Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑраса (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Яштайкин тыр-пулшӑн тата колхозри ҫирӗп йӗркешӗн, чӑн та, хытӑ тӑрӑшать, анчах, влаҫне чакарасран хӑраса, ыттисен пуҫарулӑхне путарса пырать, агронома колхозра «тӑваттӑмӗш фигурӑ» тесе ҫеҫ шутлать.

Яштайкин и в самом деле сильно заботится о выращивании хлеба и о наведении порядке в колхозе, но, боясь упустить власть, подавлял инициативу других, агронома в колхозе считает лишь «четвертой фигурой».

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ваҫҫа ятлӑ хитре ача хӗлле сивӗрен хӑраса кӑмака ҫинчен анмарӗ, ҫуркунне чӗпкуҫпе аптрарӗ.

Красивый мальчишка по имени Вася испугался зимних морозов и не сходил с печи, а весной замялся куриной слепотой.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Вӑрӑ темле ӑста пулсан та, хӑйӗн хура ӗҫне темле пытарма тӑрӑшсан та ҫав-ҫавах хӑйӗн ӑшӗнче ӑна кам та пулин тупса палӑртассинчен хӑраса пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑн пуҫри ҫӗлӗкӗ ҫунать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3120-%D0%92% ... D1%8C.html

Алексейӗн шурӑхса кайнӑ, шӑммисем витӗр палӑракан питне курсан хӗрачасем пушшех хӑраса ӳкрӗҫ.

Девочки еще больше испугались, когда увидели лицо Алексея, на котором не было только кожа да кости.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Те ҫав чир хӑйсене сикесрен хӑраса Алексейсен ҫуртӗнчен аякран пӑрӑнса ҫӳрерӗҫ.

Боясь, что эта болезнь заразная, они обходили дом Алексея.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

2 ҫул патак ҫисе, хӑраса пурӑннӑ хыҫҫӑн Санька пӗчӗк ачине йӑтса тухса тарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Лешӗ хӑраса ӳкнӗ.

Тот испугался.

Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2838.html

Ҫырӑва курсан хӑраса ӳкнӗ вӑл.

Увидев письмо испугался он.

Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2838.html

Сана режиссер ҫак роле сӗнсен малтанах хӑраса ӳкмерӗн-и?

Когда режиссер предложил эту роль не испугался сначала?

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Анчах виҫӗ уйӑх вӗренсе пӗтереймесӗр, пӗрремӗш юратӑвне ҫухатасран хӑраса Раккассине таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Качча кайрӗ, — терӗ Евтук ывӑлӗ ытла хуйхӑрса чӗрине ҫунтарасран хӑраса.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Ан хӑрӑр, анне, йӑмӑксем, эпӗ ку — Валя, — терӗ сассине кӑларма хӑраса каланӑ пек салтак тумӗ тӑхӑннӑ арҫын.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Хӑраса чӗтреме тытӑннӑ ҫемье умӗнче хальтерех кӑна вӑрҫӑран таврӑннӑ салтак тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Давид хӑраса ӳкнине ҫӗнтерсе тӑсса панӑ патака ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

«Эпӗ Чутайсене харсӑр халӑх тесе килме хӑраса тӑтӑм. Мӗнле сӑпайлӑ ҫынсем иккен кунта», — тенӗччӗ вӑл.

Она говорила: "Я посчитав Красночетайцев отважными людьми побоялась приехать. Какие оказывается здесь люди скромные".

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫынна пулӑшни сӑвап-ха, анчах хӑвӑрпа та инкек пулма пултарнӑ-ҫке, — терӗ асламӑшӗ хӑраса ӳкнӗскер.

Благодать, что помогли человеку, но ведь и с вами могло случиться несчастье, - сказала испугавшаяся бабушка.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Вӑхӑтран вӑхӑта пӳртре пӗчӗк лӗпӗш вӗҫме тытӑнсан кил хуҫи арӑмӗсем хӑраса ӳкеҫҫӗ – кӗве ернӗ.

Если дома время от времени начинает летать маленькая бабочка, домохозяйки пугаются - завелась моль.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Арҫын «пуҫне ҫухатасран» хӑраса арӑмӗ ӗҫрен кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Эмилия ӑна хӑр та хар кӑшкӑрнине курсан чӗнме хӑраса тӑтӑмӑр: сӑмах мӗнле хушмалла?

Эмилия накинулась руганью и мы остановились как копанные: у нас не было слов.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Эмилия ӑна хӑр та хар кӑшкӑрнине курсан чӗнме хӑраса тӑтӑмӑр: сӑмах мӗнле хушмалла?

Увидев, как Эмилия накричала, мы побоялись вставить слово.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех