Шырав
Шырав ĕçĕ:
Витӗр касакан сивӗ ҫил вӗрет, хӑрӑм шӑрши кӗрет.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӗрмай вӗрет, нӑйкӑшать…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ирхине чупса пырать те, вӗрет, пусма ҫине тухма чӗнет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӗрет, ура айӗнче ҫапкаланса ҫӳрет…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тинӗс енчен вӑйлӑ ҫил вӗрет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тинӗс пырӗ енчен ӑшӑ ҫил вӗрет; ҫак ҫилте икӗ тинӗс сывлани сисӗнет: Азов тинӗсӗн хӗрринчи ҫеҫенхиртен килекен вӗри сывлӑш юхӑмӗнче сасартӑках Хура тинӗс сулхӑнӗ варкӑшма тытӑнать.Дул теплый ветер с пролива, и в этом ветре чувствовалось дыхание двух морей.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Темиҫе кун хушши тӳпере пӗр пӗлӗт татӑкӗ те курӑнмарӗ; хӗвел чӑтма ҫук хӗртет, иртен пуҫласах ӑшӑ ҫил вӗрет, вӑл бурунсенче тата ҫул ҫинче вӗри хӑйӑра тустарса, ӑна сывлӑш тӑрӑх, хӑмӑшсем, йывӑҫсем тата станицӑсем урлӑ вӗҫтерсе саланать.
XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫыран хӗрринче темӗн чухлӗ тискер кайӑк кӗшӗлтетсе ҫӳрет, вӗсенчен хӑшӗ урнӑ пек ӳлет, тепри йынӑшса ҫухӑрать, ахӑрса мӗкӗрет, сиксе вӗрет.Берег кишел зверями, которые бешено выли, рычали, ревели и лаяли.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Ак мӗншӗн ыйтрӑн иккен эс кам унта вӗрет тесе!..
III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тури сулхӑн ҫил канӑҫлӑ уй-хир ҫийӗн салхуллӑн вӗрет.
ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Чун хавалӗ чакнипе пӗрлех тата ытти инкек те тупӑнсах пычӗ: ту тӑрӑхӗнчен ҫӗрле сивӗ ҫил касса вӗрет, пӑлхавҫӑсене вӑл шӑмма ҫити шӑнтса витерет, вӗсем пур — ҫаплах вут тавраш хумасӑр нӳрлӗ окопсенче ҫӗр выртса ӗнтӗркеҫҫӗ.
XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Калчо шӑтӑк вӗҫне пит тӑрӑшса тасатать, хӑрах куҫӗпе пӑхса вӗрет те, ӗҫӗ ӑннӑшӑн хӗпӗртесе, пӑхса тӑракан хӑнисене куҫ хӗссе илет.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Мурджо мӗншӗн вӗрет?
XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫил кашласа вӗрет, сӑхман аркине сирсе, ӳте ҫити сивӗ витет.Выл яростный ветер, он раздувал полы одежды, забирался за ворот, в рукава, проникая до самого тела.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Стайкӑна култарма хӑтланса, вара йытӑ пек вӗрет.
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Йытӑ вӗсен енне пӑхса е вӗрет, е йынӑшса уласа ярать.
XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӗҫен кайӑк юрласа савӑнать; тӑп-тӑрӑ ҫӑл куҫӗ ачашшӑн та илемлӗн шӑнкӑртатать; ту енчен ирхи уҫӑ ҫил вӑшӑрхаса вӗрет, чипер кипариссемпе тирексен ҫулҫи шӑппӑн шӑпӑлтатать.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ту енчен вӑйлӑ ҫил кашласа вӗрет, катаран илтӗнекен аслати сассипе ҫулҫӑ шавласа тӑни пӗрле хутшӑнса чуна сивӗтет.С гор дул сильный свежий ветер, и шелест листвы сливался с его завыванием и глухими раскатами грома.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ун питӗнчен ӑшӑ ҫил вӗрет, ӑшӑ сумӑр ӳккелет…
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫурҫӗр енчен сулхӑн, сивӗ ҫил вӗрет.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.