Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрарӑм шӑпланчӗ, эпӗ ун еннелле куҫ ывӑтса илтӗм: вӑл ман ҫине тӗлӗнерех те кӑшт куларах пӑхать.Женщина замолчала, и я взглянул на нее: она смотрела на меня как-то странно и слегка улыбалась.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ тӗмсем хыҫӗнче, унран пилӗк-ултӑ фут аяккарах ҫеҫ, ларатӑп, самантлӑха та ун ҫинчен куҫ илместӗп.Я сидел за кустами футах в шести от костра и не сводил с него глаз.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Куҫ хӳрипе те пулин курас тесе, аллине сирчӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Юншӑн — юн» пьесӑрн харсӑр Анук сӑнарӗ те куҫ умӗнчех.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вяземский князь та лайӑх каланӑ: «Баш-Кадык-Лар Синоп ҫинчен куҫ сиктермест, тет Европа».Хорошо также сказал князь Вяземский: «Европа твердит: Баш-Кадык-Лар, глаз не сводя с Синопа».
XXXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Уйрӑммӑнах ҫав пысӑк зал тата Марино Фалиеро вырӑнӗ: decapitati pro criminibus тесе ҫырни халь те куҫ умӗнче тӑрать!Особенно эта большая зала и место Марино Фалиеро; так и стоит: «Decapitati pro criminibus».
XXXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кам ӑна курман, ҫав ӑна пӗлмест: Каналетти те, Гварди те (ҫӗнӗ живописецсем ҫинчен каламастпӑр та) — кӗмӗл янӑранӑ пек сасӑпа чӳхенсе тӑракан ачаш сывлӑша, ҫывӑхрах пулни те инҫетре пек, инҫетри те ҫывӑхра пек курӑннине, ҫак акӑш-макӑш илемлӗ йӗрсене тата куҫ умӗнчех ирӗлӗкен тӗссене сӑнласа кӑтартма пултараяс ҫук.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Лакей куҫ айӗн Шубин ҫине макӑл пӑхрӗ, Николай Артемьевич чашӑк тытса хӑйма тултарчӗ те пӗр теҫеткене яхӑн сухари пуҫтарса илчӗ.
XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Елена йӑнӑшмарӗ: Шубин ун ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхать, Инсаров вара тӑршшӗпех чӗмсӗр те кичемленсе ларчӗ.
XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Майӗпенех, вӗсем кӑна мар, пӳлӗм те пӗтӗмӗшпех тата йӗри-таврари япаласем пӗтӗмӗшпех: сӗтел ҫинчи сӑмавар та, Увар Ивановичӑн кӗске жилечӗ те, Зойӑн яп-яка чӗрни те, Константин Павлович аслӑ княҫӑн стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫуллӑ сӑрпа ӳкернӗ портречӗ те тӗлӗкре курӑннӑн туйӑнчӗ; пурте куҫ умӗнчен сирӗлчӗҫ, пурте тӗттӗмпе карӑнчӗҫ, пурте пӗтрӗҫ.
XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Хӗвел тухман-ха, анчах ҫанталӑк сулхӑнланнӑ, курӑк ҫине сывлӑм ӳкнӗ, ҫӳлте-ҫӳлте, ҫурма ӗнтӗрӗклӗ сывлӑшра, пирвайхи тӑрисем юрлама пуҫларӗҫ, юлашки пысӑк ҫӑлтӑр, хӑрах куҫ евӗр, ҫӗр ҫине пӑхать.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кӗсменҫӗсем, пӗрне-пӗри куҫ хӗссе, ним шарламасӑр кулчӗҫ.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Андрей Петрович, хӑвӑрӑн ӑслӑ пуҫӑра кайса шлепке тӑхӑнӑр та, ӑҫта куҫ курать — ҫавӑнта кайӑпӑр.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Эсӗ ҫак ҫулпа кайнӑшӑн савӑнатӑп эпӗ, — терӗ вӑл аран-аран, — сана хӑваласа ҫитмен пулсан, ҫӗрӗпех куҫ хупайман пулӑттӑм.
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Ах, ара ҫав, Вебера, — терӗ Анна Васильевна, унтан ҫемҫе пукан ҫине ларчӗ; унӑн куҫ хӑрпӑкӗсем ҫине куҫҫуль пӑчӑртатса тухрӗ.
IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Куҫ умӗнче Анна Васильевна ӑна нихҫан та ӳпкелемен, анчах вӑрттӑн хушӑра килтисене пурне те, хӗрне те, элеклесе панӑ.
III // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кирек мӗнли ҫинчен пулсан та, — пурпӗрех, вӑл куҫ умӗнче ҫеҫ пултӑр.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Хваттерӗнче тӗттӗм, йӗп чиксен те куҫ курмасть, манӑн автомат кӗпҫи темӗнле чӗрӗ, ӑшӑ япала ҫине пырса тӑрӑнчӗ.В квартире было темно, хоть глаз выколи, и я уткнулся дулом автомата во что-то живое, теплое.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Тӗттӗм, йӗп чиксен те куҫ курмасть.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Малтан пирӗн куҫ умне Соколов тухрӗ, унтан аяккалла вӗҫсе каякан «юнкерс» хӳри курӑнчӗ, виҫҫӗмӗш «юнкерсӗ», пирӗнтен пӗр аллӑ метртискер, кунталла чӑмма хатӗрленет иккен.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.