Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫ сăмах пирĕн базăра пур.
каҫ (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку хутӗнче вӑл валлиецпа унӑн ывӑлӗсем ҫав каҫ хӑйне инкекрен хӑтарнӑ ятпа каҫхине хӑнасем пухса апатлантарать.

Сегодня — в честь валлийца с сыновьями, за то, что они ее спасли тогда ночью.

34-мӗш сыпӑк. Ылтӑн юхамӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав Джо индеец хыҫҫӑн кайса, ӑна тӑлӑх арӑмӑн ҫурчӗ патнех йӗрлесе ҫитнӗ каҫ пулнӑччӗ…

Это было в ту самую ночь, когда я выследил индейца Джо и шел за ним до самого дома вдовы.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Виҫӗ кун та виҫӗ каҫ ывӑнса, выҫса пурӑнни ахаль иртсе кайма пултарайман, ӑна Томпа Бекки часах туйрӗҫ.

Оказалось, что три дня и три ночи скитаний и голода в пещере не прошли для Тома и Бекки даром.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑнхи сехетсем иртнӗ хыҫҫӑн кун каҫ енне сулӑнчӗ.

День уже сменился сумерками.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫапла виҫӗ хӑрушӑ кун та виҫӗ хӑрушӑ каҫ иртнӗ.

Так прошли три дня и три ночи, полные страха.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Иртнӗ каҫ та ҫавӑн пек пулчӗ.

Вот и прошлой ночью так же было.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Мӑнтарӑн ачи, ку каҫ саншӑн ырах пулмарӗ пулас: сан сӑн-питӳ хӗн-хурлӑ курӑнать.

— Ах ты бедняга, видно, ты устал за эту ночь.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫапла ерипенех пӗлӗтлӗ те тӗттӗм каҫ ҫитсе пынӑ.

Ночь становилась все темнее и облачнее.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӗрсе савӑннӑ хушӑра вӑхӑт епле иртнине те, каҫ пулса килнине те нихӑшӗ те сисменнинчен пурте тӗлӗннӗ.

И только тут все удивились, что время прошло так незаметно и что скоро стемнеет.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Ма пӑрахас-ха? — тесе шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. — Иртнӗ каҫ сигнал пулмарӗ, кӗҫӗр ма пулмалла-ха?»

Да и для чего жертвовать, рассуждал он: если сигнала не было вчера ночью, то с какой стати его ждать непременно сегодня?

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каҫ пуласпа ытти мӗнпур савӑнӑҫсем ҫумне тата тепӗр савӑнӑҫ хушӑнчӗ, Том тата тепӗр лайӑх хыпӑр илтрӗ: тахҫанах туса ирттерме хатӗрленнӗ пикнике ыран тумаллаччӗ тесе, Бекки, хӑйӗн амӑше ҫумне ҫыпӑҫса, ӑна аптӑратсах ҫитернӗ, ҫавӑппа та юлашкинчен амӑшӗ ыран туса ирттерме килӗшнӗ.

День закончился очень удачно и весело, Том услышал ещё одну хорошу новость: Бекки упросила наконец свою маму устроить завтра долгожданный пикник, и та согласилась.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Тӗттӗм каҫ пулсан, каятӑп та пулӗ..

— Ну, если будет очень темно, я, так и быть, пойду за ним.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Иртнӗ каҫ та унта хӑй ҫути пуррине асӑрханӑ иккен вӑл.

Накануне ночью он видел, что там горел свет.

27-мӗш сыпӑк. Чӗтре-чӗтре хыҫран сыхласа ҫӳрени // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Манӑн аттепе аннене илсе пӑх-ха эсӗ, — вӗсем иртен пуҫласа каҫ пуличченех ҫапӑҫатчӗҫ вӗт.

Взять хоть моих отца с матерью, — только и делали, что дрались.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каҫ пулса нумай вӑхӑт иртсен, Том килне таврӑнчӗ, хӑй вырӑнӗ патне чӳрече витӗр кӗчӗ.

В тот вечер Том вернулся домой очень поздно и влез в окно.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ӑна Джо каласа кӑтартнӑ-мӗн: эсӗ ҫав каҫ кунта килнӗ те эпир ун чухне мӗн калаҫнисене пурне те итлесе тӑнӑ курӑнать.

Она, оказывается, узнала у Джо, что ты здесь был в тот вечер и слышал все наши разговоры.

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каҫ пуласпа Бекки Тэчер хуйхӑрса пушӑ шкул картишӗ тӑрӑх пӗчченех утса ҫӳрерӗ, хӑйне хӑй вӑл питӗ телейсӗр тесе шутларӗ.

К концу дня Бекки Тэтчер забрела на опустевший школьный двор, не зная, куда деваться от тоски.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫапах ҫав каҫ пӗчӗк хулара пит савӑнӑҫлах пулмарӗ.

Но никто во всем городке не веселился в этот вечер.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав каҫ апатлашӑ чукне иккӗшӗ те йӑвашшӑн шӑпах ларчӗҫ.

За ужином в тот вечер они были очень неразговорчивы.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем кашни сехетре тенӗ пекех шыва кӗчӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсем лагере каҫ пуласпа тин таврӑнчӗҫ.

Через каждый час они купались, и день перевалил уже за половину, когда они вернулись в лагерь.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех