Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пахалӑхӗ тивӗҫтерет-ши?

Автор: Надежда Васильева

Ҫӑлкуҫ: «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Хушнӑ: 2017.02.11 19:07

Пуплевӗш: 31; Сӑмах: 304

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Пахчаҫӑн каллех канлӗх пӗтрӗ — калча валли вӑрлӑх туянмалла. Сентре ҫинчи хутаҫсем куҫа илӗртеҫҫӗ, суйла кӑна темелле. Анчах вӑрлӑх пахалӑхӗ тивӗҫтерет-ши? Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн специалисчӗсем вӑрлӑх туяннӑ чухне тимлӗ пулма сӗнеҫҫӗ. Сӑлтавсӑр мар.

Кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗн-чех Шупашкарта пахчаҫимӗҫ культурисен вӑрлӑхне йӗркене пӑсса сутнӑшӑн административлӑ явап пуҫарма тивнӗ. РФ «Вӑрлӑх ӗҫӗ ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн /1997 ҫулхи 149-мӗш саккунӗн 30 статйи\ патшалӑх селекци ҫитӗнӗвӗсен реестрне кӗртнӗ ял хуҫалӑх ӳсентӑранӗсен вӑрлӑхне кӑна сутма юрать. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче суту-илӳре реестра кӗртмен вӗтӗ ҫарӑкӑн /редис\ – «скороспелка нежная», «алекс», йӳҫ кӑшманӑн — «мурзилка», ҫарӑкӑн «дедка» сорчӗсене тупса палӑртнӑ. Валентина Никитина аслӑ инспектор каланӑ тӑрах — кунашкал йӗркесӗрлӗхе Канаш, Патӑрьел тата ытти районти суту-илӳ вырӑнӗсенче асӑрханӑ. Кун пек тӗслӗх Шупашкарта уйрӑмах нумай. Республикӑн тӗп хулинче хутаҫри вӑрлӑха ытларах сутаҫҫӗ. Пӗр усламҫӑ вара реестра кӗртмен, карантин сертификатне илмен /РФ территорийӗнче суту-илӳ тума ирӗк паракан, чир ҫуккине ҫирӗплетекен документ\ тавара ярӑнтарнӑ.

Суту-илӳре патшалӑх реестрне кӗртмен тата сортлӑхне, шӑтаслӑхне палӑртман вӑрлӑха час-часах асӑрхама пулать. Чӑваш Республикинче 2016 ҫулта ку енӗпе 74 тӗрӗслев ирттернӗ, саккуна пӑснӑ 61 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Ҫав шутра 55-ӗшӗ вӑрлӑх сутнипе ҫыхӑннӑ. 2015 ҫулта инспекторсем тӗрӗслеве 183 хут тухнӑ. Йӗркене пӑхӑнман 146 тӗслӗхе тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ.

2920,8 тонна ял хуҫалӑх культурисен вӑрлӑхне тӗрӗсленӗ, йӗркене пӑснӑшӑн 54 протокол ҫырма, 55 йышӑну кӑларма тивнӗ.

Хӑш-пӗр чухне документра кӑтартни те тӳрре килмест иккен. Хут ҫине ҫырнине ҫирӗплетме лабораторире 155 проба тӗпченӗ хыҫҫӑн /пурӗ 523,2 тонна\ 35,6 тонни тасалӑхпа тата шӑтаслӑхпа тивӗҫтермен.

Вӑрлӑх туянасси — яваплӑ ӗҫ. Пахалӑхсӑрри лексен тухӑҫсӑр юлма пулать. Специалистсем ӑна ятарлӑ лавккасенче илме сӗнеҫҫӗ. Сутуҫӑн кашни парти тӗлӗшпе ятарлӑ сертификат пулмалла. Вӑл — тавар хӑрушсӑрлӑхӗн, пахалӑхӗн гаранчӗ. Унта культура ячӗ, сорчӗ, парти номерӗ тата ытти информаци пур. Ҫакна ан манӑр: сертификатра тата вӑрлӑх пакетӗнче кӑтартнисем пӗр пек пулмалла. Вӑрлӑх хутаҫӗсем ҫинче хатӗрлесе кӑларакана, унӑн адресне, телефонне, культура, сорт ячӗсене, стандарт паллине /ТУ\, парти номерне, йывӑрӑшне /грамм\ е шутне, усӑ курма юрӑхлӑ вӑхӑтне кӑтартмалла.

Сортсене патшалӑх реестрӗнче регистрациленипе кӑсӑкланӑр. Интернетри адресӗ — www.qossort.com. Ҫавӑн пекех фитосанитари докуменчӗсем пуррине те ыйтӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех