Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачах сăмах пирĕн базăра пур.
пачах (тĕпĕ: пачах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вырӑнти чиновниксене пачах ҫырлахтармасть.

Это совсем не устраивает местных чиновников.

Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ҫарансем, курӑк анисем ҫине пачах тухман хуҫалӑхсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Иккӗмӗшӗ – акционерсем валли, унта тупӑш пачах ҫырӑнмасть.

Вторая – для акционеров, там доходы вообще не указываются.

Виҫӗ хутлӑ бухгалтери // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Эпир хаҫатра ӗҫ укҫи парӑмӗ пирки пачах ҫырма пӑрахнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа чул кастарать // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ӳт чирӗсем аталансан, пигмент пӑнчисем, пысӑк турпаллисем е турпалли нумай пулсан пачах та хӗртӗнменни лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Эрехе виҫине пӗлсе ӗҫмелле е пачах та ӗҫмелле мар, мӗншӗн тесен ӳсӗр ҫын хӑй вӑйлӑ пиҫсе кайнине те асӑрхами-туйми пулать.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пачах тепӗр майлӑ: туслашса кайрӑмӑр, савӑнӑҫа, пӑшӑрханӑва пӗрле пайланӑ, тупӑшу саманчӗсенче пулӑшса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Уй-хир, унти пулӑмсемпе япаласем пачах та кӑсӑклантармаҫҫӗ, нимӗнле туйӑмсем те вӑратмаҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Яш-кӗрӗмсем карталанса юрлатчӗҫ, Паян, вара, пачах та урӑхла.

Молодежь хороводы водила, сегодня, к сожалению, совсем по-другому.

Турат пулса хуҫӑлатӑп // Николай КАРЛИН. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Эпӗ вӑл пуррине пачах сисместӗп-ҫке.

Я ведь абсолютно не чувствую её присутствия.

Ҫырусем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Анчах та ӑс паракан вӗрентекенӗн тӳпи пачах та улшӑнмасть.

Только неизменным остаётся удел несущего знания учителя.

Тӑван чӗлхе — тӗнче уҫҫи // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫамрӑк хӗр Хусанти Юдино поселокӗнчи стройкӑна ӗҫлеме кайсан та юратӑвӗ сӳнмест вӗсен, пачах урӑхла, ҫирӗпленет кӑна.

Когда молодая девушка пошла работать на стройку в поселок Юдино Казани, все равно любовь не угасла, совсем наоборот, укрепилась только.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ан манӑр, эрех-сӑра ӗҫсессӗн шыва кӗме пачах та юрамасть!

Не забывайте, после употребления спиртного категорически нельзя лезть в воду!

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ӗлӗкренпех утӑ вӑхӑчӗ ҫитсен ялти пур ҫын та хаваспах улӑха васканӑ, ҫак пӗрлехи ӗҫрен юлас текенсем пачах пулман.

Куҫарса пулӑш

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ҫитес ҫулсенче ӗҫ вырӑнне улӑштарасси пирки тӗлӗк те тӗлленмест ҫамрӑкскер, пачах урӑхла, вӑл хӑйӗн тӗслӗхӗпе выльӑх ӗрчетес ӗҫе ҫамрӑксене явӑҫтарасшӑн, унӑн шухӑшӗпе, каччӑсемпе хӗрсене кунта мӗнле те пулин илӗртсе килмеллех.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

— Максима чунтан юратса хамӑрӑн ҫемьене илтӗм пулин те малтанхи вӑхӑтра пирӗн хушӑра ӑнланулӑх пачах ҫукчӗ — тӗпсӗр шырлан тейӗн, — калаҫӑва тӑсрӗ хӗрарӑм.

- Хоть я и взяла Максима в нашу семью с большой любовью, на первых порах между нами не было никакого взаимопонимания — Будто разговариваешь со стеной, — продолжила разговор женщина.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Александрпа Елена хӑйсен икӗ ачине — Аньӑпа Женьӑна — ура ҫине тӑратнӑ чухне кун-ҫул сукмакӗн самаях вӑрӑм пайӗ хыҫа юлсан хӑйсене ашшӗпе амӑшӗ пулма тепӗр хут тивессе пачах кӗтмен.

Александр и Елена, вырастив и воспитав двух своих детей - Анну и Евгения – и не думали, что на жизненном пути, уже став людьми почтенного возраста, смогут еще раз стать родителями.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Турра витӗннӗ кӗлӗсенче вара пачах урӑхла.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Глаукомӑпа аптрасан вӗсем пачах юрамаҫҫӗ.

При глаукоме они совсем противопоказаны.

Виҫене пӑхӑнмалла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Ялан усӑ курсан ҫӳҫ пӗрчисем ҫӳхелеҫҫӗ, тӗссӗрленеҫҫӗ, унтан пачах ӳсме пӑрахаҫҫӗ.

При регулярном использовании волосы становятся тонкими, обесцвечиваются, за тем перестают совсем расти.

Виҫене пӑхӑнмалла // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех