Шырав
Шырав ĕçĕ:
Санина каллех хӑй иккӗмӗш кун сирсе ярайман шӑршӑ пуҫне тивме пуҫланӑ пек туйӑнчӗ.
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Кӗпине пӑру чӑмласа янӑ пуль тетӗп, кашӑкне вӑл хыпса ярайман ӗнтӗ, иккӗленме кирлӗ мар.Ну, рубашку, я думаю, теленок сжевал, но ложку-то он не мог проглотить, это уж верно.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫак кун эпӗ Мускавра ярайман ҫырӑва аранах почта ещӗкне пӑрахрӑм.В этот день я бросил в почтовый ящик письмо, так и не опущенное в Москве.
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑл вӑхӑтра Невски проспект пушӑ; магазинсен самӑр хуҫисемпе вӗсен приказчикӗсем хӑйсен Голланди кӗписене тӑхӑнса ҫывӑраҫҫӗ е хырӑнма тесе ырӑ пичӗсене супӑнь кӑпӑкӗ сӗреҫҫӗ, кофий ӗҫеҫҫӗ; кондитерски лавккасем умне ыйткалакансем пуҫтарӑнаҫҫӗ; ӗнер шоколад йӑтса шӑна вӗҫнӗ пекех чупса ҫӳренӗ ҫамрӑк тарҫӑ галстуксӑрах, ыйхӑллӑн, аллине шӑпӑр тытса тухать те вӗсене типсе кайнӑ кукӑльсемпе ҫисе ярайман татӑксем ывӑтса ларать.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Тулта, чӳрече айӗнчех, пӳрт никӗсӗ ҫумне хӗсӗннӗ, хӗвел ӗнтсе ярайман курӑк — ҫурри шанса кайнӑ мӑянпа ылмаш-тӗлмешӗн хир сӗллипе шурути ӳсет те, шӑпах ҫавсен хушшинче хӑйсене валли хӳтлӗх вырӑн тупса пӗр вӗҫӗмсӗр авӑтрӗҫ те шӑрчӑксем.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑма ҫуракан заводра пӗри трактора ӗҫе яма хӑтланнӑ, анчах ниепле те тапратса ярайман: мотор, автомат черечӗ пек, кӗр-кӗр кӗрлесе илет те каллех чарӑнать, шыв хӗррине кӑвак хӑю пек ҫинҫен тӗтӗм туртӑнать.
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Гришаткӑна ҫав тери пысӑк ҫуллӑ аш татӑкӗ тыттарать, ӑна Митяй тете те ҫисе ярайман пулӗччӗ.А Гришатке подсунула такой здоровенный кусок жирного мяса, что и дядя Митяй с таким бы не справился.
Ҫилпеле вӗлкӗшекен ҫивӗтсем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Старик ҫӑварӗнчи чӑмласа ярайман татӑкне ҫап-ҫара шӑл тунисем хушшинче мӗкӗлтеттеркелерӗ те, Гришака ҫине сӳннӗ куҫӗсемпе пӑхса илсе, пуҫне сулчӗ.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ефим виҫӗ ҫул хушши кӳршӗ ялта, хӑйсен хурӑнташӗсем патӗнче пурӑнса ирттернӗ, кайран Аннӑна хӑйне юраттарса, ӑна качча илес шухӑшпа ашшӗпе килӗштерме шутланӑ, — ашшӗ пулӑшмасӑр вӑл хӑйне валли хуҫалӑх йӗркелесе ярайман пулӗччӗ.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кунти сывлӑша сухӑрлӑ йывӑҫ шӑрши хупласа илнӗ, ҫав ӗмӗрех тӑкӑскӑ шӑрша Шурӑ тинӗс ҫилӗ те сирсе ярайман.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Енчен юн юхӑмӗ те унӑн трагедилле вӗҫӗ ҫав ирӗклӗх вӑрҫине хускаттарса ярайман пулсан, ӑна тишкерсе тиркесе тӑкнӑ пулӗччӗҫ, — ӑслӑ шухӑш ҫавна ӑссӑрланни тӗкӗ пулӗччӗ, халӑхсем тӗнче мӑшкӑлӗ тенӗ пулӗччӗҫ, истори вара айӑп вырӑннех картнӑ пулӗччӗ.
I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Давыдов ӗҫсе ярайман кружкине сӗтел ҫине лартрӗ.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн арӑмӗ чирленӗ, вырӑн ҫинчех выртать, Ванькӑ Аржановран кӗпе-йӗм те парса ярайман, хӑйне киле пыма чӗннӗ.
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ахальтен мар ҫав — ҫав тарана ҫитсе манӑн ярайман ҫырусем темӗн чухлех пуҫтарӑнчеҫ — вӑрҫа хыҫҫӑн вӗсене Катьӑпа пӗрле вуласса шанатӑп-ха ӗнтӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн ҫав вӑхӑтра ӑна ҫисе ярайман пӑтӑ турилккипе мӑнтӑр питӗнчен перес килсе кайрӗ!Как мне хотелось бросить в это толстое лицо тарелку с недоеденной кашей!
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан карчӑк малтанхи пекех сиккелесе, хӑй тӗллӗн кӗлӗсем мӑкӑртатса, Гвоздева шыв хӗррине илсе кайнӑ та, хӑй кашни кунах ҫырса тӑма пулнӑ, анчах кайран пӗр ҫыру та ҫырса ярайман хӗрӗн кӗлетки выртнӑ тӗле кӑтартнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Стройсфера» компани те Шупашкарти 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи ҫурта палӑртнӑ вӑхӑтра хута ярайман.
Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20
Ҫынсене пая кӗртсе ҫӗклекен пурӑнмалли ҫурт-йӗре вӑхӑтра хута ярайман тӗслӗх чылай.
Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20
Ӗнер ӗҫсе ярайман пӗр кӗленче эрех тупрӗ, стакана тултарчӗ те шалттин ӳпӗнтерчӗ, ӳпӗнтерсен, хунӗш патне тухса утрӗ.Нашел не допитую вчера бутылку водки, налил стакан, выпил и пошел к тестю.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Кашни килмессерен сӗтел ҫинче ҫисе ярайман шӑккалат катӑкӗ выртса юлнине пӗрре мар асӑрханӑ-ха.
Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ