Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утаҫҫӗ (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лашасем майӗпен утаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Утсем майӗпен утаҫҫӗ.

Лошади шли шагом.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑкӑрсем лайӑх утаҫҫӗ, вӗсен чӗрнисем хускатнӑ тӑварсӑр тусан ҫуллахи ҫул ҫинчен паш! та паш! мӑкӑрланса ҫӗкленет те ҫул хӗрринчи талпиҫен тӗмӗсем ҫине вӗҫсе кайса ларать.

Быки шли охотно, и взбитая копытами пресная пыль на летнике подымалась и оседала на кустах придорожного татарника.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем нимӗн чӗнмесӗр утаҫҫӗ, ҫавӑнпа Аникей вӗсем унӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче иккенне часах сисмерӗ.

Шли они молча, вот почему Аникей не сразу почувствовал их за своей спиной.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Урапасене кӳлнӗ лашасем вӑкӑрсенчен иртмесӗр утаҫҫӗ.

Подводы с лошадиными упряжками не перегоняли быков.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑкӑрсем, лӳпперрӗн тайкаланса, пуҫӗсене ҫӗрелле пӗшкӗртсе утаҫҫӗ.

Быки шли понуро, тяжко нося боками.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑкӑрсем хӑйсем тавра нӑйласа вӗҫекен пӑвансене хӳрисемпе юлхавлӑн хӑваласа утаҫҫӗ.

Быки лениво мотали хвостами, отгоняли гудящих слепней.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑмах чӗнмесӗр утаҫҫӗ хутор тӑрӑх стариксем.

По пескам шли старики молча.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑнпа вӗресе тӑкӑнать те куҫҫуль сухаллӑ ватӑсен, ҫавӑн пиркиех кӑмӑлсӑррӑн утаҫҫӗ те вӗсем малалла.

Через это и кипела слеза у бородачей, через это самое и шли они хмурые.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫамрӑксем — хаваслӑн, нимӗн шухӑшсӑр, кулса-тӑрӑхласа «гайдамаксем» тесе ят панӑ стариксем ассӑн хашлатса, чӗмсӗррӗн пӑчӑртанса тухакан куҫҫулӗсене ыттисенчен пытарса утаҫҫӗ; ӗнтӗ суха тума, сӳрелеме, акма вӑхӑт ҫитнӗ; ҫӗр хӑй патне йыхӑрать, кунӗн-ҫӗрӗн канӑҫ курмасӑр чӗнет, кунта ав ҫапӑҫма тивет, ирӗксӗр ҫӗртенех ӗҫсӗр аптӑраса, хӑраса-сехӗрленсе, нуша тӳссе тата хуйхӑрса, ют хуторсем тӑрӑх вилесле асапланса ҫӳрес пулать.

Молодые весело, бездумно, старики, в насмешку прозванные «гайдамаками», — со вздохами, с потаенно укрытой слезой; заходило время пахать, боронить, сеять; земля кликала к себе, звала неустанно день и ночь, а тут надо было воевать, гибнуть на чужих хуторах от вынужденного безделья, страха, нужды и скуки.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеецсем урам тӑрӑх эшкерленсе утаҫҫӗ, вак ушкӑнсене уйрӑлса, килсене кӗре-кӗре каяҫҫӗ.

Красноармейцы толпой валили вдоль улицы, разбивались на группы, заходили во дворы.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксен айӗнчи тарланӑ лашасем енчен енне тайкаланса утаҫҫӗ.

Под всадниками шагом качались потные лошади.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кур, ав, утсем аран утаҫҫӗ! — кӑшкӑрчӗ Томилин.

Вишь, коняшки-то поподбились! крикнул Томилин.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑрҫаҫҫӗ, ӳпкелешеҫҫӗ салтаксем, ҫапах та утаҫҫӗ.

Бранятся, ропщут солдаты, а все же идут.

«Куратӑп!» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Утаҫҫӗ, шӑва-шӑва ӳкеҫҫӗ, шӑтӑксене пере-пере анаҫҫӗ.

Идут, скользят, срываются в пропасти.

Альп тӑвӗсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Хӑвӑрт утаҫҫӗ.

Идут быстро.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксемпе инке-арӑмсем йышлӑ ушкӑнсемпе хутор вӗҫнелле утаҫҫӗ.

На край хутора густо валили казаки и бабы.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем лавсем хыҫҫӑн винтовкисене хатӗр тытса утаҫҫӗ.

Шли возле подвод, держа винтовки наизготове.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Умра тата хыҫалта Белокалитвенск тӑрӑхӗнче ӗҫлекен шахтерсем эшкерленсе утаҫҫӗ.

Впереди и позади толпами шли шахтеры Белокалитвенского района.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лашасем майӗпен утаҫҫӗ.

Лошади шли медленно.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех