Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫлатчӗ (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалчасем ҫумне ҫыхнӑ хӑма таткисем ҫине тӑратчӗ, ҫурӑмӗпе каялла тӗртӗнсе илсе стена ҫумӗнчен уйӑрлатчӗ те пӗр-утӑм, иккӗ, виҫҫӗ тӑватчӗ, унтан кӗлетке пӗр еннелле-сулӑнма пуҫлатчӗ те — вӑл ҫӗре сиксе анатчӗ, шалчисем хула хӗрринчи урамри тусанлӑ курӑк ӑшне ӳкетчӗҫ.

Встанет на колодочки, оттолкнется спиной от стены — шаг, другой, третий, неудержимо тянет вбок, и он соскакивает, а ходули валятся в пыльную мураву, которой заросла окраинная улица.

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Чикан манерлӗ тӑхӑннӑ ватӑпа Мускав майри нимӗҫле пуплеме пуҫласан, мана художникӑн пӗр пӳлӗмлӗ арӑш-пирӗш, чӑпар тумлантарнӑ хваттерӗнчи ӗҫ-пуҫ кинори пекех туйӑна пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗтри мучи пек ватӑласчӗ // Юрий Яковлев. Хыпар, 1998.08.28

Пурне те сӗтел хушшине лартса тӳрех ялти тӑванӗсене хӑналама пуҫлатчӗ.

Усаживая за стол сразу начинала угощать своих деревенских родственников.

Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Юмах-халап пуҫлатчӗ те – маттурсене унран уйӑрма ҫукчӗ, юратса ҫат-ҫат ҫапатчӗ.

Начнёт бывало сказки - крепышей от него не отделишь, любя похлопывал.

Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех