Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнӗ (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа вӗренме кӗнӗ чухнехи нормативсене вӑл ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫланӑ.

Поэтому при поступлении все нормативы он легко выполнил.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Пӗлтӗр унта 17-ӗн вӗренме кӗнӗ.

В прошлом году 17 поступили учиться.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Команда йышне кӗнӗ Константин Секайкин, Кирилл Андрианов, Юрий Степанов тата Алексей Дадюков патӑрьелсене пӗр ҫеккунт кӑна выляса янӑ, Шупашкарти командӑна вара виҫҫӗмӗш вырӑна хӑварнӑ.

Члены команды Константин Секайкин, Кирил Андрианов, Юрий Степанов и Алексей Дадюков проиграли батыревцам только на одну секунду, а Чебоксарскую команду оставили на третьем месте.

Эстафетӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ // А.ТИМОФЕЕВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Кӑҫалхи апрель-май уйӑхӗнче Раҫҫей Правительстви йышӑннипе Чӑваш Республикин бюджетне хушма 2755,8 млн тенкӗ кӗнӗ - ҫул-йӗре аталантарма, туризм енӗпе «Этническая Чувашия» проекта пурнӑҫа кӗртме, вӗрентӳ, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство, ялхуҫалӑхӗ, физкультурӑпа спорт валли тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ку списока пирӗн районтан Р.В.Герасимова, Н.Г.Ежеев, В.В.Музяков, В.Ю.Соловьев, Ю.Е.Тибогайкин та кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Районти пӗр фермер гранта тивӗҫнӗ // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Республикӑра ӗҫ династийӗсене чысласси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.

В республике уже вошло в традицию чествовать рабочие династии.

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Кимӗ нумай пулмасть ӗҫе кӗнӗ.

Лодка недавно приступила к работе.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫапла пӗрре Ким Пучкарева ырӑ шухӑш кӗнӗ.

Однажды Киму Пучкареву пришла добрая мысль.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Тӗп темӑсене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, халӑхӑн хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусем пирки пӗлме май пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Малтанах йӑлана кӗнӗ йӗркепе ӗҫлӗ ушкӑн район администрацийӗн ларусен залӗнче пай пуҫлӑхӗсемпе, тӗп специалисчӗсемпе тӗл пулса Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ, амӑшӗн капиталӗн сертификачӗсене 3 ача амӑшне пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Чӑваш Енри электротехника, оборона, строительство промышленноҫӗн предприятийӗсемпе ҫыхӑну тытасси йӑлана кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

ВТБ Чӑваш Енпе ӗҫлессине анлӑлатма хатӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Пысӑк ӑнӑҫусенчен пӗри — халӗ Раҫҫейри тирпейлекен чи лайӑх предприятисен йышне кӗнӗ «Ядринмолоко» АУО.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Пиллӗкмӗш созывра асӑннӑ комитет 132 проект хатӗрлесе тӑратнӑ, ҫак саккунсем пурте вӑя кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӑл — ЧР Патшалӑх Канашӗн 3-5-мӗш созывӗсен депутачӗ, парламентӑн тӗрлӗ комитечӗн йышне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ун хыҫҫӑн кунашкал тӗлпулусем, ҫивӗч ыйтусене пӗрле пухӑнса сӳтсе явасси, вӗсене татса памалли ҫул-йӗре шырасси йӑлана кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

— Университетра ҫӗршывра чапа тухнӑ ҫынсемпе тӗлпулусем йӗркелесси йӑлана кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ӑслӑлӑхри ҫитӗнӳсем, вӗренме кӗнӗ чухнехи вӑтам балл, профессорсемпе преподавательсен шалӑвӗ, ют ҫӗршывран килнӗ студентсен йышӗ — ҫак тата ытти енӗпе палӑртнинчен каярах пулмалла мар плансене тултармалла.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Енри 9 шкул Раҫҫейри чи лайӑх 500-топ шкул шутне, 12 ял шкулӗ вара – Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкул шутне кӗнӗ.

По итогам года 9 школ Чувашии вошли в Топ-500 лучших школ России 2015 года, а 12 сельских школ - в число 200 лучших сельских школ России.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ахальтен мар ӗнтӗ 2015 ҫулта Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй рейтингӗнче Чӑваш Ен ачасем валли пурӑнма чи лайӑх майсем йӗркеленӗ 10 регион шутне кӗнӗ.

Не случайно в 2015 году в рейтинге Уполномоченного при Президенте России по правам ребенка Чувашия вошла в число десяти наиболее благоприятных для жизни детей регионов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Анчах пурнӑҫӗ ытла та кӗске пулнӑ фронтовичкӑн, 1961 ҫулхи июнӗн 17-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех