Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халӑхпа (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑхпа ирттерекен тӗлпулусенче ҫынсем час-часах хускатакан ыйтусенчен ытларахӑшӗ - медицина аталанӑвӗпе, ҫул-йӗр тӑвассипе, тивӗҫлӗ шалу тӳлекен ӗҫ вырӑнӗсем уҫассипе ҫыхӑннисем.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

«Халӑхпа хутшӑнмалли чи лайӑх мел ку», — шухӑшлать прокурор.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ҫурхи акана хатӗрленмелли ӗҫсем пирки халӑхпа канашласа пӑхасшӑн, — калаҫрӗ ӗҫленӗ май Евтук.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӗсем эпир проектсене обществӑпа, халӑхпа сӳтсе явнине ҫирӗплетеҫҫӗ, пӗр шухӑш патне пырса тухма пулӑшаҫҫӗ.

Они подтверждают, что мы обсуждаем проекты с обществом, народом, дают возможность прийти к единому мнению.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Малтанхи 3 кунра ҫыруҫӑсенчен чылайӑшӗ хӑйсен нормисене тултарайманнине вӗсем халӑхпа конструктивлӑ хутшӑнусем йӗркелемешкӗн хӑнӑхнипе ӑнлантармалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Халӑхпа пӗрлех ӗҫленӗ.

Вместе с народом работали.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

– Пирӗн халӑхпа ӗҫлемелли тахҫанах йӑлана кӗнӗ тата нумай пулмасть ҫеҫ усӑ курма тытӑннӑ тӗслӗхлӗ меслетсем пур.

Куҫарса пулӑш

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ахӑртнех, ҫавӑн йышши чӗлхесене ытларах халӑхпа тунӑ чӳксем тата кил-йыш хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ кӗлӗсем витӗм панӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Халӑхпа ирттернӗ чӳксен ҫаврисем ҫинчен те ҫавнах каламалла.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Пӗрремӗш ушкӑна халӑхпа, ял йышӗпе ирттернӗ чӳксенче (уй чӳкӗнче, ҫумӑр чӳкӗнче т.ыт.те) каланӑ сӑмахсене кӗртнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

– Пӗлтӗр халӑхпа укҫа пуҫтартӑмӑр, пура илсе хӑпартасшӑнччӗ.

- В прошлом году вместе с народом собрали деньги, хотели купить и поставить сруб.

Халӑха чиркӳ кирлӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Такӑнмасӑр малалла талпӑнма сунать вӑл ӑна, халӑхпа яланах пӗр чӗлхе тупасса шанать.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Мӗн ачаран ӗҫпе ҫитӗннӗ Дима амӑшне ир-ирех тӑрса пулӑшма тӑрӑшнӑ, халӑхпа пӗрле патшалӑха сӗт пама тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Халӑхпа тӗл пулнӑ, ыйтусене хуравланӑ.

Встречался с народом, отвечал на вопросы.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫак ушкӑн тунӑ пӗтӗмлетӳсене халӑхпа сӳтсе яваҫҫӗ те ӳлӗмрен тумалли ӗҫсен тата паян татса памалли ыйтусен планне хатӗрлеҫҫӗ.

Итоги, к которым приходит эта группа, обсуждаются всенародно и готовятся планы для решения вопросов долгосрочного и краткосрочного характера.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

- Халӑхпа пӗрле ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатас тӗллевпе ӗҫленӗ, наградӑсемшӗн мар.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

«Единая Россия» хӑйӗн кӑлтӑкӗсене, йӑнӑшӗсене лайӑх пӗлнине те палӑртнӑ вӑл, вӗсене вара халӑхпа пӗрле кӑна пӗтерме пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ ушкӑнсем Мӑнҫырма, Кивӗ Вӑрмар, Тикаш ял тӑрӑхӗсенчи халӑхпа куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Халӑхпа тӗл пулса калаҫмалли темӑсем ҫаксем пулчӗҫ: ЧР 2016 ҫулхи бюджет политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем, экономика аталанӑвне тата халӑх пурнӑҫӗн шайне лайӑхлатассипе йышӑнакан мерисем ҫинчен; ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри ачасемпе ҫамрӑксен ӗҫпе канӑвне йӗркелесси; 2016 ҫулхи ҫурхи-ҫуллахи тапхӑрсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтересси.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Николай Владимирович халӑхпа чӑнласах та ҫывӑх, унӑн йывӑрлӑхӗсене лайӑх пӗлет, пулӑшма ӑнтӑлать.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех