Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытрӗ (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мекеҫленнипе хӑмла ҫырли пекех хӗрелсе кайнӑ Ҫемен миххине урлӑ ытамласа тытрӗ те йӑтса уттарчӗ…

Малиновый от натуги, Семен взял чувал поперек, понес…

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич, ним тума аптӑранине пула, пирус тытрӗ те ӑна Лятьевский шӑрпӑкӗнчен тивертнӗ хыҫҫӑн тин кухньӑна кӗрсе тӑчӗ.

Яков Лукич так растерялся, что взял папироску и только тогда вошел в кухню, когда закурил от спички Лятьевского.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӗ леш пӳлӗме уйӑрса тӑракан ҫӳхе хӑмаллӑ стена ҫумне хӑй хӑлхине пырса тытрӗ.

Сейчас сам приник ухом к тонкой переборке в той комнате.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Списока тытрӗ те пикенсех унтан копи ҫырса илчӗ, ҫынсен ячӗсене, ашшӗ ячӗсене, хушамачӗсене тата кам мӗнле япала илнине пӗтӗмпех ҫырса, кӗпе-тумтир е атӑ-пушмак илнӗ кашни ҫын хушаматне хирӗҫ хӗрес лартса тухрӗ.

Взял список и тщательно снял с него копию, полностью записывая имена, отчества, фамилии и взятые вещи, ставя против фамилии каждого, получившего одежду или обувь, крестик.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шикленсе ӳкнӗ Яков Лукич тул ҫутӑласпа татах пӗчӗк пӳлӗм алӑкӗ патне пырса тӑчӗ, каллех ҫӑраҫҫи шӑтӑкӗ ҫумне хӑлхине тытрӗ: Половцев пӑшӑлтатса кӗлӗ калать, эхлете-эхлете чӗркуҫленсе ларать те пуҫне тайсах пуҫҫалать.

Встревоженный Яков Лукич уже на заре подошел к двери горенки, снова приложил к скважине ухо: Половцев шептал молитву, кряхтя, опускался на колени, клал поклоны.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов коллективизаци ӗҫӗ тата вӑрлӑх фондне хывас ӗҫ епле пыни ҫинчен тӗплӗн доклад туса панӑ хыҫҫӑн, Кондратько ҫапла тума шут тытрӗ: — Кунта пире пурне те ӗҫлемелӗх ӗҫӗ те ҫук, — вӑл, эхлеткелесе, ҫырмалли пӗчӗк кӗнеке тата карттӑ туртса кӑларчӗ, ун тӑрӑх тачка пӳрнипе йӗрлесе пӑхрӗ, — эпир Тубянские каятпӑр.

После сделанного Давыдовым обстоятельного доклада о ходе коллективизации и засыпке семенного фонда Кондратько решил так: — Нам усим тут ничого робыть, — он, кряхтя, извлек из кармана записную книжку и карту-трехверстку, повел по ней толстым пальцем, — мы поидемо у Тубянський.

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Йӗкӗт ҫывӑхах ҫитсе тӑчӗ, аллине ҫар ҫынни пек кепка сӑмси ҫумне тытрӗ:

Паренек подошел вплотную, по-военному приложил руку к козырьку кепки:

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Секретарь пуҫне ярса тытрӗ, пӗр самант хушши нимӗн чӗнмесӗр ларчӗ, вара урӑх сасӑпа ҫапла каларӗ:

Секретарь взялся за голову, посидел с минуту молча и уже другим тоном сказал:

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ шӑпланса тӑнӑ казаксенчен уйрӑлса утрӗ, чӑх-чӗпсемпе тулса ларнӑ картишнелле юлашки хут пӑхса илчӗ те, йывӑррӑн тухакан сывлӑшне пусарса, майӗпен, курпунне кӑларса, кӗҫӗн алӑк патнелле ҫул тытрӗ.

Он отходит от притихших казаков, в последний раз глядит на баз, полный птицей, и медленно, сутуловато идет к калитке, подавив тяжелый вздох.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун чухне вӑл мавзолей ҫине, пӗлӗтре ҫӗнтерӳллӗн ялкӑшса тӑракан хӗрлӗ ялав ҫине пӑхрӗ те пуҫӗнчи буденновкине вӑр-варах хывса аллине тытрӗ.

Глянул на Мавзолей, на победно сияющий в небе красный флаг и торопливо сдернул с головы буденновку.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӑвар суланчинчен тӑвар чӗпӗтсе илнӗ пек, вӑл кӗске кӗрӗкӗн аркине чӗпӗтсе тытрӗ, ӑна шыв кӳленчӗкӗ урлӑ каҫма хатӗрленнӗ хӗрарӑм юбкине ҫӗкленӗ пек ҫӗклерӗ, чӗлхине ҫуласа илсе, казаксем ӳмӗнче мухтанма тапратрӗ:

Щепоткой, как соль из солонки, брал он полу полушубка, поднимал ее наотлет, словно юбку баба, собравшаяся переходить через лужу, — цокал языком, хвалился перед казаками:

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах Щукарь мучи сасартӑк тискер кайӑк пекех кӑшкӑрса ячӗ, хайхи сиплевҫӗ-карчӑка урипе тапса тӑрантарчӗ те икӗ аллипе те чӳлмеке ҫатӑрласа тытрӗ.

Но дед Щукарь вдруг зарычал лютым зверем, лягнул лекарку ногой и обеими руками вцепился в махотку.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл вӑрӑм алтупанӗсене орденӗ ҫумне тытрӗ те, чун-чӗрене витмелле сӑмахсем каларӗ:

Это он, прижимая к ордену свои длинные ладони, проникновенно говорил:

Разметнов сасартӑк вӑр-вар чупса кайрӗ, кӗҫӗн алӑк леш енче тӑракан ҫынна сулахай аллипе пырса тытрӗ, сылтӑммипе наган аврине чӑмӑртарӗ.

Размётнов вдруг быстро подбежал, левой рукой схватил человека, стоявшего по ту сторону калитки, в правой стиснул рукоять нагана.

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл, Ҫемене тухса кайма хушса, пуҫне сӗлтрӗ, хӑйӗн тискер кайӑкӑнни пек кӑмӑрчаклӑрах хӑлхине алӑк ҫумне тытрӗ.

Он сделал знак, чтобы Семен вышел, приложил к двери хрящеватое, торчмя, как у хищного зверя, поставленное ухо.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тимофей Рваный каярах юлчӗ: пӗр квартал тавра утса ҫаврӑнса, вӑл шкул енчен илемлӗн янӑраса илтӗнекен икӗ ретлӗ хут купӑс сасси патнелле ҫул тытрӗ.

Тимофей Рваный отстал; околесив квартал, пошел на певучий голос двухрядки, доплывавший от школы.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич Половцева аллинчен ярса тытрӗ:

Яков Лукич хватается за руки Половцева:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сулахай аллипе вӑл Яков Лукича тумтир ҫинчи пиҫиххинчен ярса тытрӗ, сылтӑммипе Половцева мӑйӗнчен ҫавӑрса илчӗ.

Левой рукой он хватает Якова Лукича за кушак, правой — охватывает шею Половцева.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех