Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлха сăмах пирĕн базăра пур.
хӑлха (тĕпĕ: хӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав тери хаярланнипе пушшех хуралса тискерленсе кайнӑ Бунчук Калмыков ҫине сиксе ӳкрӗ те ӑна хӑлха чиккинчен хыттӑн янлаттарса ячӗ.

Бунчук с обезображенным яростью, почерневшим лицом подскочил к Калмыкову, крепко ударил его в висок.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пӗлетӗн-и, Митрич, — калаҫма пуҫларӗ пӗркеленсе пӗтнӗ хӑлха ҫунатти вӗҫӗнчен алка тирсе янӑ казак, алӑк умӗнче тӑраканскер.

— Видишь, какое дело, Митрич, — заговорил стоявший у самых дверей казак с серьгой в морщеной мочке уха.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепри — патварскер; вӑл нӑкӑ-нӑкӑ мӑйӗ ҫинчи тӑваткал пуҫне шӑртла кастарса янӑ, кӑвакара пуҫланӑ ҫӳҫне типтерлӗн тураса якатнӑ; ҫӳҫӗ тӑнлавӗсем тӗлӗнче кукшаланма пуҫланӑ; хӑлха кимӗрчекӗсем, пуҫӗ ҫумне ҫыпӑҫтарса хунӑ евӗр, ҫӑтӑ тӑраҫҫӗ.

Другой плотный, с крепким посадом квадратной стриженной ежиком головы, с залысинами на гладко причесанных чуть седеющих висках и плотно прижатыми хрящами ушей.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казак ӑна тӗртсе яма хӑтланчӗ, Заварӗ вара, ун еннелле ҫаврӑнчӗ те, чалӑшшӑн чӑмӑртаса тытнӑ пысӑк чышкипе пӗрех хӑлха чиккинчен янклаттарса ячӗ.

Так случилось, что казачишка толкнул мирошника, тот, развернувшись, ударил его в висок большим косо сжатым кулаком.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чьввййӳӳӳ… — шӑл витӗр ҫинҫен шӑхӑрнӑ пек шӑхӑрса, хыҫран вӗҫет вӗри пуля; вӗҫсе ҫитет те, хӑлха тӗлӗпе иртсе кайса, патах татӑлать: ййӳӳӳт!

Цьююууу… — цедила горячий свист пуля и, вылетая из слуха, рвала свист: юууть!

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Валет ҫав вырӑнтах тӑрса юлчӗ; хыпаланса хулпуҫҫийӗсене хутлатрӗ те, салтак шинелӗн кӑвак ҫухи вӗҫӗнче ҫӳхе те хӑмӑр кӗмӗрчеклӗ хӑлха ҫунаттисем кӑна курӑнчӗҫ.

И Валет отстал; он вдруг суетливо втянул голову в плечи, так что над серым воротником солдатской шинели торчали лишь смугло-розовые острые хрящи ушей.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сухалне ӳстерсе янӑ кӗре сӑн-питлӗ казак, пӗркеленчӗк хӑлха ҫунатти вӗҫне тирнӗ кӗмӗл алкине ҫапкалантарса, котелок айне ҫапӑ тӗркелесе чикрӗ.

Смуглый бородатый казак, с серебряной серьгой, болтавшейся в морщеной мочке уха, ответил, подсовывая под котелок пучок мелкого хвороста:

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсир Анфисӑна ярӑр, — терӗ те Ҫемен, хӑлха таранах хӗрелсе кайрӗ.

— А вы пришлите Анфису, — сказал Семен и покраснел до ушей.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӑварӗ, шапанни евӗр, хӑлха таранах карӑлать.

Рот по-лягушечьи разинулся до ушей.

Портрет // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫывӑха пырать те Гришатка, пысӑк алкаллӑ хӑлха патнелле чӗвен тӑрса, Ӗренпур губернаторӗн хаяр шухӑшӗ пирки пӑшӑлтатса каласа парать.

Подошел Гришатка, подтянулся к уху с серьгой и зашептал про злой умысел оренбургского губернатора.

«Ӑҫталла ҫул тытатӑн?» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Хӑлха чикки парсан — улпут аллине часрах ярса тыт та чупту.

Съездит тебя по уху — лови, целуй барскую ручку.

Вавилӑпа ыттисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— «Шӑрӑх пирки хӑлха шӑтӑкӗсем ыратаҫҫӗ пулас», — пӗр ҫӗклем шухӑшран ҫиеле хирӗнсе тухрӗ пӗри.

«От жары, должно быть, в ушах больно», — выцарапалась из вороха мыслей одна.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑлха патӗнчех таплаттарса утакан ут йывӑррӑн сывлани илтӗнет: «хап, хап, хап!»

Топот возле уха и тяжкий дых лошади: «Хап, хап, хап!»

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шалта, Григорин кӑкӑр шӑмми ӑшӗнче, атака умӗн юна пикенсех хӑваланӑ чӗре халӗ юман пек хытса кайрӗ: хӑлха янӑранипе сулахай ура пӳрнисем ыратнисӗр пуҫне, вӑл урӑх нимӗн те туймасть.

В середине грудной клетки Григория словно одубело то, что до атаки суетливо гоняло кровь, он не чувствовал ничего, кроме звона в ушах и боли в пальцах левой ноги.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Следователь ку хутра та хӗвел тӗрленчӗкӗсем ҫине хӑйӗн мӑянпа симӗсленсе пӗтнӗ ботинкисемпе малтанхи пекех пусса пычӗ, картузне кӑна ку хутра аллине тытман вӑл, шупка хӑлха кимӗрчекӗсем ҫине шанчӑклӑн пусса лартнӑ.

Следователь так же наступал на них ботинками, обзелененными лебедой, только фуражку не в руке нес, а надежно нахлобучил на бледные хрящи ушей.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Уҫҫӑнах илтрӗ, туйрӗ хӑйӗн ӳчӗ ӑшне сивӗ ҫава лӑтӑртатса кӗнӗ сасса; хумлӑн-хумлӑн ӳссе пыракан ҫивӗч ырату, ҫулӑм вӑркӑшнӑ майлӑн, кӑкӑр тӑрӑх пыр патне шӑвӑнса ҫитрӗ, янахран иртсе ҫивӗч йӗпсем пек хӑлха шӑтӑкӗсене пыра-пыра тирӗнчӗ.

Ясно слышала, ощущала противный капустный хруст разрезаемого тела; нарастающая волна острой боли полымем прошлась по груди до горла, звенящими иглами воткнулась в уши…

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урисем вырӑнне унӑн хӑлха алки тата ниепле те канӑҫ тупайми тутисем ташлаҫҫӗ.

Вместо ног у него плясали губы, не находившие себе покоя, да серьга.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич ятлаҫма, хӑлха алкипеле сарӑ куҫ шуррисене йӑлкӑштарма пуҫларӗ:

Пантелей Прокофьевич ругался, сверкал серьгой и желтыми белками глаз:

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Итлеме тытӑнчӗ: ҫав тери шӑп, хӑлха янӑрани те илтӗнет.

Прислушалась: тишина до звона в ушах.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Асту, минтер айне нумайрах утӑ хур! тата хӑлха шӑтӑкӗсене чиксе выртма ҫав карчӑкӑнне пӗр татӑк чӳпӗк туртса килсе пар!

Смотри же, сена повыше наклади под подушку! да выдерни у бабы из мычки клочок пеньки, заткнуть мне уши на ночь!

II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех