Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сарӑлсах пыракан шӑтӑк ӑшне часах сарӑрах тӗслӗ ҫутӑ сӑнӗ кӗре пуҫларӗ; эпӗ сылтӑм енче те, сулахайра та темӗн пысӑкӑш туннель евӗрлӗ тарӑн шӑтӑксенчен ҫӑра пӑс палкаса тухнине куртӑм; вут ҫулӑмӗн чӗлхисем шатӑртатса ҫӗр шӑтӑкӗсен стенисене ҫуласа илеҫҫӗ.
XLIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Хурана пульӑсем тивсе шӑтарнӑ шӑтӑксенчен яшка пӗрӗхет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Шӑтӑксенчен пӗринче винтовка шарлами пулчӗ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Шӑтӑксенчен хӗрлӗ ҫулӑм пӗрхӗнчӗ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Анчах ҫак каҫхине пурте, пӗр япала ҫинчен пӗлсе, ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ, вара ним калаҫмасӑрах, сӳтсе-явмасӑрах, ҫирӗппӗн, татӑклӑн шут тунӑ: тырӑ ҫӗр айӗнчех юлать, ӑна вӑрттӑн шӑтӑксенчен нимӗҫсен ирсӗр аллисем алтса кӑларма пултарас ҫук, мӗншӗн тесен ку пурнӑҫран та хаклӑрах.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Юханшыв ҫийӗн инҫете пӑхсан, чи малтанах хура тӑрӑх куратӑн — ку вӑл леш е чи вӑрман, халлӗхе куҫ урӑх нимӗн те палӑртаймасть-ха, унтан пӗлӗт хӗрри ҫуталать, ҫутӑ тӑрӑхӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать, халь акӑ юханшыв та, — ун тӑрӑх инҫете пӑхсан, — хура мар, сӑрӑрах тӗслӗн курӑнать; аякра-аякра пӗчӗк хура пӑнчӑсем шӑваҫҫӗ — кусем шаландӑсемпе пӗчӗк кимӗсем, хура вӑрӑм тӑрӑхсем — сулӑсем; хӑш-пӗр чухне кӗсменсем чӗриклетни, ҫынсем кӑшт сӑмахлани илтӗнет — питӗ шӑп чухне сасӑ шыв ҫийӗн аякка каять; майӗпен-майӗпен шыв ҫийӗ кӑтраланни те курӑнакан пулать, ҫакӑн тӑрӑх ку тӗлте шыв юххи вӑйлине, вӑл тунката ҫине ҫапӑннине пӗлетӗн, — шыв ҫийӗ ҫавӑнпа кӑтраланать; унтан юханшыв ҫийӗн тӗтре йӑсӑрланма тытӑнать; хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт хӗрелет, юханшыва та хӗрлӗ тӗс ҫапать, леш ҫыранра мӗн пурри те йӑлтах курӑнать ӗнтӗ — авӑ, вӑрман хӗрринче пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать, йывӑҫ складне хураллакан пурӑнать пулас унта, ҫуртне алапаш тукаланӑ, пӗренесем хушшинчи шӑтӑксенчен кушак та кӗме пултарать; кӗҫех лӑпкӑ ҫил тухать, вӑл пит-куҫа уҫӑлтарса вӗрет, вӑрман шӑршипе чечек шӑрши илсе килет, хӑш-пӗр чух япӑх шӑршӑ та килкелет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче ҫӗрӗк пулӑ купи выртать, унтан усал шӑршӑ сарӑлать; кӗҫех ҫутӑ кун пуҫланать, тавралӑх йӑлтӑр кулӑпа ҫиҫет тейӗн — хӗвел тухрӗ, кайӑксем юрласа ячӗҫ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кунта, станцирен пӗр ҫухрӑмра, ӗлӗк чул кӑларнӑ, вара пӑрахӑҫа тухнӑ тарӑн шӑтӑксенчен ҫӑл тапса тухнӑ та халӗ виҫӗ кӳлӗ пулса тӑнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Сарайӑн мӑкланса кӗҫеленнӗ тӑрри йӑлтах шӑтса пӗтнӗ, ҫав шӑтӑксенчен темӗнле ҫинҫешке кантрасем карӑнса тухаҫҫӗ те йывӑҫ ҫулҫисен хушшине кӗрсе ҫухалаҫҫӗ.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Эсир пӗлетӗр вӗт, эпӗ кунта кӗпер тума килнӗ, сире хӑвӑрӑн «стратегилле шухӑшӑрсене» пула кӗрсе ларнӑ шӑтӑксенчен туртса кӑларма мар.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Качакасем ишсе тӑкнӑ шӑтӑксенчен Пик темиҫе пӗрчӗ тупрӗ-тупрех.
Юр тӑрӑх та пӑр ҫийӗн // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
— Ҫӗрле, шӑп ҫур ҫӗр тӗлӗнче, ҫав шӑтӑксенчен ҫара тихасем тухаҫҫӗ тет…
Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.
Укӑлчари йывӑҫ тӗмӗсем хушшинчен, сарайсен хыҫӗнчен, нӳхрепсемпе тӗрлӗ шӑтӑксенчен ҫав вырӑнсенче ҫӑлӑнса выртнӑ ҫынсем йӑтӑнса тухрӗҫ.
LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӑшал етри евӗр пӗчӗк кӑна куҫсем ансӑр хушӑксенчен, пеме ятарласа хатӗрленӗ шӑтӑксенчен тӗллесе тӑнӑ пек, ӳпреммӗн ҫуталса пӑхаҫҫӗ, ҫын куҫӗсене, хирӗҫ пӑхма памасӑр, ҫӗрелле тартаҫҫӗ, йывӑррӑн та пӗр тӗле тирӗнсе тинкереҫҫӗ.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Уй-хирте пралук карса тухман-ха, анчах пулас электричество ҫулӗ вуншар ҫухрӑма палӑрчӗ: ун тӑрӑх пӗчченшер те, ушкӑнпа та ҫынсем сапаланнӑ — вӗсем шӑтӑксем чавнӑ, юпасем лартнӑ, пралук карса пынӑ; вӑкӑр е лаша кӳлнӗ лавсем юпа салатса, унталла та кунталла пӗр йӗрпе кумса ҫӳренӗ, тиенӗ пушӑ лавсене туртса пыракан тракторсем хире-хирӗҫ пулса пӗр-пӗрне ҫул панӑ; унта та кунта вӑхӑтлӑх хӳшӗ е палатка курӑннӑ, вучахран тӗтӗм йӑсӑрланса хӑпарнӑ, апат пӗҫерекен хӗрарӑмсен шурӑ тутӑрӗсем вӗлтлетнӗ; чавнӑ шӑтӑксенчен кӑларнӑ тӑпра тӗмескисем тӗлӗнмелле тӳрӗ выртнӑ, каюра чавса кӑларнӑ тӑпра пекех туйӑннӑ вӗсем, кашни тӗмеске тӗлӗнчех юпа выртнӑ…
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Путса кӗнӗ шӑтӑксенчен Степанӑн куҫӗсем курайманлӑх хӗмӗпе ялкӑшса ҫуталаҫҫӗ.Из запавших глазниц нестерпимо блестел остро отточенный взгляд Степана.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн кӑкӑрне пулемет черечӗ тӑватӑ ҫӗртен шӑтарса кӗнӗ, шӑтӑксенчен ӗнӗк ҫип таткисем пайӑркаланса тухнӑ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Наступлени тӑвакан салтаксен хумӗсем вара, сапаланса та, вакланса, снарядсем алтса хӑварнӑ шӑтӑксенчен тӗрлӗ еннелле сирпӗнсе ӳкеҫҫӗ те татах шӑваҫҫӗ, малалла шӑваҫҫӗ…И волны наступающих дробились, вскипали, брызгами рассыпались от воронок и все ползли, ползли…
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӗсем шӑтӑксенчен вуншар тупӑксене, хӗрессене, купи-купипе шӑмӑ кӑларса пӑрахнӑ.Они выбросили с кладбища десятки гробов, крестов и груды костей.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пӗри тӗрлӗ шӑтӑксенчен перет, тепри пур, щельсене тӑпра чышать, теприсем тата, винтовкӑсемпе, чул муклашкисемпе, тупӑпа пулемёт кӗпҫине, танк бронине кӳпкеҫҫӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ан тив, шӑтӑксенчен тухса кайччӑр.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.