Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунран (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
21. Сакӑр кунран, Ача ӳтне касма вӑхӑт ҫитсессӗн, Амӑшне йывӑр ҫын пуличченех Ангел каланӑ пек, Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.

21. По прошествии восьми дней, когда надлежало обрезать Младенца, дали Ему имя Иисус, нареченное Ангелом прежде зачатия Его во чреве.

Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

57. Хӑшӗ-пӗри ура ҫине тӑрсах Ӑна хирӗҫ кӳнтелесе ҫапла каланӑ: 58. Вӑл: «этем аллипе тунӑ ҫак Турӑ Ҫуртне аркатӑп та виҫӗ кунран урӑххине, алӑпа туманнине, туса лартӑп» тесе каланине эпир хамӑрах илтрӗмӗр, тенӗ.

57. И некоторые, встав, лжесвидетельствовали против Него и говорили: 58. мы слышали, как Он говорил: Я разрушу храм сей рукотворенный, и через три дня воздвигну другой, нерукотворенный.

Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Тепӗр ултӑ кунран Иисус Хӑйпе пӗрле Петра, Иакова тата Иоана ҫеҫ илсе ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ; унта Вӑл вӗсен куҫӗ умӗнчех улӑшӑннӑ: 3. Унӑн тумтирӗ ялтӑртатса тӑракан пулса кайнӑ, вӑл юр пек шап-шурӑ пулнӑ — ҫӗр ҫинчи пӗр шуратакан та унашкал шуратма пултараймасть.

2. И, по прошествии дней шести, взял Иисус Петра, Иакова и Иоанна, и возвел на гору высокую особо их одних, и преобразился перед ними. 3. Одежды Его сделались блистающими, весьма белыми, как снег, как на земле белильщик не может выбелить.

Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Темиҫе кунран Иисус каллех Капернаума таврӑннӑ, Вӑл килне килни ҫинчен ҫийӗнчех хыпар сарӑлнӑ.

1. Через несколько дней опять пришел Он в Капернаум; и слышно стало, что Он в доме.

Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

62. Эрнекун иртсен тепӗр куннех аслӑ священниксемпе фарисейсем Пилат патне пухӑннӑ та 63. каланӑ: хуҫамӑр! хайхи ултавҫӑ чӗрӗ чухне: «виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп» тесеччӗ, ҫав аса килчӗ пире; 64. ҫавӑнпа эсӗ Унӑн тупӑклӑхне виҫӗ кун хушши хураллама хушсам — Унӑн вӗренекенӗсем ҫӗрле пырса Ун ӳтне вӑрласа ан кайччӑр, халӑха: «Вӑл вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑчӗ» тесе ан калаччӑр.

62. На другой день, который следует за пятницею, собрались первосвященники и фарисеи к Пилату 63. и говорили: господин! Мы вспомнили, что обманщик тот, еще будучи в живых, сказал: после трех дней воскресну; 64. итак прикажи охранять гроб до третьего дня, чтобы ученики Его, придя ночью, не украли Его и не сказали народу: воскрес из мертвых.

Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсен Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: 2. эсир икӗ кунран Пасха пуласса пӗлетӗр; ӗнтӗ Этем Ывӑлне пӑталама тытса парӗҫ, тенӗ.

1. Когда Иисус окончил все слова сии, то сказал ученикам Своим: 2. вы знаете, что через два дня будет Пасха, и Сын Человеческий предан будет на распятие.

Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

46. Ӑна ӗнтӗ никам та пӗр сӑмах та хуравласа калайман; ҫав кунран пуҫласа Унран никам та нимӗн ҫинчен те ыйтма хӑяйман.

46. И никто не мог отвечать Ему ни слова; и с того дня никто уже не смел спрашивать Его.

Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Тепӗр ултӑ кунран Иисус Петра тата пӗртӑван Иаковпа Иоана ҫеҫ Хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӳллӗ ту ҫине улӑхнӑ; 2. унта Вӑл вӗсен умӗнче урӑхла курӑннӑ: Унӑн сӑнӗ хӗвел пек ҫуталса кайнӑ, тумтирӗ шап-шурӑ, ҫап-ҫутӑ пулса тӑнӑ.

1. По прошествии дней шести, взял Иисус Петра, Иакова и Иоанна, брата его, и возвел их на гору высокую одних, 2. и преобразился пред ними: и просияло лице Его, как солнце, одежды же Его сделались белыми, как свет.

Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

56. Ҫавӑнпа сана Ҫӳлти Турӑ ҫавӑн пек ырӑлӑх пачӗ, виҫӗ кунран Вӑл сана урӑххи кӑтартӗ, тата пысӑкрах вӑрттӑнлӑхсене уҫса парӗ, терӗ.

56. Поэтому Я показал тебе воздаяния у Всевышнего; после трех дней Я покажу тебе другое и открою тебе важное и чудное.

3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Иоанӑн ытти ӗҫне — унӑн вӑрҫисене, унӑн хастаррӑн тунӑ паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл епле хӳмесем лартнине тата ытти тӗрлӗ ӗҫне — 24. вӑл аслӑ священникра ларнӑ кунсенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ, ӑна хӑйӗн ашшӗ хыҫҫӑн аслӑ священник пулса тӑнӑ кунран пуҫласах ҫырса пынӑ.

23. Прочие же дела Иоанна и войны его и мужественные подвиги его, славно совершенные, и сооружение стен, им воздвигнутых, и другие деяния его, 24. вот, они описаны в книге дней первосвященства его, с того времени, как сделался он первосвященником после отца своего.

1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Паянтан пуҫласах акӑ сире, пӗтӗм Иудея халӑхне, хырҫӑран тата тӑварпа сутӑ тунӑшӑн, пуҫкӑшӑльшӗн хуракан тӳлеврен хӑтаратӑп; 30. Иудея ҫӗрӗнчен тата ун ҫумне Самарипе Галилейӑран хушӑннӑ ҫӗрсенчен виҫҫӗшӗнчен те илсе тӑнӑ пайӑма — тырпулӑн виҫҫӗмӗш пайӗн укҫине, йывӑҫ ҫимӗҫӗсен ҫуррин укҫине — паянхи кунран тытӑнса ӗмӗрлӗхе пӑрахӑҫлатӑп.

29. Ныне же разрешаю вас и освобождаю всех Иудеев от податей и пошлины с соли и с венцов; 30. и за третью часть семян и половинную часть древесных плодов, принадлежащую мне, отныне и впредь я отменяю брать с земли Иудейской и с трех областей, присоединенных к ней от Самарии и Галилеи, от нынешнего дня и на вечные времена.

1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Чӗрӗре паянхи кунран каялла, тӑххӑрмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнчен, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ кунран, каяраххи енне ҫавӑрӑр-ха; чӗрӗре ҫавӑрӑр-ха: 19. кӗлетре тата вӑрлӑх пур-и?

18. Обратите же сердце ваше на время от сего дня и назад, от двадцать четвертого дня девятого месяца, от того дня, когда основан был храм Господень; обратите сердце ваше: 19. есть ли еще в житницах семена?

Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Халӗ ӗнтӗ хӑвӑр чӗрӗре паянхи кунран каялла, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче чул ҫине чул та хуман чухнехи вӑхӑт еннелле, ҫавӑрӑр.

15. Теперь обратите сердце ваше на время от сего дня и назад, когда еще не был положен камень на камень в храме Господнем.

Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл сусӑрланӑ — Вӑлах сиплӗ пире, Вӑл амантнӑ — Вӑлах суранӑмӑрсене ҫыхса ярӗ. 2. Пире икӗ кунран чӗртӗ те виҫҫӗмӗш кунхине ура ҫине тӑратӗ, вара Унӑн сӑнӗ умӗнче пурӑнӑпӑр. 3. Пӗлӗпӗр ҫапла, Ҫӳлхуҫамӑра пӗлсе ҫитме тӑрӑшӑпӑр; Вӑл курӑнни — ирхи шуҫӑм пекех. Вӑл пирӗн патӑмӑра ҫумӑр пек килӗ, ҫӗре кайранхи ҫумӑр пек шӑварӗ» тейӗҫ.

ибо Он уязвил - и Он исцелит нас, поразил - и перевяжет наши раны; 2. оживит нас через два дня, в третий день восставит нас, и мы будем жить пред лицем Его. 3. Итак познаем, будем стремиться познать Господа; как утренняя заря - явление Его, и Он придет к нам, как дождь, как поздний дождь оросит землю».

Ос 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫак кунран пуҫласа хула ячӗ «Ҫӳлхуҫа ҫавӑнта» пулӗ.

А имя городу с того дня будет: «Господь там».

Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Израиль килӗ вара Эпӗ ҫав кунран пуҫласа ӗмӗрлӗхе хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗ.

22. И будет знать дом Израилев, что Я Господь Бог их, от сего дня и далее.

Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Чылай кунран эсӗ кирлӗ пулӑн; юлашки ҫулсенче эсӗ хӗҫрен хӑтарнӑ, нумай тӗрлӗ халӑх хушшинчен Израиль тӑвӗсем ҫине пуҫтарнӑ халӑх патне ҫитӗн, ҫав тусем унччен пӗрмай юхӑнса выртнӑ, халӗ вара ҫав ҫӗр ҫыннисене халӑхсем хушшинчен каялла тавӑрӗҫ те, вӗсем пурте хӑрушлӑхсӑр пурӑнма пуҫлӗҫ.

8. После многих дней ты понадобишься; в последние годы ты придешь в землю, избавленную от меча, собранную из многих народов, на горы Израилевы, которые были в постоянном запустении, но теперь жители ее будут возвращены из народов, и все они будут жить безопасно.

Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Хӑвна пултарнӑ кунран пуҫласа йӗркесӗр ӗҫсем тума пуҫличчен пур ҫулу ҫинче те эсӗ тӳрӗ пултӑн.

15. Ты совершен был в путях твоих со дня сотворения твоего, доколе не нашлось в тебе беззакония.

Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Ҫак хула хӑйне туса лартнӑ кунран пуҫласа паян кунчченех Мана ҫиллентерес те хаярлатас тенӗ пек анчах пурӑнатчӗ.

31. И как бы для гнева Моего и ярости Моей существовал город сей с самого дня построения его до сего дня,

Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Вара тӗрме ҫыннисене пуҫтарнӑ пек, пурне те шӑтӑка пуҫтарӗҫ, тӗттӗм шӑтӑка хупса хурӗҫ, чылай кунран вӗсене хаса парӗҫ.

22. И будут собраны вместе, как узники, в ров, и будут заключены в темницу, и после многих дней будут наказаны.

Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех