мою загипсованную ногу.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хутпа хӗреслесе ҫыпӑҫтарнӑ таса мар чӳрече те, ун витӗр курӑнакан тӗксӗм картиш те, унти путӑк-шӑтӑк стеналлӑ, казарма евӗрлӗ ҫуртсем те, иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ юсанма пӗлмен гипслӑ ура та — пурте…

И мутное окошко с бумажными крестами, за которым я с утра до вечера видел серый двор, окруженный облезлыми стенами казарменной архитектуры домов, и моя собственная нога в гипсе, которая никак не хотела срастаться вот уже второй месяц.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пире никам та манман иккен — пӑшӑрханнӑ, шыранӑ, пӗтӗм хулана ура ҫине тӑратнӑ.

Оказывается, нас не забыли — беспокоились, искали, подняли на ноги весь город.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Аха, эсӗ те-и? — ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫити пӑхса тухрӗ вӑрӑм Сашӑна аслӑ лейтенант.

— Ах и ты еще? — старший лейтенант снизу вверх взглянул на длинного Сашу.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗреннӗ вӑхӑтра та эпир юнашар ларатпӑр, ҫывӑрасса та юнашар, ура вӗҫлӗн ҫывӑратпӑр.

Рядом сидели на занятиях и даже спали рядом — ноги в ноги.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ура айӗнче тимӗр кӗмсӗртете пуҫларӗ, шӑрчӑк вара самантрах шӑпланчӗ.

Под ногами загремело железо, и сверчок смолк.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Мӗн калӑн ӗнтӗ, ҫул мана самаях ура хурать.

В общем, что говорить: возраст трагически подводил меня.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вунпӗр сехетре Думбартонра якӑр ячӗҫ, вара икӗ сехетре ҫӗрле яхтӑн пассажирӗсем Малькольм-Кэстле ҫитрӗҫ, вӗсене килте юлнисем темӗскер пек «ура» кӑшкӑрса кӗтсе илчӗҫ.

В одиннадцать часов был брошен якорь в Думбартоне, и в два часа ночи пассажиры яхты вернулись в Малькольм-Кэстль при восторженных криках «ура» всех домочадцев.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем «Дункан» ҫине трап тӑрӑх хӑпарнӑ самантра «ура» кӑшкӑрнипе пӗрле волынкӑсем Малькольм кланӗн кӗрешӳ юррине юрласа ячӗҫ.

В ту минуту, когда они поднимались по трапу на борт «Дункана», волынки заиграли боевую песню клана Малькольм под аккомпанемент громовых раскатов «ура».

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Дункан» ҫинчен «ура» кӑшкӑрса яни илтӗнчӗ.

Громкое «ура» донеслось с борта «Дункана».

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— «Дункан-и»? — терӗ те Джон Мангльс, кӗсменне пӑрахса ура ҫине тӑчӗ.

— «Дункан»? — повторил Джон Мангльс, бросив весло и вставая со своего места.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сехӗрленсе ӳкнӗ дикарьсем ура ҫине сиксе тӑчӗҫ.

Дикари в переполохе вскочили на ноги.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ҫунтаракан ҫулӑм пирӗн ура айӗнчех пур.

— Очищающее пламя у нас под ногами.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑйсӑрланнӑ хӗрарӑмсем ура ҫине аран ҫӗкленнӗ самантра Мак-Набс Гленарвана: — Усси ҫук, Гленарван. Хӑвӑрах куратӑр вӗт, — терӗ.

Но в ту минуту, когда бедные женщины с большим трудом поднялись на ноги, Мак-Набс сказал Гленарвану: — Это бесполезно, Гленарван. Глядите сами.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӑлӑх юлнӑ мӗскӗн арӑм ура ҫине сиксе тӑчӗ, анчах пуҫӗнчен чукмарпа меслетсӗр хытӑ ҫапнипе вӑл ҫавӑнтах ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Несчастная вдова вскочила на ноги, но тут же, сражённая страшным ударом дубины, упала мёртвая на землю.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак самантра Элен ура ҫине тӑрса упӑшкине аллинчен ярса тытрӗ.

В это мгновение Элен приподнялась и схватила за руку своего мужа.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫыран хӗрринчи вӗресе те йӳҫсе тӑракан шурлӑх ҫине ура ярса пусакан кашни ҫынах хӑйӗн чӑрсӑрлӑхне пула путса вилме пултарать.

Всякий осмелившийся ступить на кипящую и пузырящуюся тину у берегов неминуемо поплатился бы жизнью за свою дерзкую попытку.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Шыв ӗҫсе тӑрансан, вӑл ура ҫине тӑнӑ, вара шыва хирӗҫ ҫыран тӑрӑхӗпе утнӑ.

Напившись воды, он поднялся и пошёл вдоль берега вверх по течению реки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халран кайнӑ экипаж аран ҫеҫ ура ҫинче тӑрать; ҫав вӑхӑтрах мӗнпур ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулассин юлашки саманчӗ ҫитсен, ҫынсем брашпиле мӗнле вӑйпа тата мӗнле хӑвӑртлӑхпа ҫавӑрма пултарнинчен килет.

Экипаж еле держался на ногах от усталости; между тем успех дела зависел от быстроты и силы, с которой люди будут вращать брашпиль в решительный момент.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех