Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ унӑн ӑслӑ, чипер, ҫутӑ сӑнне пӑхма тытӑнаттӑм кӑна… ман чӗрем сикме пуҫлатчӗ, эпӗ пӗтӗмпех ун еннелле туртӑнаттӑм…
VIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ҫынсем авӑрти пек ҫак пӑлханӑвӗнче симӗс тутӑр мӗлтлетнине курсан вара, — ӑна вӑл, ҫавнашкал тӗсли темиҫе ҫӗр пулсан та, ҫийӗнчех тупатчӗ, — куҫӗсем савӑнӑҫпа хыпса ҫунатчӗҫ, чӗри хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн тапма пуҫлатчӗ.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫывӑрайман вӑрӑм каҫсенче Егорыч ӑна итлетчӗ те пичӗ ҫумне пӑчӑртатчӗ — чуна тӗксӗм палатӑри шӑплӑхра вара ҫавӑнтах шавлама, ахӑрма пуҫлатчӗ тайга, геолог-юлташӗсен сассисем янӑратчӗҫ:
14 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вӑл сассине ҫинҫететчӗ те, кӳреннӗ кӑркка чӗппи шимплетнӗ пек, селӗппӗн пийӗклетме пуҫлатчӗ: «Сийӗн — атӑ, манӑн ҫук! Сийӗн — атӑ, манӑн ҫук!»
XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пуҫлатчӗ вара калаҫма, кунӗпе вырӑнтан хускалмасӑр итлесе ларӑттӑн.Бывало, поведет речь — целый день не подвинулся бы с места и все бы слушал.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӳрнине тӑрататчӗ те вара, ун вӗҫӗ ҫине пӑха-пӑха, пуҫлатчӗ калама, темскерле эрешлесе, чееленсе, пичетленнӗ кӗнекесенчи пек калатчӗ!
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ирхи ӗҫсем пӗтсен, Яша пушӑ сӗтел хушшине кӗрсе ларатчӗ те хӑй портфелӗнчи япаласене кӑларкаласа пӑхма пуҫлатчӗ.
VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кун И-цзи шикленме пуҫлатчӗ, турилккине ал тупанӗсемпе хуплатчӗ, ачасем енне ӳпӗнсе: — Манӑн питӗ сахал юлчӗ ӗнтӗ… — тетчӗ.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Ҫулла, каҫхине 7 сехетре, скверта музыка выляма пуҫлатчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ӗнтӗ вӑл, Гремячий Лог хуторне килнӗ милиционер ҫине пӑхсан, ӑшчикӗ таврӑнса тухаслах сехӗрленсе ӳкмест: ӗлӗкрех вӑл милиционерӑн хура тӗслӗ шинельне курнипех калама ҫук хытӑ хӑраса чӗтреме пуҫлатчӗ.
38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑхӑтран-вӑхӑт пирӗн хӑшӗ-пӗри темӗншӗн ак ҫапла шухӑшла пуҫлатчӗ:Порой кто-нибудь из нас вдруг почему-то начинал рассуждать так:
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Ҫапах та хӑшпӗр чух юрӑсем юрлаттӑмӑр, пирӗн юррӑмӑр ак ҫапла пуҫланатчӗ ӗҫ хушшинче сасартӑк пӗри ывӑннӑ лаша пек ассӑн сывласа яратчӗ те, ерипен, вӑрӑммӑн ӗнермелли юрӑсенчен пӗрне таса пуҫлатчӗ; ун пек юррӑн хурлӑхлӑ, ҫепӗҫ кӗвви яланах юрлаканӑн чунне ҫӑмӑллатать.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Тенкел ҫине ларатчӗ те, ҫӳҫ каснӑ май, ӑс пама, вӗрентме пуҫлатчӗ: «Мӗншӗн улмуҫҫи туратне хуҫрӑн та, мӗншӗн иртсе пыракан ҫынпа хытӑрах калаҫрӑн» тетчӗ.
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кашни хут кӗнеке тытмассерен ача хӑйӗн «ля, ля» тенине пуҫлатчӗ, эпӗ каяссине сиснӗ пек пулса тухатчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ромка Каштан хӑйӗн урокне яланах ҫапла пуҫлатчӗ:Ромка Каштан, принимаясь разъяснять мне урок, говорил каждый раз:
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мӑнтарӑн Катя хӗрелсе каятчӗ, сӑмахран сӑмах ҫине упаленме пуҫлатчӗ, унтан кӳренсе: нимӗҫле ун пек калаҫмаҫҫӗ, ӑна куҫарма ҫук, тесе хуратчӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Степа, хӑй председатель пулнипе, малтан пуҫлатчӗ, ун хыҫҫӑн Ромашка, унтан ыттисем те.Степа начинал, как председатель, за ним Ромашка и так далее.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тарӑн шухӑша кайса сӑмах пуҫлатчӗ вара:
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун умӗнче анне пачах улшӑнатчӗ, кулатчӗ, ун пекех пӗр чарӑнмасӑр калаҫма пуҫлатчӗ.При нем она становилась совсем другая, смеялась и даже начинала так же длинно говорить, как и он.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тепӗр чухне тата килӗнчен те тухмастчӗ, кӑштах ҫил вӗркеленӗ вӑхӑтра кантӑк умне ларсан та, шӑнса пӑсӑлтӑм тесе, ӗнтӗркеме тытӑнатчӗ; чӳрече хупӑлчи уҫӑлса хупӑннипех шарт сиксе илетчӗ хӑй, кӑвакарса каятчӗ, хӑй ҫапах хир сысни тытмашкӑн та пӗр пӗччен ҫӳретчӗ, ӑна хам та курнӑ, хӑш чухне, калӑпӑр, темиҫе сехетре те унран пӗр самах ыйтса пӗлеймӗн, тепӗр чухне вара калаҫма пуҫлатчӗ те ӑш ыратичченех култаратчӗ, ҫаплаччӗ ҫав, питӗ те тӗлӗнмелле ҫынччӗ вӑл; пуянччӗ пулас хӑй: хаклӑ япаласем нумайччӗ унӑн!..
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964