Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗ (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
7. Арӑмӗ каланӑ: ху чарӑн, мана ан ултала; ачамӑр пӗтрӗ, тенӗ.

7. А она сказала ему: молчи ты, не обманывай меня; погибло детище мое.

Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Арӑмӗ ӑна ҫапла каланӑ: пирӗн ывӑлӑмӑр вилнӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа таврӑнаймасть вӑл, тенӗ.

4. Жена же его сказала ему: погиб сын наш, потому и не приходит.

Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Унӑн арӑмӗ Една та, унӑн хӗрӗ Сарра та йӗнӗ; ҫапла вӗсене питӗ хапӑл туса йышӑннӑ, 9. така та пуснӑ, вӗсен умне сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартнӑ.

8. плакали и Една, жена его, и Сарра, дочь его. И приняли их весьма радушно 9. и закололи овна, и предложили обильные снеди.

Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Мухтавлӑ, аслӑ Турӑ ҫав икӗ ҫыннӑн кӗллине те илтнӗ, вара вӗсене иккӗшне те сыватмашкӑн Рафаила янӑ: 17. Товитӑн шур илнӗ куҫне сиплеме хушнӑ, усал сывлӑша Асмодее ҫыхса пӑрахса, Рагуил хӗрне Саррӑна вара Товит ывӑлӗн Товиян арӑмӗ тума хушнӑ: ӗнтӗ Саррӑн йӑхне Товиян тӑсмалла пулнӑ.

16. И услышана была молитва обоих пред славою великого Бога, и послан был Рафаил исцелить обоих: 17. снять бельма у Товита и Сарру, дочь Рагуилову, дать в жену Товии, сыну Товитову, связав Асмодея, злого духа; ибо Товии предназначено наследовать ее.

Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӗрарӑм тарҫӑсем ҫавӑншӑн Саррӑна хурланӑ: епле намӑс мар сана, эсӗ упӑшкусене пӑвса вӗлертӗн, ҫичӗ ара ҫитсе, пӗрин арӑмӗ те пулаймарӑн! тенӗ.

Они говорили ей: разве тебе не совестно, что ты задушила мужей твоих? Уже семерых ты имела, но не назвалась именем ни одного из них.

Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ҫын хӑйне пӑхса ӳстернӗ ашшӗне те, хӑйӗн ҫӗршывне те пӑрахса хӑварать те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнать, 21. арӑмӗшӗн чунне парать, ашшӗ-амӑшне те, хӑйӗн ҫӗршывне те астумасть.

20. Человек оставляет воспитавшего его отца и страну свою и прилепляется к жене своей, 21. и с женою оставляет душу, и не помнит ни отца, ни матери, ни страны своей.

2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Вара Хелкия тата патша ҫыннисем хӗрарӑм пророк Олдама патне, — вӑл тумтир управҫи ӗҫне туса тӑракан Шаллум арӑмӗ пулнӑ, Шаллум — Тиква ывӑлӗ, Тиква — Хархас ывӑлӗ пулнӑ, — кайнӑ; Олдама Иерусалимӑн иккӗмӗш пайӗнче пурӑннӑ.

22. И пошел Хелкия и те, которые от царя, к Олдане пророчице, жене Шаллума, сына Тавкегафа, сына Хасры, хранителя одежд, - а жила она во второй части Иерусалима, - и говорили с нею об этом.

2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Анчах та Иосавеф — патша хӗрӗ — патша ывӑлӗсене вӗлерме пуҫласассӑн вӗсен хушшинчен Иоаса, Охозия ывӑлне, вӑрттӑн илсе тухнӑ та ачана пӑхакан хӗрарӑмпа иккӗшне ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кӗрсе пытарнӑ; ҫапла вара Иосавеф — Иорам патша хӗрӗ, Иодай священникӑн арӑмӗ, Охозия пӗртӑванӗ — Иоаса Гофолияран пытарса хӑварнӑ, Гофолия ӑна вӗлереймен.

11. Но Иосавеф, дочь царя, взяла Иоаса, сына Охозии, и похитила его из среды царских сыновей умерщвляемых, и поместила его и кормилицу его в спальной комнате; и таким образом Иосавеф, дочь царя Иорама, жена Иодая священника, сестра Охозии, скрыла Иоаса от Гофолии, и она не умертвила его.

2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр иккӗре пулнӑ, Иерусалимра сакӑр ҫул хушши патшара ларнӑ; 6. хӑйӗн арӑмӗ Ахав хӗрӗ пулнӑ май вӑл та, Ахав килӗ пек, Израиль патшисен ҫулӗпе ҫӳренӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.

5. Тридцати двух лет был Иорам, когда воцарился, и восемь лет царствовал в Иерусалиме; 6. и ходил он путем царей Израильских, как поступал дом Ахавов, потому что дочь Ахава была женою его, - и делал он неугодное в очах Господних.

2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Гаваонра ҫаксем пурӑннӑ: Гаваон ҫыннисен ашшӗ Иеил, — унӑн арӑмӗ Мааха ятлӑ пулнӑ, — 36. унӑн малтанхи ывӑлӗ Авдон, ун хыҫҫӑн Цур, Кис, Ваал, Нер, Надав, 37. Гедор, Ахио, Захария тата Миклоф.

35. В Гаваоне жили: отец Гаваонитян Иеил, - имя жены его Мааха, 36. и сын его первенец Авдон, за ним Цур, Кис, Ваал, Нер, Надав, 37. Гедор, Ахио, Захария и Миклоф.

1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн арӑмӗ патне кӗнӗ, арӑмӗ йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратса панӑ, вӑл ӑна Берия тесе ят хунӑ, мӗншӗн тесессӗн унӑн килне хуйхӑ ҫитнӗ.

23. Потом он вошел к жене своей, и она зачала и родила сына, и он нарек ему имя: Берия, потому что несчастье постигло дом его.

1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Махир арӑмӗ Мааха ывӑл ҫуратнӑ та ӑна Кереш ят панӑ, унӑн пӗртӑванне Шереш ят хунӑ; Шереш ывӑлӗсем: Улам тата Рекем.

16. Мааха, жена Махирова, родила сына и нарекла ему имя Кереш, а имя брату его Шереш. Сыновья его: Улам и Рекем.

1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Нахампа, Кеила ашшӗпе, пӗртӑван хӗр вара Годия арӑмӗ пулнӑ, вӗсен ывӑлӗсем: Гарми тата Ешфемоа — Мааха ҫыннисем.

19. Сыновья жены его Годии, сестры Нахама, отца Кеилы: Гарми и Ешфемоа - Маахатянин.

1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Давидӑн Хевронра ҫуралнӑ ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: малтанхи ывӑлӗ Амнон, унӑн амӑшӗ — Изреельрен тухнӑ Ахиноама; иккӗмӗшӗ — Далуия, унӑн амӑшӗ — Кармил тӑвӗ ҫинчен тухнӑ Авигея; 2. виҫҫӗмӗшӗ — Авессалом, унӑн амӑшӗ — Мааха, Гессур патшийӗн Фалмайӑн хӗрӗ; тӑваттӑмӗшӗ — Адония, Аггифа ывӑлӗ; 3. пиллӗкӗмӗшӗ — Сафатия, Авитала ывӑлӗ; улттӑмӗшӗ — Ифреам, унӑн амӑшӗ — Аглая, Давид арӑмӗ, — 4. ҫаксем унӑн Хевронра ҫуралнӑ ултӑ ывӑлӗ; унта Давид ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх хушши патша пулнӑ; Иерусалимра вӑл вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.

1. Сыновья Давида, родившиеся у него в Хевроне, были: первенец Амнон, от Ахиноамы Изреелитянки; второй - Далуия, от Авигеи Кармилитянки; 2. третий - Авессалом, сын Маахи, дочери Фалмая, царя Гессурского; четвертый - Адония, сын Аггифы; 3. пятый - Сафатия, от Авиталы; шестой - Ифреам, от Аглаи, жены его, - 4. шесть родившихся у него в Хевроне; царствовал же он там семь лет и шесть месяцев; а тридцать три года царствовал в Иерусалиме.

1 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл вилсессӗн унӑн арӑмӗ Авия ывӑл ҫуратса панӑ, ӑна Ашхура тесе чӗннӗ, вӑл Фекоя ашшӗ пулнӑ.

, жена Есромова, Авия, родила ему Ашхура, отца Фекои.

1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Хелкия священник, Ахикам, Ахбор, Шафан тата Асаия вара хӗрарӑм пророк Олдама патне, — вӑл тумтир управҫи ӗҫне туса тӑракан Шаллум арӑмӗ пулнӑ, Шаллум — Тиква ывӑлӗ, Тиква — Хархас ывӑлӗ пулнӑ, — кайнӑ та унпа калаҫнӑ; Олдама Иерусалимӑн иккӗмӗш пайӗнче пурӑннӑ.

14. И пошел Хелкия священник, и Ахикам, и Ахбор, и Шафан, и Асаия к Олдаме пророчице, жене Шаллума, сына Тиквы, сына Хархаса, хранителя одежд, - жила же она в Иерусалиме, во второй части, - и говорили с нею.

4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Патшана ларнӑ чухне вӑл вӑтӑр иккӗре пулнӑ, Иерусалимра вӑл сакӑр ҫул хушши патшара ларнӑ; 18. Ахав хӗрӗ унӑн арӑмӗ пулнӑ май вӑл та, Ахав килӗ пек, Израиль патшисен ҫулӗпе ҫӳренӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ.

17. Тридцати двух лет был он, когда воцарился, и восемь лет царствовал в Иерусалиме, 18. и ходил путем царей Израильских, как поступал дом Ахавов, потому что дочь Ахава была женою его, и делал неугодное в очах Господних.

4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗррехинче вӗсем Израиль ҫӗрӗнче пӗчӗк хӗрачана тыткӑна илнӗ; ҫак хӗрача Нееман арӑмӗ патӗнче тарҫӑра ӗҫлесе пурӑннӑ.

Однажды пошли отрядами и взяли в плен из земли Израильской маленькую девочку, и она служила жене Неемановой.

4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Сонам арӑмӗ кӗрсессӗн, Елисей: ил хӑвӑн ывӑлна, тенӗ.

Она пришла к нему, и он сказал: возьми сына твоего.

4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Сонам арӑмӗ каланӑ: хуҫамӑмран эпӗ ывӑл ыйтнӑччӗ-им? эпӗ: «мана ан ултала» тесе каламанччӗ-им? тенӗ.

28. И сказала она: просила ли я сына у господина моего? не говорила ли я: "не обманывай меня"?

4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех