Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳрсе (тĕпĕ: кӳр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паянхи ҫынсен ытларах пайӗ хальхи вӑхӑтри лайӑхрах пурнӑҫа магазинсене ют ҫӗр-шывсенчен кӳрсе килнӗ тӗрлӗрен имҫамсемпе «пуян» ӗҫмелли-ҫимелли продуктсемпе, расна тӗрлӗ тӑхӑнмалли, «крутой» техника таварӗсемпе танлаштарса хак парать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Почтальонка пенси укҫи кӳрсе парасса ҫеҫ тӳсеймесӗр кӗтеҫҫӗ.

Только с нетерпением ждут почтальонку, которая приносит пенсию.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

2 метра яхӑн ҫӳллӗ хунавсем чылай чухне Ҫурҫӗр Кавказ тӑрӑхӗнчен кӳрсе килнӗскерсем, пирӗн тӑрӑхри хӗле чӑтаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ют ҫӗртен кӳрсе килнӗ чечек-курӑк туратне те тымарлантарма йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Пӗр паллӑ предприяти /ӑна рекламӑлас мар тесе ятне палӑртмӑпӑр/ йӳнӗрех хакпа 40 тонна хутӑш удобрени кӳрсе пама пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кӗрӳ манпа пӗр шухӑшлӑ пулни савӑнтарчӗ» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Чи малтан Сызраньтен, Тольяттирен кӳрсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Паян тавара пур ҫӗртен те — Тольяттирен, Самартан, Чулхуларан — кӳрсе параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ку таранччен 102 миллион тенкӗпе тӗллевлӗ усӑ курнӑ, Китайран оборудовани кӳрсе килнӗ.

До сих пор было целесообразно использовано 102 миллиона рублей, был привоз оборудований из Китая.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Утнӑ май шӑнкӑртатса пыни те ҫак куна илем, хавхалану кӳрсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем парӑнмаҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Паллах, вӗсене йӑлтах халӑха медицинӑн паха пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерессишӗн кӳрсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

– Шӑпах таварсем кӳрсе килнӗ саманта лекрӗм, ҫавӑнпа та каярах юлтӑм.

Я попала в магазин во время поступления товара, вот и задержалась.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Пӗррехинче Эльзӑсен килне автомашинӑпа вутӑ кӳрсе килчӗ, тепрехинче карта тытма, хуралтӑ витме пулӑшрӗ.

Однажды Эльзе домой привез автомашину дров, а в другой раз починил ограду, покрыл крышу сарая.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ӑна ҫавӑн пекех Звениговӑран, Тамбовпа Воронежран та кӳрсе тӑраҫҫӗ.

Также его поставляют из Звенигово, Тамбова и Воронежа.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫӗрулмин тата пахчаҫимӗҫ вӑрлӑх материалӗсен ытларах пайне чикӗ леш енчен кӳрсе килеҫҫӗ.

Значительные объемы семенного материала картофеля и овощей завозятся из-за границы.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Кун пек чухне ачасем канмалли кунсенче хуларан килсе Аслӑ Чакри ҫӑлкуҫран флягӑсемпе шыв кӳрсе парса хӑвараҫҫӗ.

В таких случаях дети, приезжая на выходные, из родника Больших Чаки флягами привозят воду.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫураки ҫывхарса пынине кура техникӑна йӗркене кӗртмелле, вӑрлӑх хатӗрлемелле, удобрени кӳрсе килмелле, ҫунтармалли-сӗрмелли япаласене туянмалла тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

15. Ҫапла ӗнтӗ Иисус урлӑ Турра пӗр чарӑнмасӑр мухтав парни кӳрсе тӑрар — вӑл Туррӑн ятне мухтакансенӗн парни пултӑр.

15. Итак будем через Него непрестанно приносить Богу жертву хвалы, то есть плод уст, прославляющих имя Его.

Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Саккун вӑл пулас ырӑлӑхсенӗн чӑн сӑнарӗ мар, вӗсенӗн ӗмӗлки анчах; саккун хушнипе ҫуллен-ҫул, ялан парне кӳрсе тӑраҫҫӗ пулин те, ҫакӑн урлӑ саккун парне паракансене нихӑҫан та пӗтӗмпех ырӑ туса ҫитереймест.

1. Закон, имея тень будущих благ, а не самый образ вещей, одними и теми же жертвами, каждый год постоянно приносимыми, никогда не может сделать совершенными приходящих с ними.

Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Аслӑ священник сӑваплӑ пӳлӗме выльӑх юнӗпе ҫуллен кӗрет пулсассӑн, Христос тӳпе ӑшне Хӑйне темиҫе хут парнене кӳме кӗмен; 26. апла Унӑн тӗнчене пултарнӑранпа нумай хут та асапланмалла пулнӑ пулӗччӗ, Вӑл Хӑйне парнене кӳрсе ҫылӑха пӗтермешкӗн пӗрре ҫеҫ, ӗмӗрсем вӗҫӗнче, килнӗ.

25. и не для того, чтобы многократно приносить Себя, как первосвященник входит во святилище каждогодно с чужою кровью; 26. иначе надлежало бы Ему многократно страдать от начала мира; Он же однажды, к концу веков, явился для уничтожения греха жертвою Своею.

Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вӑл ҫӗр ҫинчех юлнӑ пулсассӑн, священник та пулман пулӗччӗ, кунта ахаль те священниксем пур — вӗсем саккун тӑрӑх парне кӳрсе тӑраҫҫӗ; 5. вӗсем ӗҫлесе тӑракан вырӑн — тӳперин ӗмӗлки пек, унти евӗрлӗ ҫеҫ, Моисей кӗлӗ чатӑрӗ тума тытӑнас умӗн ӑна ҫапла каланӑ пулнӑ: «асту, эсӗ пурне те хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту» тенӗ.

4. Если бы Он оставался на земле, то не был бы и священником, потому что здесь такие священники, которые по закону приносят дары, 5. которые служат образу и тени небесного, как сказано было Моисею, когда он приступал к совершению скинии: смотри, сказано, сделай все по образу, показанному тебе на горе.

Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех