Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрет сăмах пирĕн базăра пур.
вӗрет (тĕпĕ: вӗрет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вакун хушӑкӗсем витӗр ҫил шӑхӑрса вӗрет; ҫурӑмӗсем ҫине ашак витнӗ лашасем ӗппӗн-теппӗн ҫапкаласа тунӑ хӑма сырӑшсем патӗнче тӑраҫҫӗ; вакун варринчи шӑнса хытнӑ тӑпра чӑмакки ҫинче чӗрӗ вутӑ йӑсӑрланса выртать, — куҫа ҫиекен йӳҫӗ тӗтӗмӗ алӑк ани патнелле мӑкӑрланса туртӑнать.

В теплушке ходил сквозной ветер; лошади стояли у наскоро сбитых кормушек под попонами; среди вагона — на бугорке мерзлой земли — чадили сырые дрова, — едучий дым тянуло в дверную щель.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫил ансӑр утма ҫула вичкӗннӗн тулласа вӗрет, тӗмескесенчен ҫакланать, пӗр вырӑнта шӑхӑркаласа ҫаврӑнать.

Ветер струею бил по узкому канальцу хода; цепляясь за уступы, свистал и кружился.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун урамӗсенче пурнӑҫ вӗрет, нимӗн те пӗр вырӑнта тӑмасть.

На его улицах кипит жизнь, ничто не стоит на месте.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Поезда хирӗҫ ӑшӑ ҫил вӗрет, шӑваҫҫӗ, ҫаврӑнаҫҫӗ ҫӗрлехи тӗттӗм чаршавпа витӗннӗ уй-хирсем; уйӑх ҫук, пӗлӗт тӗттӗмленнӗ, горизонтра кӑна хӗрлӗ йӗр выртать.

Навстречу поезду летит теплый ветер, плывут, кружатся укрытые серым пологом ночи незнакомые поля; луны уже нет, небо почернело, и только на горизонте лежит розовая каемка.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл хутран-ситрен аялалла пӑхса илет, шыв урнӑ пек сиксе, чулсем ҫине пӗрхӗнет, асамат кӗперӗ тӗсӗсемпе выляса илет, хуран пек лакӑмсенче шыв кӑпӑкланса вӗрет.

Иногда Сергей заглядывал вниз, река бесновалась, щедро обдавая брызгами нависшие над руслом камни, сверкала и переливалась радугой водяная пыль, и были видны котлованы, в которых кипела и пенилась вода.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗр тапхӑр кӑнтӑртан, тепӗр тапхӑр ҫурҫӗртен ылмашӑнса ҫил вӗрет; кӑвакрах шурӑ пӗлӗт тӳпинче ҫӑмарта сарри пек сар хӗвел ерипен шӑвать.

Меняясь, дул ветер то с юга, то с севера; плыло в синеватой белизне неба солнце.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗвел тухӑҫӗнчен типӗ ҫил вӗрет, арман пӳрчӗ тӑрринчен тухакан тӗтӗме вӑл кӗпӗрленсе тӑнӑ Таврида ҫыннисем ҫинелле йӑвантарать.

Сухой порывистый ветер дул с востока, относя дым от крыши завозчицкой к куче сгрудившихся тавричан.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хутор ҫийӗпе ерипен кунсемпе ҫӗрсем иртеҫҫӗ, эрнесем юхса юлаҫҫӗ, уйӑхсем шӑваҫҫӗ, ҫил вӗрет, ҫанталӑк пӑсӑласса сиссен, ту кӗрлет тата кӗркуннехи витӗр курӑнакан симӗс ялтӑркка кантӑкпа витӗннӗ Дон нимӗн хуйхи-суйхисӗр тинӗселле ыткӑнать.

А над хутором шли дни, сплетаясь с ночами, текли недели, ползли месяцы, дул ветер, на погоду гудела гора, и, застекленный осенней прозрачно-зеленой лазурью, равнодушно шел к морю Дон.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Витнӗ урапасем ҫийӗпе хумхантаракан шӑршӑллӑ ҫил вӗрет.

А над длинными шеренгами крытых повозок тек пахучий волнующий ветер.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗлӗтсем айӗнчен ҫил вӗрет.

Из-под туч тянул ветер.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йывӑҫ пашкаса сывлать, вӗрет вӑл, хӑлхисем курӑнса кайрӗҫ, куҫӗсем хӗп-хӗрлӗ, сӑмси шӑтӑкӗсем сарӑлчӗҫ, сӑмси пӗркеленчӗ, курӑнсах тӑрать ӗнтӗ, апчхулатма хатӗрленет.

что пень дерева пыхтит и дуется, показываются уши, наливаются красные глаза; ноздри раздулись, нос поморщился и вот так и собирается чихнуть.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пуҫ тӗлӗнче чарӑнса тӑнӑ тӳпери уйӑх ҫурҫӗр ҫитнине кӑтартать; таврара шӑп; пӗве ҫинчен сивӗ сывлӑш вӗрет; ун хӗрринче кивелсе кайнӑ салхуллӑ пӳрт ларать.

Месяц, остановившийся над его головою, показывал полночь; везде тишина; от пруда веял холод; над ним печально стоял ветхий дом.

VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тӳпе тӗксӗмленнӗ, вӑрман кӑвак тӗтӗмпе хупланнӑ пек курӑнать, сывлӑшри юр пӗрчисем хӑвӑрттӑн пӑлханса ҫаврӑнма тытӑннӑ, хиртен сивӗ сывлӑш вӗрет

Небо нахмурилось, лес накрылся синей тьмой, и снежинки в воздухе стали быстро кружиться, с поля дул холодный воздух…

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Паркра витӗрех ҫил вӗрет, вӗлтӗртетсе хӑрпӑк юр ҫӑвать; уҫӑ уй-хирте ҫил-тӑман халь те чарӑнманни туйӑнса тӑрать.

В парке тянуло сквознячком и порошило; чувствовалось, что в полях, на просторе, все еще трудится метель.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кубань леш енчен сивӗ ҫил вӗрет, юр пӗрчисем пит ҫумне сивӗ тумлам пек пыра-пыра ҫыпҫӑнаҫҫӗ, татӑк-кӗсӗкрех пӗлӗтсем станица ҫине питӗ аяла усӑнса анчӗҫ.

Из-за Кубани веяло морозной свежестью, холодными капельками липли к лицу снежинки; клочковатые тучи низко-низко повисли над станицей.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Йывӑр, ӑнланатӑн-и, йывӑр… ҫавӑнпа манӑн кунта вӗрет те! —

Тяжело, понимаешь, тяжело… и через то кипит у меня тут! —

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫеҫенхиртен ҫил вӗрет.

Со степи веяло ветерком.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Чунра сӑмахпа каласа памалла мар хаярлӑх вӗрет.

И в душе поднимается невыразимая ненависть к ней.

XXII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ҫеҫенхиртен уҫа сывлӑш вӗрет, ҫулҫӑсем шӗпӗлтетеҫҫӗ, — леш пӗчӗк кайӑксем ҫывӑрмаҫҫӗ пулмалла-ха…

Веет степной свежестью, слышится шорох листьев, — очевидно, те крохотные птички еще не спят…

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Настенька, — хушрӗ вӑл арӑмне, — плитка ҫинче каҫхи апат пӗҫерсе пар-ха эсӗ пире, чей вӗрет.

А ну, Настенька, — обратился он к жене, — включи плитку да сготовь нам ужин с чаем.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех