Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паҫӑрхи (тĕпĕ: паҫӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Елена паҫӑрхи пекех пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, анчах ун ҫине чылайччен темле ӑшшӑн пӑхса тӑчӗ.

Она продолжала молчать и только глядела на него каким-то долгим, мягким взглядом.

XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Елена вара тулти тӗттӗме тинкерсе пӑхать; унӑн тутисем никам асӑрхаса илмелле мар кулӑпа уҫӑлаҫҫӗ… анчах вӑл ҫийӗнчех пуҫне сулса илет, пӳрнисене ҫаклатса тытнӑ аллисене ӗнси хыҫне хурать, унтан каллех паҫӑрхи шухӑшӗсем тӗтре пек чӳхенсе тӑраҫҫӗ.

И она пристально глядела в темноту; никому не видимая тайная улыбка раскрывала ее губы… но она тотчас встряхивала головой, заносила к затылку сложенные пальцы рук, и снова, как туман, колыхались в ней прежние думы.

XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

(«Ӑна темскер тарӑхтаратех», паҫӑрхи пекех шухӑшларӗ Берсенев.)

(«А его коробит», — продолжал думать про себя Берсенев.)

XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Эпӗ пачах… унпа мар, — терӗ Николай Артемьевич, паҫӑрхи пекех Шубин ҫине пӑхасшӑн мар пулса.

— Я вовсе… не с тем, — возразил Николай Артемьевич, по-прежнему избегая взоров Шубина.

VIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Анчах «философ», паҫӑрхи пекех, нимӗн те шарламарӗ.

Но «философ» по-прежнему ничего не отвечал.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Паҫӑрхи шӑтӑк тӗлӗнче халь вилтӑпри тӗмескеленсе тӑрать, ун ҫине салтаксем васкасах фанертан тунӑ тӑваткал юпа вырнаҫтараҫҫӗ.

Над могилой уже вырос песчаный холм, и солдаты вкапывали в песок не очень ровную фанерную пирамидку.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Маориецсем паҫӑрхи пекех сӑрт айӗнче тӑраҫҫӗ, европеецсене курсанах хӑйсем йӗркесӗр кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ.

Новозеландцы оставались на прежнем месте, у подножья горы, и при виде европейцев подняли нестройный вопль.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӗмене паҫӑрхи пекех хастарлӑн чавалаҫҫӗ.

На косогоре рыли землю все с тем же упорством.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Грузчик вӑрӑм сӑмах калама юратмасть, анчах унӑн ҫак кӗске сӑмахне те паҫӑрхи сасах пӳлсе лартрӗ:

Грузчик не любил больших речей, но и эту, короткую, перебил все тот же голос:

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫав вӑхӑтрах паҫӑрхи хӗрарӑм ещӗкне Корчагинӑн пуҫӗ ҫине лартасшӑн тӑрать.

Деваха норовила деревянный ящик поставить на голову Корчагина.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Преступлени, — терӗ паҫӑрхи пекех канлӗ полицейски.

— Преступление, — так же спокойно ответил полицейский.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӳремлӗхре унчченхи пекех шӑп тӑрать пулсан та паҫӑрхи канлӗх ҫухалнӑ.

На равнине всё ещё царила тишина, но прежнего спокойствия уже не было.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Усси паҫӑрхи пекех пулчӗ.

Они имели прежний успех.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Алӑк паҫӑрхи пекех ҫӑрапа питӗрӗнсе тӑрать.

Дверь была заперта на замок.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӳме хыҫӗнче паҫӑрхи пекех мечӗкле сатуррӑн та савӑнӑҫлӑн выляҫҫӗ.

За стеною всё так же задорно и весело играли в мяч.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Мӗн чышкӑпа юнатӑн? — тесе ыйтрӗ тепӗр хут Шалимов паҫӑрхи пекех нимӗн хускалмасӑр.

— Зачем кулаком махаешь? — всё так же невозмутимо переспросил Шалимов.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Вӗсем ӗнтӗ паҫӑрхи пекех лашисене уттарса пыраҫҫӗ, пирӗн ҫине ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ.

А они по-прежнему едут шагом и не обращают на нас внимания.

Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.

— Вӑл чӗмсӗр ҫӗре паҫӑрхи пекех йывӑррӑн пусать… ҫапах ӳссе пынӑн, тӗксӗмленсе пынӑн туйӑнать.

Она по-прежнему давила безмолвную землю… и только словно пухла да темнела.

Кӑвакарчӑн // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 172–173 с.

Анчах ун умӗнче ҫав-ҫавах чипер пике тӑрать; ҫӳҫӗсем те унӑн паҫӑрхи пекех илемлӗ, куҫӗсем те унчченхи пекех пӗлӗт евӗр тасан курӑнаҫҫӗ.

Но она стояла перед ним так же хороша; волосы ее были так же прекрасны; глаза ее казались всё еще небесными.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Анчах лапамра паҫӑрхи пекех нимӗҫсем харкашни, ахӑлтатса кулни янӑрать, стариксем йынӑшнипе хӗрарӑмсем макӑрни илтӗнсе тӑрать.

Но из низины все так же продолжали доноситься хохот и лающие крики немцев, стоны стариков, рыдания женщин.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех