Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

итлетӗп (тĕпĕ: итле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ сана ӑнланса илмесӗрех ҫакӑнта пӗр-пӗччен пулатӑп, каҫсерен беседкӑра ларатӑп, сана итлетӗп, ӗненетӗп, тесе шухӑшларӑн-им? — мӑнкӑмӑллӑн каларӗ Ольга.

— Ты думал, что я, не поняв тебя, была бы здесь с тобою одна, сидела бы по вечерам в беседке, слушала и доверялась тебе? — гордо сказала она.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тепӗр чухне эпӗ хӑйӑлти шарманкӑна та, мӗнле те пулин кӗвве, хам асра юлнисене, каҫса кайсах итлетӗп, тепӗр чухне оперӑран та, ҫуррине итлесен тухса каятӑп; унта Мейербер ман чуна хускатать; баркӑри юрӑ та; кӑмӑл-туйӑм мӗнлине кура!

Иногда я с удовольствием слушаю сиплую шарманку, какой-нибудь мотив, который заронился мне в память, в другой раз уйду на половине оперы; там Мейербер зашевелит меня; даже песня с барки: смотря по настроению!

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Итлетӗп, сударь.

— Слушаю, сударь.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эпӗ те туртатӑп, саркайӑксем юрланине итлетӗп.

— Я тоже курю, слушаю, как канарейки трещат.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Итлетӗп.

Куҫарса пулӑш

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫил пушӑ пӳлӗмсемпе кӑмакасен улакан мӑрйисене кӗрсе тулать, шӑтӑк-шатӑк, ҫурма ишӗлчек ҫурт вара сасартӑк ӑнланмалла мар сасӑсемпе хавасланса каять, — вӗсене эпӗ ирӗксӗрех сехӗрленсе итлетӗп.

Ветер забирался в пустые комнаты и в печные воющие трубы, и старый дом, весь расшатанный, дырявый, полуразвалившийся, вдруг оживлялся странными звуками, к которым я прислушивался с невольной тревогой.

II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Итлетӗп.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Итлетӗп, — илтӗнсе кайрӗ паллакан сасӑ.

— Да, это я, — раздался знакомый голос.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Итлетӗп!

Я слушаю!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Итлетӗп, сэр!..

Слушаюсь, сэр!

Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив

Итлетӗп сана.

я тебя слушаю.

Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив

Итлетӗп, ваше благороди!

— Слушаюсь, ваше благородие.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Алло, итлетӗп эпӗ сире, — терӗ кӗтмен ҫӗртен пӗр хулӑн сасӑ.

— Алло, я вас слушаю, — неожиданно сказал низкий мужской голос.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Стена леш енче ырханкка ачам выляса тӑрать пек, эпӗ кавир ҫине выртнӑ та, итлетӗп, тӑнлавӑма хӗссе тытса итлетӗп.

Худенький мальчик играет за стеной, а я лежу на ковре и слушаю, слушаю, сжимая виски.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл калать те, эпӗ итлетӗп, ӑшӑм та пусарӑнать.

Он говорил, я слушала, и на душе становилось легче.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Итлетӗп эпӗ, — терӗ Петя, асне илнӗ пек пулса.

— Я слушаю, — точно очнувшись, сказал Петя.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хам ӑна итлетӗп те, шухӑшӑмра вара: «Мӗскӗн Варя, мӗскӗн Варя», тетӗп.

Я слушала её и думала: «Варя, бедная Варя».

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Калӑр, итлетӗп, калӑр! — тесе микрофон тӑрӑх ҫине-ҫине.

Перехожу на прием, прием! — твердит в микрофон.

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Саня Испани ҫинчен каласа парать те, мана тахҫан манӑҫнӑ тӗлӗнмелле туйӑм ҫавӑрса илет: такам урӑххи ҫинчен каласа панӑ пек итлетӗп ӑна эпӗ.

Саня рассказывает об Испании. И странное, давно забытое чувство охватывает меня: я слушаю его, как будто он рассказывает о ком-то другом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня каланине итлетӗп те, хамӑрӑн ҫурма манӑҫнӑ ҫамрӑк ӗмӗр кинори пек умма тухса тӑрать, такамӑн сасси хӑй ҫинчен каласа панӑ пек янрать, экран ҫинче пӗлӗт юхать, йӑлӑмри анлӑ улӑх тӑрӑх тӗтреллӗ ҫырма йӑрӑмӗ ҫуталса выртать.

Я слушаю Саню — и наша полузабытая юность встаёт передо мной, как в кино, когда чей-нибудь голос неторопливо говорит о своём, а на экране идут облака и вдоль широкой равнины далеко простирается туманная лента реки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех