Шырав
Шырав ĕçĕ:
Санӑн ятна тӑшманусене пӗлтермешкӗн Санӑн сӑну умӗнче сӑрт-тусем шӑратакан вут-ҫулӑмпа, вӗретекен шывпа ирӗлнӗ пек ирӗлсе кайӗччӗҫ, Санӑн сӑнна курса халӑхсем ҫӳҫенӗччӗҫ.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӳлӗмрен мӗн пулассине калӑр та, эсир турӑсем иккенне пӗлсе тӑрӑпӑр эпир, е мӗн те пулин — ыррине-и, усаллине-и — туса кӑтартӑр, эпир тӗлӗнер, сирӗнпе пӗрле курса тӑрар.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Куҫа шыв пек курӑнни — кӳлӗ, типсе хӑрӑннӑ ҫӗр ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ; шакал канӑҫлӑх курса пурӑнакан ҫӗрсенче чаканпа хӑмӑш ӳсе пуҫлӗ.
Ис 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: «васкатӑр Вӑл, Хӑйӗн ӗҫне хӑвӑртрах тутӑр — эпир курса тӑрӑпӑр, Израиль Святойӗ палӑртса хуни ҫывӑхартӑр, пурӑнӑҫлантӑр — эпир пӗлсе тӑрӑпӑр!» тееҫҫӗ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара ҫӗр ҫинчен Ҫӳлти Турра кӗлтурӑм, вилӗмрен ҫӑлтӑрччӗ тесе тархасларӑм: 14. мӑнаҫлӑ ҫынсем тапӑннӑ чухне пулӑшу ҫуккине курса, хӗн-асаплӑ кунсенче мана ан пӑрахсамччӗ тесе Ҫӳлхуҫана, Ҫӳлхуҫамӑн Ашшӗне тархасларӑм.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Хӑйӗн хӑватлӑ сывлӑшӗпе вӑл тахӑҫан пулассине курса тӑнӑ, Сионра хуйхӑрса пурӑнакансене лӑплантарнӑ; 28. пулассине, никам пӗлменнине мӗн пуличченех пӗлтерсе тӑнӑ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсем пурте — мӑшӑрӑн, пӗрне хирӗҫ — тепӗри, Вӑл тунӑ ӗҫсенӗн пӗр ҫитменлӗх те ҫук: 26. пӗри тепӗрин ыррине хунтӑлать, Турӑ мухтавлӑхне кам курса тӑранайӗ?
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл ӗмӗр витӗр курса тӑрать, Уншӑн нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук.26. Он прозирает из века в век, и ничего нет дивного пред Ним.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Турӑ этеме пӗлӳ панӑ, Хӑйӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсене курса Хӑйне мухтатӑр тенӗ.6. Для того Он и дал людям знание, чтобы прославляли Его в чудных делах Его:
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа имлӗх-сиплӗхе ҫӗртен тупмалла тунӑ, ӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын ҫавӑнпа усӑ курса пурӑнать.4. Господь создал из земли врачевства, и благоразумный человек не будет пренебрегать ими.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пурӑнӑҫ тути-масине ӑнкарман ҫын сахал пӗлет; тӗнче курса ҫӳренӗ ҫын тавҫӑруллӑ пулать.10. Кто не имел опытов, тот мало знает; а кто странствовал, тот умножил знание.
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Этем куҫӗ курасран ҫеҫ хӑрать вӑл, 27. Ҫӳлхуҫа куҫӗ хӗвел ҫутинчен вунӑ пин хут вӑйлӑрах ҫутатса тӑнине, 28. этем ҫул-йӗрне пурне те курса тӑнине, улах ҫӗртине те витӗр курса тӑнине пӗлмест вӑл.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вирлӗ чӗлхеллӗ ҫынна таҫтанах палласа илетӗн; анчах та ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын вӑл ӑҫта такӑннине курса тӑрать.8. Издалека узнается сильный языком; но разумный видит, где тот спотыкается.
Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑхӗ аслӑ, Вӑл — хӑватлӑ, Вӑл пурне те курса тӑрать.18. Велика премудрость Господа, крепок Он могуществом и видит все.
Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӑслӑлӑх ҫурчӗ таврашӗнче пурӑнаканӗ телейлӗ: вӑл унӑн ҫурчӗ ҫумне пӑта ҫапать, юнашарах хӑйӗн чатӑрне карса лартать те ҫавӑнта ырӑ курса пурӑнать.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑв тӗлӗшрен кирек мӗн пулсассӑн та пурне те кӑмӑлтан йышӑн, темӗн тӗрлӗ хурлӑх ҫитсессӗн те вӑрах тӳсӗмлӗ пул: 5. ылтӑна вут-ҫулӑм витӗр кӑларса тӗрӗслеҫҫӗ, Турра юрӑхлӑ ҫынсем тем тӗрлӗ мӑшкӑл курса тасалаҫҫӗ.
Сир 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Санӑн аллу витсе тӑнипе вӗсем, тӗлӗнмелле кӗтретсем курса, пӗтӗм йышпа каҫса кайнӑ.8. Покрываемые Твоею рукою, они прошли по ней всем народом, видя дивные чудеса.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Усал ҫынсем ҫинчен вара шелсӗр ҫилӗ вӗҫне ҫитиччен те сирӗлмен, мӗншӗн тесессӗн Вӑл вӗсен пулас ӗҫӗсене малтанах курса тӑнӑ: 2. вӗсем, тӳрӗ ҫынсене тухса кайма ирӗк парса, вӗсене васкавлӑн кӑларса ярсассӑн ӳкӗнессе, хыҫран хӑваласа каясса малтанах курса тӑнӑ: 3. ӗнтӗ хурлӑхӗ те умӗнчех пулнӑ, тупӑксем умӗнче татӑлса макӑрнӑ, хӑйсем вара тепӗр ӑссӑр шухӑш тытнӑ, тархасласа ҫула ӑсатнисене таркӑнсене йӗрленӗ пек йӗрленӗ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫакӑн пек хаса вырӑнне Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ырӑлӑх панӑ: вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтерсе Эсӗ вӗсем валли тӑранмалӑх тӗлӗнмелле апат — путене — хатӗрленӗ, 3. лешӗсем вара, пур ҫӗрте те кӗшӗлтетекен ирсӗр чӗрчунсене курса, вӗсенчен йӗрӗннипе выҫӑпа аптӑраса ҫитсен те ҫиес апатне ҫиеймен, кусем вара, пӗр хушӑ ҫитменлӗх тӳснӗскерсем, тӗлӗнмелле апат астивнӗ.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӗнтӗ сӗм авал та, мӑнаҫлӑ улӑпсене пӗтернӗ чухне, тӗнче шанӑҫӗ, Санӑн аллу ертсе пынипе, караппа усӑ курса, тӗнчене йӑх вӑрлӑхӗ хӑварнӑ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.