Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Каялла килтӗм те, акӑ юхӑм шыв хӗррипе ку енче те, леш енче те темӗн чухлӗ йывӑҫ.7. И когда я пришел назад, и вот, на берегах потока много было дерев по ту и другую сторону.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн ҫине темӗн чухлӗ халӑх, пӗтӗм Израиль килне, пӗтӗмпе, вырӑнаҫтарӑп та, хуласенче пурӑнма пуҫлӗҫ, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫуртсем лартса тултарӗҫ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Темӗн чухлӗ чуна пӗтерекен тӑпра хӳме купаласан, тапӑнмалли пашнесем туса лартсан, фараон хӑйӗн аслӑ вӑйӗпе, йышлӑ халӑхӗпе уншӑн ҫак вӑрҫӑра нимӗн те тӑваймӗ.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑнпа та калаҫ вӗсемпе, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Израиль йӑхӗн ҫынни кам та кам хӑйӗн чӗрине йӗрӗхӗсене кӗртсессӗн, илӗртсе ҫылӑха кӗртекене хӑйӗн умне лартсассӑн, кайран пророк патне пырсассӑн, Эпӗ, Турӑ, ҫав темӗн чухлӗ йӗрӗхе пуҫҫапакана хурав пама пултарӑп-и? тесе калать те.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эхер те хӑвӑн ӑшӑнта: «мана ку мӗне пула ҫитсе ҫапрӗ-ха?» теетӗн пулсассӑн, пӗл: темӗн чухлӗ йӗркесӗр ӗҫӳсемшӗн санӑн кӗпӳ аркине уҫнӑ, сана мӑшкӑлланӑ.
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн умра темӗн чухлӗ усал ӗҫ турӑмӑр, пирӗн ҫылӑхсем пире хирӗҫле кӳнтелеҫҫӗ: усал ӗҫӗмӗрсем хамӑрпа пӗрлех ҫав, эпир хамӑрӑн усал ӗҫсене пӗлсех тӑратпӑр.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Тинӗсре ҫӳрекенсем унти хӑрушлӑх ҫинчен кала-кала параҫҫӗ, эпир хамӑр мӗн илтнинчен тӗлӗнетпӗр: 27. унта темӗн тӗрлӗ, тӗлӗнмелле ӗҫсем пулаҫҫӗ иккен, унта тӗрлӗ чӗрчун, тинӗс ҫамӗсем пур иккен.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ ҫул ҫӳресе темӗн те курнӑ, эпӗ хам мӗн каланинчен ытларах пӗлетӗп.11. Многое я видел в моем странствовании, и я знаю больше, нежели сколько говорю.
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑв тӗлӗшрен кирек мӗн пулсассӑн та пурне те кӑмӑлтан йышӑн, темӗн тӗрлӗ хурлӑх ҫитсессӗн те вӑрах тӳсӗмлӗ пул: 5. ылтӑна вут-ҫулӑм витӗр кӑларса тӗрӗслеҫҫӗ, Турра юрӑхлӑ ҫынсем тем тӗрлӗ мӑшкӑл курса тасалаҫҫӗ.
Сир 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унпа пӗрле унӑн алли урлӑ ман патӑма мӗнпур ырӑлӑх, темӗн тӗрлӗ пуянлӑх ҫитрӗ; 12. эпӗ пуриншӗн те савӑнтӑм: ӗнтӗ вӗсене ӑслӑлӑх ертсе пынӑ, анчах эпӗ ҫакна вӑл ҫуратнине пӗлмен.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Этем темӗн чухлӗ тӑрӑшса тӗпчесессӗн те ҫавна пӗлсе ҫитеймест; эхер пӗр-пӗр ӑсчах «эпӗ пӗлетӗп» тесессӗн те, вӑл ҫавна пӗлсе ҫитереймест.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пысӑк ӗҫсем турӑм эпӗ: хам валли ҫуртсем туса лартрӑм, иҫӗм пахчисем чӗртрӗм, 5. йывӑҫ пахчисемпе катасем лартса тухрӑм, унта паха ҫимӗҫлӗ тӗрлӗрен йывӑҫ ӗрчетрӗм; 6. катари йывӑҫсене шӑварма кӳлӗсем тутартӑм; 7. арҫын тарҫӑсемпе хӗрарӑм тарҫӑсем туянтӑм, манӑн хамӑн килӗмре ҫуралнӑ тарҫӑсем те пурччӗ; манӑн шултӑра выльӑхпа вак выльӑхӗ те Иерусалимра хамран малтан пурӑннисенчен пуринчен те нумайрахчӗ; 8. патшасенчен, тӗрлӗ ҫӗршывран эпӗ ылтӑн-кӗмӗл, чаплӑ мул пуҫтартӑм; арҫын юрӑҫсемпе хӗрарӑм юрӑҫсем пурччӗ манӑн, ар киленӗҫӗ — темӗн чухлӗ ҫум-арӑм — пурччӗ манӑн.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Темӗн чухлӗ выльӑх пусса, анчах харкашса пурӑнакан кил-ҫуртран тип ҫӑкӑр татӑкӗпе тӑнӑҫлӑх аванрах.1. Лучше кусок сухого хлеба, и с ним мир, нежели дом, полный заколотого скота, с раздором.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Чухӑнран ҫывӑх ҫыннисем те ютшӑнаҫҫӗ, пуянӑн вара — темӗн чухлӗ тус.20. Бедный ненавидим бывает даже близким своим, а у богатого много друзей.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑш этем хӑйне пуян пек тытать — хӑйӗн нимӗн те ҫук; тепӗри хӑйне чухӑн пек тытать — хӑйӗн темӗн чухлӗ пуянлӑх.
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӗрарӑмпа аскӑнланаканӑн ӑсӗ ҫук; ҫапла тӑваканӗ хӑйӗн чунне пӗтерет: 33. патак ҫийӗ вӑл, мӑшкӑл курӗ, нихӑҫан сирӗлми намӑс айне пулӗ, 34. мӗншӗн тесессӗн кӗвӗҫӳ — упӑшка хаярлӑхӗ, тавӑру кунӗнче хӗрхенмест вӑл, 35. унпа калаҫса татӑлаймӑн — вӑл нимӗнле тӳлев те йышӑнмасть, темӗн чухлӗ ӳстерсе сӗнсессӗн те ҫырлахмасть.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Мӑнаҫлисем мана темӗн тӗрлӗ те мӑшкӑлларӗҫ, эпӗ ҫавах Санӑн саккунунтан пӑрӑнмарӑм.51. Гордые крайне ругались надо мною, но я не уклонился от закона Твоего.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пирӗн аттесем Египетра Санӑн кӗтретӳсене ӑнласа илмен, Санӑн темӗн чухлӗ ырӑлӑхна асра тытман, тинӗс хӗрринче, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче, пӑлхав хускатнӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрланакансене: «ан ӑссӑрланӑр» тетӗп, усал ҫынсене калатӑп: «мӑйракӑра ан ҫӗклӗр, 6. мӑйракӑра ҫӳлех ан ҫӗклӗр, чурӑс ан калаҫӑр» тетӗп: 7. ҫӗкленесси тухӑҫран та, анӑҫран та, пушхиртен те мар, 8. сут тӑваканни — Турӑ: Вӑл пӗрне ӳкерет, тепӗрне ҫӗклентерет: 9. курка — Ҫӳлхуҫа аллинче, куркара эрех вӗрет, унта темӗн те хутӑштарнӑ, Вӑл ҫав куркаран яра-яра парать.
Пс 74 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсӗ ман ҫине темӗн чухлӗ хӑрушӑ асап яратӑн, анчах мана каллех чӗртетӗн, мана каллех ҫӗр тӗпӗнчен кӑларатӑн.
Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.