Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫламӑшӗнче (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Август пуҫламӑшӗнче сисӗнмеллех начарланса кайрӗ Егорыч сывлӑхӗ.

В начале августа серьезно ухудшилось состояние Егоры-ча.

11 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Унта чи малтан Дарья Мелеховӑна ҫырса хунӑ, ыттисем восстани пуҫламӑшӗнче вӗлернӗ казаксен арӑмӗсем — Сердобск полкӗ парӑннӑ хыҫҫӑн Татарскине хӑваласа килнӗ тыткӑнри коммунистсене хӗнесе-асаплантарса вӗлернӗ ҫӗре хутшӑннӑскерсем — пулчӗҫ.

Первой в нем значилась Дарья Мелехова, остальные были вдовы казаков, убитых в начале восстания, участвовавшие, как и Дарья, в расправе над пленными коммунистами, пригнанными в Татарский после сдачи Сердобского полка.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫуркунне вӑл «Иккӗшӗнчен пӗри» DVD-альбом, хӗл пуҫламӑшӗнче «Ан васка» аудиоальбом кӑларчӗ, декабрӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӗнӗ альбомӑн концерт-хӑтлавне ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн асаттесен вӑй-хӑвачӗ — «Хусан чӑвашӗсенче» // Олег АЛЕКСАНДРОВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Ҫак япала мӗн иккенне эпӗ халлӗхе хирӗҫӳсем нумай кӑткӑс пурнӑҫра лайӑх пӗлейместӗп пулмалла, ӑна пӗлменни, ӑнланманни пире хӑй вӑхӑтӗнче хамӑрӑн ҫитменлӗхсемпе йӑнӑшсене курса ӑнланма, вӗсене пуҫламӑшӗнче пӗтерме чӑрмантарнӑ.

Чего я пока еще не в состоянии уловить в сложной, не лишенной жгучих противоречий жизни, незнание и непонимание чего помешало нам в свое время увидеть и понять наши упущения и ошибки и ликвидировать их в самом зародыше?

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӗрлӗармеецсен сапаланчӑк чаҫӗсенчен пухса пӗрлештернӗ темиҫе полк вырнаҫнӑ Чертково станцине май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ВЦИК шкулӗн отрячӗ пуйӑспа пырса ҫитет.

В первых числах мая на станции Чертково, где стояло несколько сводных красноармейских полков, выгружался отряд школы ВЦИКа.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Полкӗ ку вунсаккӑрмӗш ҫул пуҫламӑшӗнче, нимӗҫ фронтӗнчен поход йӗркипе таврӑннӑ чух, Хӗрлӗ Ҫарӑн пӗр отрячӗпе пӗрлешнӗ те граждан вӑрҫи фрончӗсенче ҫулталӑк ҫурӑ ҫапӑҫнӑ хушӑра та унти тӗп кадрсене улӑштарман, Заамуретсен ҫи-пуҫ япалисемпе хӗҫпӑшал таврашӗ кирлӗ таранах пур, лашасем самӑр, лайӑх вӗрентсе ҫитернӗскерсем.

Полк этот в начале восемнадцатого года в походе с немецкого фронта целиком влился в один из отрядов Красной Армии и за полтора года боев на фронтах гражданской войны еще сохранил основные кадры, Заамурцы были прекрасно экипированы, лошади их — сыты и вышколены.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Восстани пуҫламӑшӗнче Вешенскинчи складра пилӗк миллион чухлӗ пушӑ патрон юлнӑччӗ.

В начале восстания в Вешенской на складе осталось пять миллионов холостых патронов.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Апрель пуҫламӑшӗнче кӑна таврӑнчӗ.

Только в первых числах апреля он вернулся домой.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Агрономсем тӑрӑшса тунӑ ҫурхи ӗҫсен планӗсем сасартӑк юрӑхсӑра тухрӗҫ, — вӑхӑтсем йӑлт пӑтранса кайрӗҫ, апрельте тума палӑртнӑ ӗҫсене март пуҫламӑшӗнче тумалла пулчӗ…

Планы весенних работ, составленные агрономами, вдруг стали никуда не пригодными, — все сроки нарушились, и то, что намечалось делать в апреле, приходилось делать в первых числах марта…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сӑмах пуҫламӑшӗнче, казаксене ӑнлантарса калама тытӑнсанах, Бунчук шанчӑксӑррӑн такӑнса калаҫрӗ, витӗмлӗ те кирлӗ сӑмахсем тупаймасӑр хӑшкӑлчӗ.

Вначале, когда заговорил, Бунчук собственным слухом ловил в голосе своем спотыкающуюся неуверенность, наигранность.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Август пуҫламӑшӗнче, пӗр тӑптӑм уяр ҫанталӑклӑ кунхине, Листницкипе Атарщиков хула тӑрӑх ҫӳреме тухса кайрӗҫ.

Уже в первых числах августа, в погожий солнечный день, Листницкий пошел однажды с Атарщиковым по городу.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Икӗ тӗрлӗ сасӑ — Долговӑн шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑнхи пек хӑйӑлтатса тухакан тытӑнчӑклӑ басӗпе Атарщиковӑн ҫемҫе те пӗтӗм чуна пырса тивекен уҫӑ тенорӗ — юрӑ пуҫламӑшӗнче такӑнкаласа илчӗҫ, пӗрлешсе сыпӑнаймасӑр арпашӑнчӗҫ: кашни хӑйне тӗрлӗ хӑвӑртлӑхпа юрлама хӑнӑхнӑ.

Два голоса — обветренный, ломкий бас Долгова и мягкий, необычайно приятный тенор Атарщикова — вначале сшибались, путались, у каждого был свой темп песни.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Распутинпа патша хурӑнташӗ-таврашӗсем ҫинчен столицӑра кӑларнӑ сас-хура январь уйӑхӗнчех-ха хуторсемпе станицӑсем тӑрӑх шӑвӑнса ҫӳретчӗ; март пуҫламӑшӗнче вара Сергей Платонович патша самодержавине сирпӗтсе антарни ҫинчен илтрӗ те, тетеле ҫакланнӑ ҫеҫен хир кӑркки пек, анкӑ-минкӗллӗн анӑраса кайрӗ.

В январе еще блуждали по хуторам и станицам отголоски столичных разговоров о Распутине и царской фамилии, а в начале марта, как стрепета сетью, накрыла Сергея Платоновича весть о низвержении самодержавия.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хуторта илсен, Мелеховсен кил-йышӗ ҫеҫ пӗр катӑлмасӑр упранса юлчӗ: фронт тӑрӑх ҫухалса ҫӳрекен Петропа Григорий вырӑнне пӗлтӗр, кӗр пуҫламӑшӗнче, Наталья йӗкӗреш ача туса пачӗ.

Лишь семья мелеховская не уменьшилась числом: на замену Петру и Григорию, таскавшимся по фронтам, в начале осени прошлого года родила Наталья двойню.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ашшӗ сӑмахне итлесе, май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑл авланчӗ, тӑххӑрмӗш числара, ҫӗнтерӳ кунӗ, вӗсен туйӗ пулчӗ.

По совету матери в начале мая он женился, и девятого числа, в первую годовщину Дня Победы, в станице была свадьба.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Гришатка Соколова Ӗренпура 1773 ҫул пуҫламӑшӗнче илсе пынӑ.

Гришатку Соколова привезли в Оренбург в начале 1773 года.

Малтанхи паллашу // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Малтанах ӗҫ питӗ кал-кал пычӗ, ҫавӑнпа та эпир ноябрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мускавра пулса, ноябрӗн ҫиччӗмӗшӗнче хӗрлӗ площадь тӑрӑх утса иртетпӗр тесе шухӑшларӑмӑр.

Сначала дело шло так хорошо, что мы думали быть в Москве к ноябрю, а 7 ноября маршировать там на самой красивой площади.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кубанӗн ҫӳлти тӑрӑхӗнче ҫуркуннепе ҫу пуҫламӑшӗнче час-часах йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк тӑрать.

Весна и начало лета в верховьях Кубани чаще всего выдаются дождливые.

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мӗншӗн тесен, наступлени пуҫламӑшӗнче унӑн вунсакӑр ҫын пулнӑ пулсан, халь пурӗ те вунпӗр ҫын ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Потому, что из восемнадцати человек, имевшихся у него в начале наступления, осталось всего одиннадцать.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Анчах кӗвӗҫмерӗм пулин те, апат вӑхӑтӗнче тата каҫ пуҫламӑшӗнче те, музыка пуҫланиччен, эпӗ хама хам арӑмпа ун умӗнче пурпӗрех ансат тыткалаймарӑм.

Но, несмотря на то, что я не ревновал, я все-таки был ненатурален с ним и с нею и во время обеда и первую половину вечера, пока не началась музыка.

XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех