Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑрса (тĕпĕ: ҫавӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ара, эс ҫук чухне килсе кӗр те, анчӑка ҫатӑрласа тытнӑ пек тытса, ачана ҫавӑрса ҫап хӑть, хӑть хама какӑртса хӑвар.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кунӗпе килте ларса ал-ура хытса ҫитнӗскерӗн, алкоголик пуҫне эрех пырса ҫапнӑн, ҫавӑрмаллипех ҫавӑрса яратчӗ пуҫа уҫӑ сывлӑш.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен, ӑна аран-аран ҫӗклесе, урапа ҫине пырса пӑрахать, лашине картуна май ҫавӑрса тӑратать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑйне таса мар кӳлленчӗке ҫавӑрса ҫапса таптанӑн туять Стервиз.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Картуна ҫитсен, хунямӑшӗ машинӑна каялла ҫавӑрса тӑраттарать; хӑй, хӗрӗпе мӑнукне кабинӑран тухма пулӑшса, сана вӑрттӑн каламалли сӑмах пур тесе, кӗрӳшне машина хыҫне ертсе каять, лешӗ ун-кун тавҫӑрса иличчен шӗвӗрлесе тытнӑ чышкипе хӑлхаран швинь тутарать.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Анӑҫалла утмалла-тӑк этемӗн — тухӑҫалла ҫавӑрса, ҫул кӑтартса яр: хӑвӑртрах ҫитет… анӑҫалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Ашшӗ-амӑшне итлемен ачана ҫуралнӑ-ҫуралманах анчӑка ҫавӑрса ҫапнӑ пек ҫавӑрса ҫапмалла тумалла пулнӑ та ҫав ҫӳлти турӑн, темме апла туман?

Куҫарса пулӑш

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫыннӑн усал сӑмахӗ, ҫӑткӑн кайӑк евӗр, ют ҫын чунне иленме, унта йӑва ҫавӑрса, ҫумра мӗн лайӑххи пуррине аркатса пурӑнма юратать.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Радио саракан хаваслӑ кӗвӗ-ҫемӗ, Шӑнкӑрч Усланторовӑн туйӑмӗсене айӑн-ҫийӗн ҫавӑрса, сывлӑшра вӑй вылять:

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӑрмана ҫитсен, сывлайми пулнипе, Шӑнкӑрч яш хурӑн вулличчен тытса тӑрать пӗр хушӑ, сывлӑш ҫавӑрса ярсан, тухса ӳкмен-ши тенӗн, пӑшалне хуҫса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ку вӑл йӑпӑлтатни те мар-ха, — чӑлтӑр-чалтӑр сирпӗтет хӗлхем таврашне; чылайран тин йӳҫӗ тӗтӗм шӑрши тапса тухать; тӗтӗмӗ хӑй курӑнмасть-ха тӳрех; мӑнукӗ, пуҫа ҫавӑрса яракан йӳҫӗ хӑвата тӳсеймесӗр, аслашшӗн тепӗр енне куҫса ларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ним туса та хускалмасть ача чӗлхи, калаймасть ҫавӑрса «вилчӗ» сӑмаха.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ячӗ хӑех хӑюпа ҫавӑрса пӗтернине, капӑрлатнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Сурпанне сырӑнсан, ватӑраххисем ҫиелтен ансӑр та пӗчӗк сурпан майлӑ сурпан тутри ҫыхнӑ та вӗҫӗсене ӗнсе хыҫне антарнӑ; ӗлӗкрех унпа пуҫа хытӑ ҫавӑрса ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Шупашкар таврашнелле ӑна ҫавӑрса, ⎼ хӗрлӗ, сарӑ, шурӑ «пайӑркаллӑ» ⎼ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Анатрисен тухйин тӗрлӗ тӗслӗ вӗт шӑрҫапа ҫавӑрса илемлетнӗ 4-6 см ҫӳллӗш тӑрнашка пур.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫуха кассине хӗрлӗ хӑмачпа ҫавӑрса пӳкленӗ, унпа юнашар кӗтеслӗ-кӗтеслӗ вӗтӗ тӗрӗ тӗрлесе антарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫуха шӑтӑкне йӑрӑс мӑя ҫеҫ юрӑхлӑ тунӑ, ҫавӑрса е тӑваткаллатса каснӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Европӑри Вӑтам ӗмӗрсенчи тата Японири V—XIX ӗмӗрсенчи япаласене уйрӑмах анлӑн кӑтартнӑ, анчах та пӗтӗмӗшле илсен, тӗнчери регионсене ҫавӑрса илес енӗпе ку пай пӗрремӗш вырӑнта тӑрать — унта Авалхи Египетран, Грецирен, Римран, Малти Тухӑҫран, Африкӑран, Океанирен тата икӗ Америкӑран илсе килнӗ хӗҫпӑшалпа вӑрҫӑ хатӗрӗсем пур, тата ҫавӑн пекех XIX—XX ӗмӗрсенчи Америкӑри вут-ҫулӑм хӗҫпӑшалӗн пуххи (сӑмахран, кольтсем) вырӑн тупнӑ.

Наиболее широко представлены предметы европейского Средневековья и Японии V—XIX веков, однако в целом отдел занимает практически первое место по охвату регионов мира — в нём присутствуют оружие и доспехи из Древнего Египта, Греции, Рима, с Ближнего Востока, из Африки, Океании и обеих Америк, а также коллекция американского огнестрельного оружия (в частности, кольтов) XIX—XX вв.

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

Вӑл Ази ӳнерӗн историйӗнчи 4000 яхӑн ҫула ҫавӑрса илет; унта Азинчи мӗнпур цивилизаци ӗҫӗсем, унсӑр пуҫне декораци ӳнерӗн мӗнпур тӗсӗсем пур — живопиҫпе ксилографирен пуҫласа скульптурӑпа ӳнерле шӑрантару таран.

Она охватывает около 4000 лет истории азиатского искусства; в ней представлены все цивилизации Азии, а также все типы декоративного искусства — от живописи и ксилографии до скульптуры и художественного литья.

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех