Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ниловна сӗтне юхтарчӗ, витрине ҫуса юпа ҫине пырса ӳпӗнтерчӗ те упӑшкипе юнашар лутра пукан ҫине пырса ларчӗ.
XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Анчах старик шӑртланмаллипех шӑртланса ӳкнӗ: пӗррех ҫиҫсе ячӗ арӑмне, ҫӗвӗ машини ларакан сӗтеле тӗксе ӳпӗнтерчӗ, унтан, тӗрмешсе тӑрансан, картишне вӑркӑнса тухрӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Иван Иванович эрех патне карӑнчӗ, аллисене сӑтӑркаласа илчӗ, черккене ҫавӑркала-ҫавӑркала пӑхрӗ, тултарчӗ те ҫутӑ ҫинче пӑхрӗ; унтан пӗр харӑсах черккери пӗтӗм эрехе ҫӑварне ӳпӗнтерчӗ.
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пурте хӑй ҫине пӑхнӑ хушӑра Умрихин черкке эрехе ҫӑварне ӳпӗнтерчӗ.
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ефим Чернявкин вара Анфиса Марковнӑпа пӗтӗмпех килӗшсе пынӑ пек юлашки эрехе сарлака ҫӑварне ӳпӗнтерчӗ те, апат ҫыртмасӑрах, тачка тутисемпе чаплаттарса илчӗ.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл каллех тепӗр черкке ӳпӗнтерчӗ, унтан чӳрече еннелле пӑхса, малалла калама тытӑнчӗ:
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Ӑна-кӑна ӑнланмасӑр, лахханне сӗтел ҫине ӳпӗнтерчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Арҫынсем ӑмӑртса чупма канав урлӑ сикме шутларӗҫ, вара виҫӗ шухӑшлавҫӑ хӑюллӑ упражненисем тӑвас тӗлӗшпе хӑйсем ӑста пулнине кӑтартрӗҫ: офицер канав урлӑ сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ, Дмитрий Сергеич, питӗ вӑйлӑ ҫын, ӑна офицер ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн питӗ хӗрсе кайрӗ: ригорист офицерпа Дмитрий Сергеича иккӗшне те пӗрле йӑкӑлт ҫеҫ ҫӗклесе ӳпӗнтерчӗ, ку вара Дмитрий Сергеича та, офицера та пӑшӑрхантармарӗ: ригорист паллӑ атлет пулнӑ, анчах Дмитрий Сергеичӑн офицер айне юлас килмерӗ курӑнать, вӑл ку тӗлӗшпе ригорист хыҫҫӑн пӗрремӗш вырӑна йышӑнасшӑн пулчӗ; вӑл офицерпа пилӗк хут тытӑҫса илчӗ, анчах офицер ӑна ҫӑмӑллӑнах мар пулин те, — кашнинчех хӑй айне хучӗ.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чышкӑ лексен, Лао Гун куркинчи эрехне хӑпӑл-хапӑл ҫӑвара ӳпӗнтерчӗ те юрӑ ӗнӗрлешме тытӑнчӗ.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.
Пан ҫав хутаҫа пуҫӑм ҫине тытрӗ те пуҫ-хӗрлӗ ӳпӗнтерчӗ.Вот пан взял в руки тот мешок и опрокинул его над моей головой.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Вӑл курупкӑна ӳпӗнтерчӗ те, мӗнпур тетте урайне купаланчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Унӑн ҫапӑҫури ӑнӑҫлӑхӗшӗн! — терӗ те вӑл татӑклӑн, черккене ҫӑваралла ӳпӗнтерчӗ, анчах ҫав самантрах чыхӑнса кайрӗ, ӳсӗрме тытӑнчӗ те аран сывлӑш ҫавӑрса илчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӗнер ӗҫсе ярайман пӗр кӗленче эрех тупрӗ, стакана тултарчӗ те шалттин ӳпӗнтерчӗ, ӳпӗнтерсен, хунӗш патне тухса утрӗ.Нашел не допитую вчера бутылку водки, налил стакан, выпил и пошел к тестю.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.