Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яваплӑ сăмах пирĕн базăра пур.
яваплӑ (тĕпĕ: яваплӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйрӑмах ҫакна палӑртса хӑварас тетӗп: заказсене вырнаҫтарассишӗн тата контрактсене малалла пурнӑҫлассишӗн влаҫ органӗсем яваплӑ шутланаҫҫӗ.

Особо хочу подчеркнуть, что ответственность за размещение заказов и дальнейшее исполнение контрактов лежит на органах власти.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Хальхи вӑхӑтра остеопороза нацин клиника сӗнӗвӗсене тата методика кӑтартӑвӗсене тӗпе хурса профилактикӑлассишӗн, тӗрӗс палӑртассишӗн тата сиплессишӗн яваплӑ консультаципе диагностика центрӗсем Раҫҫей Федерацийӗн 40 регионӗнче кӑна.

Куҫарса пулӑш

«Чӗмсӗр» чир ан сӗмсӗрлентӗр // Валентина Смирнова. Хыпар, 2013,09,06

Паллӑ ӗнтӗ, медицинӑна миллиардшар тенкӗлӗх инвестицисем хывма, сиплевӗн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тата паха технологийӗсене ӗҫе кӗртме пулать, анчах та пурпӗрех чи кирли вӑл – ҫын хӑйӗн сывлӑхӗшӗн яваплӑ пулни.

Очевидно, что можно вкладывать миллиарды инвестиций в медицину, внедрять самые инновационные технологии лечения, но главное — это ответственность человека за свое здоровье.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Иккӗмӗшӗнчен, влаҫ органӗсен должноҫри яваплӑ ҫыннисен ҫавнашкал предприятисене ҫирӗп асӑрхаса тӑмалла.

Второе, ответственным должностным лицам органов власти необходимо жестко администрировать эти предприятия.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Ҫав хушӑрах ачана тивӗҫлӗн пӑхса ҫитӗнтерессишӗн, чӑн малтанах, унӑн ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсем яваплӑ пулнине те манмалла мар.

При этом нельзя забывать о том, что ответственность за духовно-нравственное воспитание ребенка в первую очередь несут родители и учителя.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Паян вӗренӳ сферинчи патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин аталанӑвне тивӗҫтерес ӗҫри хӑйсен пӗлтерӗшне ӑнланакан социаллӑ яваплӑ ҫамрӑк ҫынсене пӑхса ҫитӗнтересси пулса тӑрать.

Сегодня важнейшим направлением государственной политики в области образования становится воспитание социально ответственных молодых людей, осознающих свою роль в обеспечении социально-экономического развития страны.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

«Ҫав тери яваплӑ участока кӳлӗнтӗн, пултар, эппин, эп сана пулӑшма хатӗр», – терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Ҫулла Тарасана яваплӑ ӗҫ шанӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Пирӗн районти «АгроРесурсы» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫӗпе А.Вальшников учредитель те кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

«АгроРесурсы» тулли мар яваплӑ общество йӗркелесе Чӑваш Республикинче чи нумай лаптӑк хӑмла плантацийӗ лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

Вӑрлӑх туянасси — яваплӑ ӗҫ.

Покупка семян - ответственное дело.

Пахалӑхӗ тивӗҫтерет-ши? // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Унта ЧР ШӖМӗн яваплӑ ҫыннисем Юрий Митрофанов тата Марина Сергеева хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ку ӗҫ мӗн тери яваплӑ та йывӑр пулнине чухлаттӑмччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Мӑшӑрӗ яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ — прокурор, унӑн пулӑшуҫи, следователь, юрист...

Куҫарса пулӑш

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

«Вӗсемпе ҫыхӑннӑ саккассемшӗн хӑш министерствӑсем яваплӑ?» — кӑсӑкланчӗ республика Пуҫлӑхӗ.

"За заказы связанные с ними какое министерство отвечает?" - поинтересовался Глава Республики.

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫавна май, паллах, сасӑлава ирттерессин хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси — чӑннипех яваплӑ ӗҫ.

Конечно, обеспечение безопасности на выборах - это ответственная работа.

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

«Авангард» тулли мар яваплӑ обществӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи филиалӗ Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче 300 гектар лаптӑк тара илни те пӗлтерӗшлӗ.

Имеет значение приобретение филиалом Цивильского района ООО "Авангард" в собственность 300 гектаров земли в Марпосадском районе.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Яваплӑ ҫынсем ҫавӑн пекех выпускниксемпе тӗл пулаҫҫӗ, вӗсене хӑйсем патне ӗҫе вырнаҫма чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Виҫӗ ҫул ҫурӑ хӑйӗнчен мӗн килнине тивӗҫ хушнӑ пек туса пынӑ яваплӑ ҫынна «ҫӳлти» органсенче те асӑрханӑ - 1985 ҫулта СССР Шалти ӗҫсен министерствин Тӗп управленийӗн 2-мӗш управленине аслӑ эксперт-криминалист пулма куҫараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Николай Михайлович асӑннӑ мероприятие йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн райпо председательне А. Дмитриевана, тулли мар яваплӑ «Траки» управляющи компани директорне В. Петрова ӑшшӑн тав тӑвать.

Куҫарса пулӑш

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех