Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑй сăмах пирĕн базăра пур.
вӑй (тĕпĕ: вӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав тавлашу ҫинчен каярахпа Валерий Петровича хӑйне систертӗм те кӗскен ҫеҫ ҫапла хуравларӗ: «Шалта, амӑш варӗнче чӑмӑртаннӑ чӑн талант пулмасан никам та ӑста ҫыравҫӑ, чӑн-чӑн специалист е вӑйлӑ шухӑшлавҫӑ пулаймасть, - пусӑмлӑн палӑртрӗ вӑл. - Ҫав вӑхӑтрах тарӑн, пахалӑхлӑ пӗлӳ витӗмлӗхӗ кирек камшӑн та капашсӑр пысӑк. Вӑл - ҫыннӑн шухӑшлавне тата аталану анлӑшне вӗҫӗмсӗр ӳсме хускатакан тата тӗртсе пыракан чи хӑватлӑ вӑй».

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ун пек вырӑнсенче калча вӑй илсе симӗсленет.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫав вӑхӑтрах уй-хирте ҫумкурӑк, чир-чӗр, сӑтӑрҫӑсем вӑй илмеҫҫӗ, тухӑҫ ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Колхоза ертсе пыриччен вӑл чылай ҫул агрономра вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫураки мӗнле иртесси йӑлтах хамӑртан, яваплӑха туйса вӑй хунинчен килет,- терӗ Петр Николаевич Тунгулов.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Паллах, ҫӑмӑл пулман ӑна: фермӑра та, килти хуҫалӑхра та вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Унта 20 ҫул ытла вӑй хунӑ.

Там больше 20 лет проработал.

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Упӑшки конюхра вӑй хунӑ, кил хуҫи хӗрарӑмӗ вара фермӑран сӗт-ҫу заводне чӗртавар турттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

— Юн вӗренӗ, вӑй тапнӑ тапхӑрта пур ҫӗре те ҫитес килет.

Куҫарса пулӑш

Умра — хӗрӳ тапхӑр // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ҫак чир сӑлтавӗсем мӗн пӗчӗкренех, ачасене тантӑшӗсемпе танлаштарма пуҫланӑ вӑхӑтрах, вӑй илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑрханӑр, шкулта вируссем! // Евгения АНИСИМОВА, Анастасия ПЫНЗАРЬ, «Пиллӗкмӗш чӗрӗк» хаҫат журналисчӗсем. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Официаллӑ майпа ниҫта та вӑй хуманни алимент тӳлессинчен хӑтармасть.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кашни сӑнарта — манӑн вӑй, юрату, чун.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Таса ҫав шыва ӗҫнӗ хыҫҫӑн вӑй кӗнӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кунта арҫын 8 ҫул ӗнтӗ вӑй хурать.

Здесь мужчина уже 8 лет трудится.

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Хуп турттарма юратакан ҫын дояркӑра вӑй хураймӗ — пилӗк сехет валли ирхи сӑвӑма ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗрлӗхре вӑй пулмасан хуҫалӑх 25 ҫул тытӑнса та тӑраймӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ те ӑнса пымӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Унтан шкул ачисем хуҫалӑх ӗҫне сӑнлакан сӑвӑ-юрӑсемпе уява малалла тӑсрӗҫ, «Пӗрлӗхре — вӑй» шухӑша уҫса паракан инсценировка лартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Хуҫалӑхра вӑй хуракансенчен чылайӑшӗ ҫак шкултан пӗлӳ илсе пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Ку хутӗнче пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене тухас тесе «Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗ» тата «Частный сектор» командӑсем вӑй виҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Мини-футбол турнирӗсем ирттересси районта вӑй илсех пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех