Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йынӑшса (тĕпĕ: йынӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Осип Давыдович! — йынӑшса ячӗ Иван Алексеевич, ура ҫине тӑнӑ Штокмана асӑрхаса.

— Осип Давыдович! — простонал Иван Алексеевич, увидев вскочившего Штокмана.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑнран ӳкнӗскер, вӑл хӑрушшӑн йынӑшса ячӗ, шинель тӑхисене вӑтӑрма пуҫларӗ.

Страшно застонал и с исказившимся лицом стал рвать на себе застежки шинели.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑмака енчи урайӗнче, улӑм ҫинче, Лихачев йынӑшса выртрӗ, шӑлӗсене шӑтӑртаттарчӗ, ыратнипе ниҫта кайса кӗрейми асапланчӗ.

На полу у печи, на соломенной подстилке стонал, скрипел зубами, метался Лихачев.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав йынӑшса янӑракан юрӑ ҫаврӑмне унччен те илтнӗ вӑл, Глубокӑйра Мокроусов матросӗсем, сӑмсасӑр карттусӗсене турра кӗл тунӑ чухнехи пек хывса тытса, куҫӗсене ҫилӗллӗн ҫутӑлтарса юрланине илтнӗ.

Он слышал и раньше этот стонущий напев, слышал, как пели его мокроусовские матросы в Глубокой, молитвенно сняв бескозырки, возбужденно блестя глазами.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таҫта площадь патӗнче пӑспа ӗҫлекен молотилка тӑкӑртатать, йытӑсем йынӑшса вӗреҫҫӗ.

Где-то около плаца стукотела паровая молотилка, брехали собаки.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл йынӑшса ячӗ, ӗсӗклесе йӗрес килнине чарма тӑрӑшса, тутине аллипе пӑчӑртаса тытрӗ.

Бунчук застонал, ладонью зажал себе рот, чтобы удержать рыдание.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тӑн-тӑн-тӑн-тӑн! — сасартӑк чиркӳ тӑрринчен татӑлса анса, площадь тӑрӑх, урамсем, тӑкӑрлӑксем тӑрӑх янӑраса кайрӗ сасӑ; чан сасси хӑмӑррӑн явӑнса выртакан ҫурхи шыв ҫийӗн, типсе ҫитме ӗлкӗреймен шур чуллӑ тӑвайкки ҫийӗн тӗнкӗлтетсе чупрӗ, вӑрман тӗлне ҫитсен, вӗтӗ-вӗтӗ ясмӑк пӗрчисем пек тӗпренсе саланчӗ те хурлӑхлӑн йынӑшса шӑпланчӗ.

Дон-дон-дон-дон! — сорвалось с колокольни и залило площадь, улицы, проулки; над бурой гладью полой воды, над непросохшими меловыми мысами горы звон пошел перекатом, в лесу рассыпался на мелкие, как чечевица, осколки, — стеня, замер.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн хӑрушшӑн йынӑшса тухакан тытӑнчӑк сасси чуна касса ыраттарать.

Вязкий одичавший голос ее был режуще остр.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пас тытнӑ алӑк йынӑшса илчӗ те, пӳрте Аникушка, Христоня тата мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ килпетсӗр мулахай тӑхӑннӑ Томилин Иван кӗрсе тӑчӗҫ.

Застонали схваченные морозом порожки, вошли Аникушка, Христоня, Томилин Иван в несуразно высокой заячьего меха папахе.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халӑх ушкӑнӗ йынӑшса ячӗ.

Толпа застонала.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анна, бинокльне пӑрахса, йынӑшса ячӗ те сехри хӑпнипе чарӑлса кайнӑ куҫӗсене пылчӑклӑ аллипе хупласа тытрӗ: вӑл биноклӗн ҫывхартса кӑтартакан кӗленчинче хӑрушӑ ҫавра ҫилпе ют этемсен тискер вилӗмне курчӗ, пырне темле йӳҫек япала тӑвӑнса тулчӗ.

Анна бросила бинокль, ахнула, грязными ладонями закрыла опаленные ужасом глаза, — она видела в близком окружье стекол смерчевый вихрь разрыва и чужую гибель, горло ее перехватила прогорклая спазма.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Артамашов шарт сиксе вӑранчӗ те йынӑшса пуҫне ҫӗклерӗ.

Артамашов вздрогнул и со стоном поднял голову.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ку сукмак пӗр ҫӗрте тӑман, шунӑ та шунӑ, йӗри-тавра темиҫе километра лавҫӑсен ури айӗнче юр кӑчӑртатни, е тӗрлӗ сасӑсем «цоб!» тесе кӑшкӑрашни, е ҫул пӑрӑннӑ ҫӗрте ҫуна тупанӗсем йынӑшса илни, е пушӑ шӑхӑрни, е ним сӑлтавсӑрах пысӑк сассипе Прохор юрласа яни, е Иринӑн савӑнӑҫлӑ кулли янраса каять, — ку кулӑ сӑлтавӗ Ирина ҫуни ҫинче ларса пыракан Виктор пулнӑ иккен…

И эта стежка не лежала на месте, а двигалась и двигалась, и на многие километры вокруг был слышен то хруст мороза под каблуками идущих возчиков, то цобканье, то певучий скрип полозьев на повороте, то посвист кнута, то песня, которую ни с того ни с сего затянул густым басом Прохор, то смех Ирины.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗчӗкҫӗ казак сасартӑк Сергей Платонович патне пӗр-икӗ утӑм ярса пусрӗ те, чуна тивекен сасӑпа йынӑшса, ҫилӗллӗн пӑшӑлтатрӗ:

Он вдруг шагнул к Сергею Платоновичу, выдохнул стенящим шепотом:

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тупӑсенчен татти-сыпписӗр кӗрслеттернӗ сасӑсем икӗ эрне ӗнтӗ шӑпланма пӗлмесӗр йынӑшса тӑраҫҫӗ.

Две недели неумолчно стонал сплошной орудийный гул.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей йынӑшса ячӗ те аран-аран пуҫне ҫӗклерӗ…

Сергей даже застонал и с трудом поднял голову…

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

А-а, — йынӑшса ячӗ салтак.

А-а, — застонал солдат.

Савелий Лаптевран салам // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Чӳрече хашакӗ, кантӑк чӑнкӑртатнипе чӗтренсе, йынӑшса илчӗ.

Рама вопила дребезжащим звоном стекла, шаталась.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл вилнӗ лаша айӗнче йынӑшса выртать.

Он лежал, придавленный навалившимся на него убитым конем.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ спуска туртрӑм та пуля йынӑшса вӗҫсе кайнине илтсе юлтӑм.

Я нажал спуск и услышал стонущий полет моей пули.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех