Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑллӑ (тĕпĕ: кӑмӑллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑн та, Викӑпа иксӗмӗршӗн кӑмӑллӑ самантсем ытларах пулчӗҫ.

Но для нас с Викой приятных впечатлений было больше.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

«Мистер, ҫаврӑнӑр-ха, йӑл кулӑр...» - ҫак сӑмахсене Дастин Хоффмана мар, Джек Блэка та мар, шӑпах мана каланине илтме мӗн тери кӑмӑллӑ!

«Мистер, повернитесь к нам, а улыбнитесь и нам тоже», — понимать, что это обращаются уже не к Дастину Хоффману или к Джеку Блэку, а к тебе очень приятно!

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Ӗлӗкхи пекех илемлӗ те уҫӑ кӑмӑллӑ пит-куҫӗ туртӑннӑ, кӑштах шуралнӑ та, халӗ вӑл йывӑр чир хыҫҫӑн сывалнӑ ҫын пек.

Лицо его, по-прежнему красивое и добродушное, осунулось, побледнело и походило на лицо выздоравливающего больного.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ыттисем ун сӑмахне чиперрӗн ӑнланса та юлаймарӗҫ унӑн ҫӗкленнӗ кӑмӑллӑ питне-куҫне курса, вӑл тата мӗн те пулин калать пуль-ха тесе, тулли куркисене тытсах тӑчӗҫ.

Остальные, не поняв толком его слов и глядя на его возбужденное лицо, держали в руках полные стаканы, полагая, что он еще не кончил говорить.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Аслӑ учитель вырӑс семинаринче вӗренсе тухнӑ, вӑл пур семинаристсем пекех уҫӑ кӑмӑллӑ, ытлах тирпейлӗ темӗпӗр ӑна, савӑнмалла пулсан — каҫса каять, хӑй патне шкула пулӑшакансем пымассерен вара е Хомяков сӑввисене, е Державинӑн «Турӑ» одине пӑхмасӑр кала-кала парать.

Первый получил образование в русской семинарии и, как многие семинаристы, был добродушен, непрактичен и склонен к настороженности; всякий раз, как школу посещали попечители, он декламировал им стихи Хомякова и оду Державина «Бог».

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун пек ҫын вӑл кӗрешӳре ҫирӗпленет, хӑйне йӗрлесрен сехрине хӑптармасть, хӑрас-тӑвас пулсан та, хӑйне хавхалантарма пултарать; ҫаксем вӗсем пӗтӗмпе кӗрешӳ-ҫке, кӗрешӳ ун пеккине вӑй-хал парать, ыр кӑмӑллӑ тӑвать.

Сопротивление их укрепляет, гонения не страшат, опасности воодушевляют, ибо все это — борьба, а борьба вдохновляет и облагораживает.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Экзамен чиперех иртрӗ, халӑх пит кӑмӑллӑ ларчӗ.

Экзамены спокойно продолжались и вскоре закончились.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑн пек йывӑр чухне хӑйне пулӑшу кӳрекен ҫак ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна вӑл тав туса пӑхрӗ, вӑл тӗлӗнчӗ те, савӑннипе куҫҫулӗ тухасса та ҫитрӗ.

Удивленная, до слез растроганная и растерянная, она с благодарностью смотрела на великодушного человека, который помог ей в такую тяжелую минуту.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Рада ӑна курсан шурса кайрӗ, ҫак кӑмӑллӑ мар унӑн чунне тӑвӑрлантарнӑ тата хӑратнӑ та, Рада хальхинче ун еннелле пӑхсах пӑхасшӑн пулмарӗ.

Девушка слегка побледнела, но решила не обращать внимания на этого неприятного человека, который ее всегда смущал и пугал.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Климент аслӑ учителӗн ыр кӑмӑллӑ та лӑпкӑ сӑнарӗ хӗрачасене хӑйсен пӗлӗвӗ енӗпе шанчӑклӑрах пулма ҫӗклентерчӗ.

Добродушное и спокойное лицо главного учителя Климента и его теплые слова внушили девочкам уверенность в своих силах.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Госпожина Рада (Равоама хаджи пикен келейници пулнӑран ҫапла чӗнеҫҫӗ ӑна) ҫӳллӗ те чипер, илемлӗ пике, тап-таса куҫлӑ, хитре сӑн-сӑпатлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, пуҫне ҫыхнӑ хура тутӑрӗ унӑн шур питне тата ытларах палӑртса тӑрать.

Рада Госпожина (так ее называли потому, что она была келейницей госпожи Хаджи Ровоамы) была высокая, стройная и красивая девушка, с простодушными, чистыми глазами и; миловидным ясным лицом, белизну которого оттеняла черная косынка.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗнер хулара темле пӗр ҫамрӑк та кӑмӑллӑ ҫын мана Марко бай патне кайма ҫул кӑтартрӗ те хӑй курткине хывса пачӗ, — пиншакӑм ҫӗтӗк-ҫатӑкчӗ манӑн.

Вчера в городе какой-то любезный молодой человек показал мне, как пройти к Марко, и подарил мне свою куртку, — ведь я был в лохмотьях.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ыр кӑмӑллӑ кӳршӗ ҫынни, вӑл Марко байпа сӳпӗлтетсе лармашкӑн каҫнӑ.

Как добрый сосед, он решил зайти поболтать с Марко, чтобы успокоить его.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Соколов тухтӑр ҫирӗм сакӑр ҫулалла ҫитнӗ ҫамрӑк ҫын, кӑвак куҫлӑ, сарӑрах ҫӳҫлӗ, каҫӑрӑларах тӑраканскер, уҫӑ кӑмӑллӑ пит-куҫлӑ, кӑшт путишлерех ҫын, хавалӗ вӗресе тӑрать темелле, ҫӑмӑлттайлӑхӗ те пур.

Это был молодой человек лет двадцати восьми, статный, с голубыми глазами, светло-русыми волосами и открытым добродушным лицом; нрав он имел довольно буйный и грешил легкомыслием.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ытти ҫынсем тунӑ пек, ҫаплах тата унпа ҫепӗҫ, кӑмӑллӑ пуласшӑнах, Бьюмонтӑн ӑна ыталаса илмеллеччӗ, тутинчен чуптумаллаччӗ ӗнтӗ, анчах вӑл апла тумарӗ, хӗрӗн хӑй пуҫӗ ҫинчен шуса аннӑ аллине ҫеҫ чӑмӑртарӗ.

По всем бывшим примерам, и даже по требованию самой вежливости, Бьюмонту следовало бы обнять ее и поцеловать уже в губы; но он не сделал этого, а только пожал ее руку, спускавшуюся с его головы.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах йӗркеллӗ хӗрарӑм хӑй суйласа илнӗ ҫын, ытти енчен хуть те мӗнле пулсан та, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫеҫ пулнипе лӑпланма пултарать-и вара?

Но разве всякая порядочная женщина может остаться довольна, какого бы характера ни был выбранный ею человек, лишь бы только был честный?

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫапах та вӑл хӑй кӑмӑллӑ пулассипе пулмасси ҫинчен пӗлме пултарать-ха: вӑл тӗрлӗ характерлӑ хӗрарӑмсене ҫывӑх пӗлет, хӑйшӗн мӗнле характерлӑ ҫын лайӑх пулнине сӑнаса пӗлнӗ вӑл.

Он вообще может судить, будет ли он доволен: он близко знает женщин разного характера, он испытал, какой характер лучше для него.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Уҫӑ кӑмӑллӑ марри тӗрлӗрен вӑл, — терӗ Бьюмонт, — анчах кичемлӗхпе супнӑшӑн, ман шутпа, каҫарма ҫук.

— Быть невеселым, это как кому угодно, — сказал Бьюмонт, — но скучать, по моему мнению, неизвинительно.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ҫук, атте, эп шухӑшлӑ ҫӳренине эсир ахалех ытлашши пысӑклатса калатӑр: эпӗ хам уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын маррине пӗлетӗр вӗт эсир, мана кичем.

— Нет, папа, вы напрасно объясняете мою задумчивость таким высоким мотивом: вы знаете, у меня просто невеселый характер, и я скучаю.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах чи пысӑк шухӑшӗ унӑн завода сутасси те мӗнпур укҫине (вӑл вӑхӑтра нумайӑшӗ тунӑ пек) пилӗк процентлӑ билетсем тӑвасси тата хӑй пысӑк ҫын чухнехи пурнӑҫа асӑнса (вӑл пурнӑҫа ҫухатни ӑна хуҫса пӑрахман, вӑл ун хыҫҫӑн та уҫӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ) хӑй ӗмӗрне лӑпкӑрах пурӑнса ирттересси пулнӑ.

Но главное — продать завод, обратить все деньги в пятипроцентные билеты, которые тогда пошли было в моду, — и доживать век поспокойнее, вспоминая о прошлом величии, потерю которого вынес он бодро, сохранив и веселость и твердость.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех