Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Пур халӑхсем те ҫавӑрса илчӗҫ мана, эпӗ вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкертӗм; 11. хупӑрласа илчӗҫ мана, ҫапла, хупӑрласа илчӗҫ мана, эпӗ вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкертӗм; 12. пыл хурчӗ [караса] сырӑннӑ пек сырса илчӗҫ мана, хӑйсем хӑвӑрт ҫунакан кӳкен пек сӳнсе ларчӗҫ: эпӗ вӗсене Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкертӗм.
Пс 117 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Санӑн хаярлӑху ман ҫийӗмренех иртрӗ, Эсӗ хӑратни мана пӗтерсех хучӗ, 18. мана кулленех шыв пек ҫавӑрса илеҫҫӗ: пӗрле пухӑнса хупӑрлаҫҫӗ.
Пс 87 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа мӑнаҫлӑх вӗсене мӑя пек ҫавӑрса илнӗ, хаярлӑх вӗсене тумтир пек витсе тӑрать; 7. самӑрланнипе куҫӗсем сиксе тухнӑ, чӗринче тӗрлӗ шухӑш пӑтранать; 8. пуринчен те кулаҫҫӗ, кураймасӑр усал ят сараҫҫӗ, мӑнаҫ калаҫаҫҫӗ, хӗсӗрлесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ; 9. ҫӑварне тӳпе енне ҫӗклеҫҫӗ, чӗлхи хӑйсен ҫӗр ҫийӗн сӗтӗрӗнет.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӑйсен ӗҫми-ҫими вӗсене серепене ҫаклатаканни пултӑр, чипер ӗҫнӗ-ҫинӗ чухнех танатана ҫакланччӑр; 24. куҫӗсем тӗттӗмленччӗр, курми пулччӑр, вӗсене ӗмӗрлӗхе вӗчесӗр ту; 25. вӗсем ҫине хаярлӑхна ҫитер, вӗсене ҫиллӳн ҫулӑмӗ ҫавӑрса илтӗр; 26. вӗсенӗн ҫурчӗ-йӗрӗ пушанса юлтӑр, чатӑрӗсенче пурӑнакан ан пултӑр, 27. мӗншӗн тесессӗн вӗсем Эсӗ хӗн кӑтартнӑ ҫыннах хӗсӗрлеҫҫӗ, Эсӗ суранлатнисенӗн асапне ӳстереҫҫӗ.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Йытӑсем ҫавӑрса илчӗҫ мана, усаллисен эшкерӗ тапӑнчӗ мана, аллӑм-урама чиксе шӑтарчӗҫ.17. Ибо псы окружили меня, скопище злых обступило меня, пронзили руки мои и ноги мои.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫамрӑк вӑкӑрсем йышлӑн сырса илчӗҫ мана; Васанри самӑр вӑкӑрсем ҫавӑрса илчӗҫ мана, 14. апатшӑн антӑхса ахӑракан арӑслан пек мана хирӗҫ ҫӑварне карса пӑрахрӗҫ.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Халӗ ӗнтӗ чунӑм хавшаса ҫитрӗ: мана асап кунӗсем ҫавӑрса илчӗҫ.16. И ныне изливается душа моя во мне: дни скорби объяли меня.
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Шыв ҫавӑрса илнӗ пек, ӑна тискер сехмет ҫитсе ҫапӗ; ҫӗр варринче ӑна ҫил-тӑвӑл ҫаклатӗ.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл манӑн сассӑма илтсе хирӗҫ чӗнес пулсассӑн та, хама итлессе ӗненместӗп: 17. мана ҫавраҫилпе киле-киле ҫапать, мана пӗр айӑпсӑр чухнех суранлатса тӑрать, 18. мана сывлӑш ҫавӑрса илме те памасть, пӗр вӗҫсӗр хурлӑх кӑтартать.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пурте — пӗтӗм ватти-вӗттийӗ — чупса ҫитнӗ, мӗншӗн тесессӗн Иудифь таврӑнни вӗсемшӗн пӗр кӗтмен япала пулнӑ, ӗнтӗ Иудифьпе унӑн тарҫине хапхана уҫса шала кӗртнӗ те ҫутӑ ҫутса вӗсене ҫавӑрса илнӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ ӗнтӗ пӗтӗм тапӑр йӑшӑлтатма пуҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн Иудифь ҫинчен пур чатӑра та хыпар ҫитнӗ; чупса тухнӑ халӑх ӑна пур енчен те ҫавӑрса илнӗ, вӑл вара хӑйӗн ҫинчен Олоферна пӗлтерессе кӗтсе ун чатӑрӗ тулашӗнче тӑнӑ; 19. пурте ун илемӗнчен тӗлӗннӗ, ӑна пула Израиль ывӑлӗсенчен те тӗлӗннӗ, кашнийӗ тепӗрне каланӑ: ҫав халӑхӑн арӑмӗсем ҫакӑн пек пулсан, унран кам йӗрӗнме пултартӑр?
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Израиль ывӑлӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине тилмӗрсе чӗннӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хуйха ӳкнӗ, ӗнтӗ вӗсене пур енчен те тӑшмансем ҫавӑрса илнӗ, вӗсенчен тарса хӑтӑлма та май юлман.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл вара хӑйӗн ҫарӗпе тинӗс хӗрринчи ҫӗршыва ҫитнӗ те, ҫӳллӗ хуласене ҫавӑрса илсе, унта хурал тӑратса тухнӑ, ҫав хуласенчен хӑй валли вӑйпитти ҫынсене суйласа илнӗ.
Иудифь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӑна ӗнтӗ, хӑйсем майлӑ ҫавӑрса, мана хӑратма, мана вӑл каланӑ пек тутарса ҫылӑха кӗртме, ҫапла халӑх хушшинче ман ҫинчен усал сӑмах сармашкӑн сӑлтав тупма хушнӑ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӑр, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — санӑн ӗҫӳ, эпир вара — санпа пӗрле: сывлӑш ҫавӑрса ил те ӗҫе тытӑн! тенӗ.4. Встань, потому что это твое дело, и мы с тобою: ободрись и действуй!
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Езекия ҫакӑн пек чунтан парӑнса тунӑ ӗҫсем хыҫҫӑн Сеннахирим, Ассири патши, Иудейӑна пырса кӗнӗ, тӗреклӗлетнӗ хуласене ҫавӑрса илнӗ, вӑл вӗсене хӑй валли туртса илесшӗн пулнӑ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Иорам хӑйӗн ҫарпуҫӗсемпе, мӗнпур ҫар урапипе вырӑнтан тапраннӑ; вӑл ҫӗрле тапранса тухнӑ та хӑйне ҫавӑрса илнӗ идумейсемпе вӗсен ҫар ураписен пуҫлӑхӗсене пӗтӗмпе ҫапса аркатнӑ, [халӑхӗ вара чатӑрӗсене тарнӑ].
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Темиҫе ҫултан вӑл Самарие Ахав патне кайнӑ; Ахав ун валли тата унпа пӗрле пынӑ ҫынсем валли темӗн чухлӗ шултӑра выльӑхпа вак выльӑх пусса тултарнӑ, Иосафата хӑй майлӑ ҫавӑрса Галаадри Рамоф хули ҫине вӑрҫӑпа кайма сӗннӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ Ҫурчӗпе хӑйӗн керменне лартса ҫирӗм ҫул ирттерсессӗн, 2. Соломон хӑйне Хирам панӑ хуласенче те ҫурт-йӗр ҫавӑрса йӗрке тунӑ, унта Израиль ывӑлӗсене пурӑнма вырӑнаҫтарнӑ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вавилон патши Навуходоносор унта чурисем хулана ҫавӑрса илсессӗн пырса ҫитнӗ.11. И пришел Навуходоносор, царь Вавилонский, к городу, когда рабы его осаждали его.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.