Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене каменоломньӑн тӗп стволне кӗмелли ҫӗрте винтовкӑпа хуралта тӑракан Гриценко мучи кӗтсе илчӗ:У входа главного ствола каменоломен их встретил стоявший тут на посту с винтовкой Гриценко.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Грота кӗмелли вырӑна хулӑн ылттӑн хутран касса тунӑ решеткеллӗ алӑк лартнӑ.Вход в гротик был закрыт вырезанной из плотной золотой бумаги решетчатой дверцей.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эпӗ унта кӗмелли нумай шӑтӑксене пӗлетӗп.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя асӑрханса брезент айӗнчен пуҫне кӑларчӗ те грузовик каменоломньӑна кӗмелли вырӑнта тӑнине курчӗ.Володя осторожно высунулся из-под брезента и увидел, что грузовик стоит возле входа в каменоломни.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кӗмелли ҫутӑ шӑтӑк тахҫанах хыҫа юлчӗ, халӗ юлташсем тавра нимӗн те курӑнмасть, нӳрлӗ те пӑнтӑхнӑ сывлӑш ҫеҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Рафинад сахӑр катӑкӗ пек тӑп-тӑп касса стена пек купаланӑ шурӑ рак хуранӗ чулӗсем хӗвел ҫинче куҫа йӑмӑхтарса выртнӑ; аяккарах, сӑртсем хушшинче, чул кӑларнӑ ҫӗрти шурфпа штольнӑсене кӗмелли палӑрман шӑтӑксем пулнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӑвалакансем ӑна урама илӗртсе кӑларнӑ пулас та киле кӗмелли вӑрттӑн ҫула пӳлсе хунӑ пулас.Они, видимо, заманили его на улицу и преградили ему черный ход в дом.
А-Цзинь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.
Пӗррехинче вӑрттӑн кӗмелли алӑк умӗнче вӑл ун пирки хӑй шухӑшне аванах уҫса панӑ: — Еркӗнсем тупас ҫук-тӑк, мӗн-ма килес вара Шанхая? — тенӗ.
А-Цзинь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.
Тӗп алӑк ҫине те, тӗттӗм пӗчӗк пӳлӗмсене кӗмелли тепӗр виҫӗ алӑк ҫине те сарӑ чечек ҫыххисемлӗ хӗрлӗ ҫитсӑран ҫӗленӗ вӑрӑм портьерӑсам ҫакса хунӑ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫак вӑхӑтра иккӗмӗш шлюпка командирӗпе унӑн матросӗсем карап ҫине хӑпарма ӗлкӗрнӗ; вӗсем карап кухнине кӗмелли вырӑна йышӑннӑ, виҫӗ ҫынна тыткӑна илнӗ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ниҫта та йӗрӗнчӗк йӗпе хуртсем, ӑмансем курӑнмаҫҫӗ, стенасемпе мачча ҫинче ниҫта та нӳр палли ҫук, Кӗмелли ҫул ансӑррипе тухса кӗме кансӗр ӗнтӗ, анчах та ку маншӑн темрен те лайӑх, мӗншӗн тесен эпӗ хӳтлӗх вырӑн тахҫанах шыраттӑм, кун пеккине тупма вара ҫӑмӑл мар.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ку, паллах, маншӑн лайӑх; анчах, ӗлӗкхипе танлаштарсан, хӑрушӑрах, ӗлӗк манӑн килӗм йӗри-тавра хӳмеччӗ, эпӗ тӑшмансенчен хӑрамасӑрах ҫывӑраттӑм; халӗ ун пек мар: манӑн пӳртӗме кӗме питех те ҫӑмӑл — кӗмелли ҫул уҫӑ!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ хӳме ӑшӗнче, палатка хыҫӗнче, ҫӗр хӑвӑлне кӗмелли шӑтӑк умӗнче, темӗскер тӑваттӑм, сасартӑк ҫӗрпӳрт маччин пӗр кӗтесси манӑн пуҫ тӗлӗнчех ишӗлсе анчӗ; тӑпра тӑкӑнчӗ, маччана тӗревлесе лартнӑ юпасем шӑтӑртатса хуҫӑлчӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Картишне кӗмелли хушӑка питӗрнӗ хыҫҫӑн эпӗ тискер кайӑксем тапӑнас хӑрушлӑхран хӑтӑлтӑм тесе шутларӑм.После того как заделал вход в ограду , я мог считать себя в безопасности от нападения хищных зверей.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Палатка карса хуриччен шӗвӗр вӗҫлӗ патак илтӗм те ҫӗр хӑвӑлне кӗмелли шӑтӑк тӗлне ҫур ункӑ (диаметрӗ унӑн пӗр вунӑ ярд) ҫырса ҫаврӑнтӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Уҫланкӑ ҫумӗнчех чӑнкӑ ту ӑшнелле пӗр тарӑнах мар шӑтӑк пур, вӑл ҫӗр хӑвӑлне кӗмелли алӑк пек туйӑнать, анчах ҫак шӑтӑк шалалла инҫех каймасть.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Палаткӑна кӗмелли вырӑна хуплама тулашӗнчен пысӑк арча хӑяккӑн лартрӑм, шалтан хӑмасемпе пӳлтӗм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Огнянов кӗмелли шӑтӑк патӗнче тӑрса ик аллипе те сулкалама тытӑнчӗ.
XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑшӗ ҫара ту хӗррипе чупать, ҫӳлелле хӑпарасшӑн, хӑшӗсем Зли-долӑ патӗнчи чӑнкӑ ҫыран хӗррипе васкаҫҫӗ, ыттисен шыв юхса тухакан айлӑм патӗнче Клисурӑна кӗмелли Средна-гора тӑвӗ еннелле, тата тепӗр ушкӑн йӗсӗм ҫырли сачӗпе Огнянов окопӗсем патнелле чупрӗҫ.
XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑй ҫавӑнтах пӗшкӗнсе кӗмелли лутра алӑка та кӑтартрӗ.
XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.