Шырав
Шырав ĕçĕ:
48. Моисей патне ҫарти темиҫе пин ҫын пуҫлӑхӗсем, пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем пынӑ та 49. Моисее каланӑ: санӑн чурусем пире шанса панӑ ҫар ҫыннисене шутласа тухрӗҫ, вӗсенчен пӗри те пӗтмен; 50. хамӑр чунсене Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатмашкӑн акӑ эпир Ҫӳлхуҫана парне кӳретпӗр, кам мӗнле ылтӑн япала тупнӑ, ҫавна илсе килтӗмӗр: вӑчӑрасем, сулӑсем, куҫлӑ ҫӗрӗсем, хӑлха ункисем, алкасем паратпӑр, тенӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Чӗри хушнипе, кӑмӑлӗ туртнипе ҫынсем пуху чатӑрӗ тумашкӑн, унта мӗн кирлине пурне те тумашкӑн, [пӗтӗм] сӑваплӑ тумтире тумашкӑн мӗн-мӗн кирлине илсе Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ; 22. упӑшкисем арӑмӗсемпе пӗрле пынӑ, пурте чӗри хушнипе ҫӗрӗсем, алкасем, куҫлӑ ҫӗрӗсем, хӑлха ункисем, тӗрлӗ ылтӑн япала илсе пынӑ, Ҫӳлхуҫана ылтӑн кӳрес теекенӗ кашниех ҫапла тунӑ; 23. камӑн сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, виссон, качака ҫӑмӗ, хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем пулнӑ, вӗсем ҫавна илсе пынӑ; 24. кӗмӗл е пӑхӑр параканӗ кашнийӗ ӑна Ҫӳлхуҫана парне кӳме илсе пынӑ; камӑн ситтим йывӑҫӗ пулнӑ, вӑл ӑна кӗлӗ чатӑрне кирлӗ ҫӗре илсе пырса панӑ; 25. ӑстайлӑ хӗрарӑмсем пурте арланӑ, вара сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫип, виссон пырса панӑ; 26. арлама пӗлекен пур арӑм та хӑйӗн чӗри хушнипе качака ҫӑмӗ арланӑ; 27. халӑх пуҫлӑхӗсем ефодпа кӑкӑрлӑх валли оникс чулӗ тата харшаласа лартмалли чулсем, 28. ырӑ шӑршӑлӑх, ҫутаткӑҫ валли тата сӗрмелли ҫу тума, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли тума йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пынӑ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ӑна хӑлха алки патӑм, аллисене тӑхӑнмашкӑн сулӑсем патӑм.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вӑл, йӑмӑкӗн хӑлха алкине, аллисене тӑхӑннӑ сулӑсене курсассӑн, Ревекка, хӑйӗн йӑмӑкӗ, мӗн каланине: ҫак ҫын манпала ҫапла калаҫрӗ тенӗ сӑмахсене илтсессӗн, ҫав ҫын патне пынӑ — акӑ вӑл тӗвисем патӗнче ҫӑл умӗнче тӑрать; 31. Лаван [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа пилленӗскер, кӗрсем ман патӑма! мӗншӗн тулта тӑратӑн? эпӗ пӳрт те, тӗвӳсем валли вырӑн та хатӗрлесе хутӑм, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗррехинче шыва кӗме кайсан пуҫӗпе чул ҫине тӑрӑнса мимине чӗтрентерчӗ, хӑлха параппанне ҫурса пӑрахрӗ...
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
19. Хӑлха ҫакки курӑкӗн /одуванчик/ 1 апат кашӑкӗ вӗтетнӗ тымарне тин вӗренӗ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехет лартмалла.
Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
Ах, халь пӗлетӗп ӗнтӗ, Саша кӑтартнӑччӗ мана ҫакӑн пек хӑма татӑкне, вӑл кӗленче пекех ҫӑмӑлччӗ, халӗ ун пек металран тунӑ хӑлха алкисем, брошкӑсем пур; ҫапла, Саша каланӑччӗ ҫав мана, йывӑҫ вырӑнне, тен, чул вырӑнне те, кӗҫ-вӗҫех алюминипе усӑ курма тытӑнаҫҫӗ тесе.
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Шывне вӑл, ахӑртнех, чӳрече ҫинче тупкаланӑ, кунта хушӑк витӗр чи вӗтӗ, куҫпа хӑлха сисмен ҫумӑр та лекнӗ, тен, ҫак тӗтреллӗ ҫу кунӗсенче сывлӑм та ӳкнӗ пулӗ.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.