Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сивӗ шывшӑн, таса мар шыва юхтарса кӑларассипе ҫыхӑннӑ пулӑшушӑн 0,5-25 процент хӑпарӗ.
Тарифсем ҫулла ӳсеҫҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Таса ҫав шыва ӗҫнӗ хыҫҫӑн вӑй кӗнӗн туйӑнать.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Арҫын куҫӗнчен юхакан таса тумламсене вӑйсӑрлӑхпа танлаштармарӑм, унпа пӗрле манӑн чун та куҫҫульпе ҫӑвӑнчӗ.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Сивӗ шывпа тивӗҫтерессипе тата таса мар шыва юхтарса кӑларассипе ҫыхӑннӑ пулӑшу тарифӗсем 0,5-25% ӳсеҫҫӗ.Тарифы на услуги по обеспечению холодной водой и водоотведению увеличатся на 0,5-25%.
Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Ӑшӑ энергийӗ республикӑра пурӑнакансемшӗн 2,4-13,7% хакланать /пӗлме: Чӑваш Республикин Конкуренци политики тата тарифсем енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби ресурссемпе тивӗҫтерекен кашни организаци валли пурӑнмалли вырӑна хутса ӑшӑтассипе, унта вӗри тата сивӗ шыв парса тӑрассипе, унтан таса мар шыва юхтарса кӑларассипе ҫыхӑннӑ пулӑшу ӗҫӗсен тарифӗсене ҫирӗплетет/.
Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Таса уҫӑ сывлӑшпа сывлама тӑрӑшмалла.
Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Сӑмах май грипп тата таса мар алӑ урлӑ та ерет.
Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
«Симӗс патруль» организацин республикӑри уйрӑмӗ пуҫарнипе ҫав тапхӑрта Чӑваш енре ҫут ҫанталӑка хӳтӗлемелли «Экодесант – таса тавралӑхшӑн» акци иртет.
Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11
Ҫынна пулӑшасси вӑл манӑн таса тивӗҫ тесе шутлатӑп.
Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11
«Симӗс патруль» организацин республикӑри уйрӑмӗ пуҫарнипе ҫав тапхӑрта Чӑваш Енре ҫут ҫанталӑка хӳтӗлемелли «Экодесант - таса тавралӑхшӑн» акци иртет.
Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
2014 ҫулхи асӑннӑ тапхӑртинчен вӑл самай пысӑкрах, таса тупӑш 17,5% нумайрах.По сравнению с тем же периодом 2014 года это намного больше, а чистый доход увеличился 17,5%.
Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Чӑвашпотребсоюзӑн предприятийӗсем вырӑнти экологи тӗлӗшӗнчен таса чӗртавартан паха продукци хатӗрленипе палӑрса тӑраҫҫӗ.
Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Эпир тӑван кӗтес ҫутӑ та ырӑ пултӑр, ҫынсем саккуна пӑхӑнса, таса чунпа, тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳре, обществӑн тӗп никӗсӗн - ҫемьен хаклӑхӗсене ҫирӗплетсе пурӑнччӑр тетпӗр.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Ку пирӗн таса тивӗҫӗмӗр, ҫавӑнпа та эпир ӑна кирлӗ пек пурнӑҫлӑпӑр!
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Уйрӑммӑн палӑртатӑп: ял ҫӗрӗнчи таса уйра кӗске вӑхӑт хушшинче производство культури ҫӳллӗ шайра шутланакан ку чухнехи хӑватлӑ заводсем туса лартнӑ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Анчах ҫак студент Стефчова вӗлерме хатӗр тӑни, хӑйсен таса ӗҫӗн хаяр тӑшманне чиксе пӑрахма хатӗр пулни тӗлӗнтерсе ячӗ.
II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огнянов паттӑртан ҫапла майпа чи асап чӑтса курнӑ ҫын пулса тӑчӗ, ӗнтӗ ӑна таса атте теменни кӑна юлчӗ.Из героя Огнянов превратился в мученика, чуть ли не в святого.
I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вырӑнӗ, чӑн та, улах ӗнтӗ, илемлӗ, сывлӑш таса, халӑх ҫакӑнта тӗрлӗрен ӗҫкӗ-ҫикӗ те пикник уявӗсем ирттерме юратать.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑрман уҫӑ ҫилӗ ешӗл ҫулҫӑпа ачашланса вылять, таса ту сывлӑшне, кӗрленкӗсен ӗмӗрхи шавне ҫакӑнта илсе ҫитерет.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак ырӑ чӗре, хӑйне ачашлаттарасшӑн та хутне кӗртесшӗн чун хавалӗпе тунсӑхласа ҫитнӗскер, Огнянова курсан, таса кӑмӑлпа вӗҫӗ-хӗррисӗр савса, хӗрӳллӗ ҫулӑмпа хыпӑнса илчӗ.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.