Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тов 7

Пай: Библи –> Товит кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.05 21:54

Пуплевӗш: 27; Сӑмах: 353

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Вӗсем Рагуил ҫурчӗ патне пырса тӑнӑ. Сарра вӗсене хирӗҫ тухнӑ та, вӗсем пӗр-пӗрне саламланӑ, вара Сарра вӗсене пӳрте илсе кӗнӗ. 2. Рагуил хӑй арӑмне Еднӑна каланӑ: пӑх-ха, ку ача манӑн тӑванӑм ывӑлӗ Товит сӑнлах! тенӗ. 3. Рагуил вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: тӑванӑмсем, эсир ӑҫтисем пулатӑр? тенӗ. Лешӗсем каланӑ: эпир Неффалим йӑхӗн ҫыннисем, Ниневи ҫӗрне тыткӑна илсе кайнӑ ҫынсем, тенӗ. 4. Рагуил татах ыйтнӑ: эсир пирӗн Товит тӑванӑмӑра пӗлетӗр-и? тенӗ. Кусем: пӗлетпӗр, тенӗ. Унтан татах ыйтнӑ: сывах-и вӑл? тенӗ. Кусем: сывах-ха, тенӗ. 5. Товия вара: вӑл манӑн атте пулать, тенӗ. 6. Рагуил ӗнтӗ сиксе тӑнӑ та ӑна ыталаса илсе йӗре-йӗре чуптунӑ. 7. Товияна пилленӗ вӑл, унтан ҫапла каланӑ: эсӗ — ырӑ та лайӑх ҫын ывӑлӗ, тенӗ. Товит куҫсӑр пулса ларнине пӗлсессӗн вара хурланса йӗнӗ. 8. Унӑн арӑмӗ Една та, унӑн хӗрӗ Сарра та йӗнӗ; ҫапла вӗсене питӗ хапӑл туса йышӑннӑ, 9. така та пуснӑ, вӗсен умне сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ лартнӑ. Товия Рафаила каланӑ: Азария тӑванӑм, ҫул ҫинчи калаҫӑва хускатса пӑх-ха, ҫав ӗҫ пурӑнӑҫлантӑрччӗ, тенӗ. 10. Рафаил вара Рагуила ҫав калаҫӑва каласа панӑ, Рагуил ӗнтӗ Товияна каланӑ: ӗҫ те ҫи, савӑн, манӑн хӗре эсӗ илме тивӗҫлӗ, ҫапах та эпӗ сана тӳррине каласа парам: 11. эпӗ хам хӗрӗме ҫичӗ ара ҫитиччен качча патӑм, анчах ҫиччӗшӗ те туй каҫах, ун патне кӗрсенех, виле-виле выртрӗҫ. Ҫавах та халӗ хаваслӑ пул! тенӗ. Товия каланӑ: эсир манпа килӗшсе сӑмах татиччен эпӗ кунта ҫимӗп те, ӗҫмӗп те, тенӗ. Рагуил каланӑ: эсӗ ӑна качча илме тивӗҫлӗ, эсӗ унӑн тӑванӗ, ҫавӑнпа та вӑл — санӑн, эсӗ ӑна халех илме пултаратӑн. Ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ сирӗн пурӑнӑҫа майлаштарса ятӑрччӗ! тенӗ. 12. Вара хӑй хӗрне Саррӑна чӗнсе илнӗ те, аллинчен тытса, ӑна арӑмлӑха Товияна парса ҫапла каланӑ: акӑ Моисей саккунӗ тӑрӑх ил те ман хӗрӗме аҫу кил-ҫуртне ертсе кай, тенӗ. Ӗнтӗ вӗсене пилленӗ. 13. Унтан хӑй арӑмне Еднӑна чӗнсе илнӗ те хут чӗркемӗ ҫине килӗшӳ ҫырса пичет пуснӑ. 14. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара ҫиме ларнӑ. 15. Унтан Рагуил хӑй арӑмне Еднӑна чӗнсе илсе каланӑ: тӑванӑм, эсӗ тепӗр ҫывӑрмалли пӳлӗм хатӗрле те унта Саррӑна илсе кӗр, тенӗ. 16. Една ӗнтӗ Рагуил каланӑ пек тунӑ; Саррӑна пӳлӗме илсе кӗнӗ те йӗрсе янӑ, хӗрӗ те амӑшӗ йӗнине курса йӗре пуҫланӑ; амӑшӗ хӗрне каланӑ: 17. ан йӗр, хӗрӗм, лӑплан; тӳпепе ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫи сана хурлӑху вырӑнне савӑнӑҫ парӗ. Лӑплансам, хӗрӗм! тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех