Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртме (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗпелелле иртме те вӑтаннӑскерсем, тӑратпӑр ҫапла алӑк патӗнче.

Стеснявшиеся даже пройти в глубь стоим так у порога.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Хӗрарӑм сывлӑх сунчӗ те малалла иртме сӗнмесӗрех сӗтел ҫине виҫӗ литрлӑ банкӑпа сӗт тата турилккепе икерчӗ пырса лартрӗ.

Женщина поздоровалась и, не дожидаясь приглашения, прошла вперед, поставила на стол трехлитровую банку с молоком и целую тарелку блинов.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

«Пурнӑҫӗпе кӑмӑллӑччӗ вӑл. Шӑпах Раҫҫейрен дуэле пула тухса кайма тивнипе чаплӑ карьера тума май килнине палӑртать. Унсӑрӑн ӗмӗрӗ вырӑс пӗр-пӗр провинцийӗнче чухӑн офицер, пысӑк ҫемье пуҫӗ пулса иртме пултарнине пытармасть».

«Жизнью он был доволен. Отмечает, что как раз выезд из России из-за дуэли помогло сделать карьеру. Не скрывает, что если бы не это обстоятельство, то жизнь бедного офицера прошла бы в какой-либо русской провинции во главе большого семейства».

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

17 ҫулти ҫамрӑк «Фольксваген Поло» автомобильпе умри машинӑран иртме тӑнӑ май ҫулӑн транспорт хирӗҫ килекен енне тухнӑ та — ВАЗ автомобильпе ҫапӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Татьянӑна асӑрхамасӑр иртме май ҫук: ҫамрӑк, хитре, сӑн-пичӗ, кӗлетке-ҫурӑмӗ, чӗлхи...

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫавӑн пекех 1914 ҫулта Шур-Пусай ялӗнче ҫуралнӑ Василий Ефимович Ефимова та асӑнмасӑр иртме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Ентешӗмӗрӗн дивизийӗ ҫапӑҫусемпе Курск облаҫӗнчен Беларусси витӗр Берлин еннелле ҫул тытнине те палӑртмасӑр иртме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

61. Пӗлӗтсем те, хӑйсене Турӑ тӗнче ҫийӗн иртме хушсассӑн, хушнине тӑваҫҫӗ.

61. И облака, когда повелит им Бог пройти над всею вселенною, исполняют повеление.

Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Унтан Израиль Сигон патне — аморрейсен патшипе Есевон патши патне — элчӗсем янӑ, Израиль ӑна ҫапла каланӑ: пире хамӑр вырӑна хӑвӑн ҫӗрӳпе иртме ирӗк парсамччӗ, тенӗ.

19. И послал Израиль послов к Сигону, царю Аморрейскому, царю Есевонскому, и сказал ему Израиль: позволь нам пройти землею твоею в свое место.

Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Аммон патши патне Иеффай каллех элчӗсем янӑ, 15. ӑна ҫапла калама хушнӑ: Иеффай акӑ мӗнле калать: Израиль Моав ҫӗрне те, Аммон ҫӗрне те илмен; 16. Египетран тухсан, Израиль пушхир урлӑ Хӗрлӗ тинӗс еннелле кайнӑ, Кадеса ҫитнӗ; 17. Израиль ҫавӑнтан Эдом патши патне элчӗсем янӑ, каланӑ ӑна: «Мана хӑвӑн ҫӗрӳпе иртме ирӗк парсамччӗ» тенӗ; анчах Эдом патши ӳкӗте кӗмен; Моав патши патне те элчӗсем янӑ вӑл, анчах ку та хирӗҫ пулнӑ; ҫавӑнпа Израиль Кадесрах юлнӑ.

Иеффай в другой раз послал послов к царю Аммонитскому, 15. сказать ему: так говорит Иеффай: Израиль не взял земли Моавитской и земли Аммонитской; 16. ибо когда шли из Египта, Израиль пошел в пустыню к Чермному морю и пришел в Кадес; 17. оттуда послал Израиль послов к царю Едомскому сказать: «позволь мне пройти землею твоею»; но царь Едомский не послушал; и к царю Моавитскому он посылал, но и тот не согласился; посему Израиль оставался в Кадесе.

Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Эпӗ вара Кедемоф пушхирӗнчен Сигон патне, Есевон патши патне, ҫапла тату сӑмах калама элчӗсем ятӑм: 27. мана хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ иртме ирӗк парсамччӗ; эпӗ ҫулпа кайӑп, сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнса кӗмӗп; 28. апат-ҫимӗҫне мана кӗмӗлле сут, эпӗ ҫийӗп, ӗҫмелли шывне те мана кӗмӗлле пар, эпӗ ӗҫӗп, эпӗ урапа анчах утса иртӗп — 29. Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсем те, Ар хулинче пурӑнакан моавсем те мана ҫавӑн пек тума ирӗк пачӗҫ, манӑн Иордан урлӑ каҫса хамӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр паракан ҫӗр ҫине ҫитмелле тесе калама хушрӑм.

26. И послал я послов из пустыни Кедемоф к Сигону, царю Есевонскому, с словами мирными, чтобы сказать: 27. позволь пройти мне землею твоею; я пойду дорогою, не сойду ни направо, ни налево; 28. пищу продавай мне за серебро, и я буду есть, и воду для питья давай мне за серебро, и я буду пить, только ногами моими пройду - 29. так, как сделали мне сыны Исава, живущие на Сеире, и Моавитяне, живущие в Аре, доколе не перейду чрез Иордан в землю, которую Господь, Бог наш, дает нам.

Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑрӑк авӑрсен тымарӗ вырӑнне калчасем лартма гидробур, тӗп авӑра ӳсме чӑрмантаракан ытти ҫумавӑра иртме хатӗр, йӑранри тӑпрара нӳрӗк тытма сарлака агрегат меллештертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Валерий Петрович йывӑрлӑхран хӑраман ертӳҫӗ пулнине те палӑртмасӑр иртме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Ҫав вӑхӑталлах, сӑмахран, юсавҫӑсене «Ярмӑркка» пасар патӗнче те курнӑччӗ — унта та паян самай тарӑн та пысӑк шӑтӑксенчен пӑрӑнас тесе питӗ асӑрханса иртме тивет.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Уруков урамӗн пӗр сыпӑкӗпе куллен машинӑпа иртме тивет — ӗҫе каятӑп, киле таврӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Мӗнпур НФЦра, ҫавӑн пекех халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсенче республикӑра пурӑнакансем Патшалӑх тата маниципалитет пулӑшӑвӗн /ӗҫӗсен/ пӗрлехи порталӗнче регистраци иртме пултараҫҫӗ.

Во всех МФЦ, а также в центрах занятости населения жители республики могут зарегистрироваться на Едином портале государственных и муниципальных услуг (функций).

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Манӑн 2010 ҫулхи «Ҫамрӑксене шанмалла!» Ҫырура пирӗн тӗп ресурс вӑл - ҫын, унӑн аталанас туртӑмлӑ тата техника тӗлӗшӗнчен мала иртме ӑнтӑлакан ӑс-тӑнӗ, пӗлӗвӗ пулнине палӑртнӑччӗ.

В 2010 году в моем Послании «В молодежь надо верить!» было отмечено, что наш главный ресурс – это человек, его интеллект, его знания, направленные на развитие и технологический прорыв.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех