Шырав
Шырав ĕçĕ:
[Вӑл Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, Ҫӳлхуҫанӑн пӗтӗм ӗҫне асӑна-асӑна тархасланӑ: Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, Патшамӑм, Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑм!
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Мардохей ӑна мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе каласа панӑ, иудейсене пӗтерме Аман патшалӑх хыснине мӗн чухлӗ кӗмӗл пама пулнине те пӗлтернӗ; 8. Эсфире кӑтартма, ӑна пурин ҫинчен те систерес шутпа, Гафаха вӑл Сузӑ хулинче иудейсене пӗтересси ҫинчен кӑларнӑ хушӑва ҫырса илнине парса янӑ; Мардохей тата Эсфире патша патне кайма хушнӑ: вӑл ун умӗнче хӑй халӑхне хӳтӗлетӗр, хӑй халӑхне хӗрхенме тархаслатӑр, [ман килӗмре, ман хӳтлӗхӗмре мана итлесе пурӑннӑ кунсене аса илтӗр вӑл, халь Аман, патша хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын, пире вӗлермелле айӑпларӗ, Эсфирь Ҫӳлхуҫана тархаслатӑр, пирӗн ҫинчен патшана калатӑр, пире вилӗмрен ҫӑлса хӑвартӑр].
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей ӗнтӗ ҫакӑн пек тӗлӗк тӗлленнӗ: акӑ хӑрушӑ шӑв-шав тӑрать, аслати кӗрлет, ҫӗр чӗтрет, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; акӑ икӗ мӑн ҫӗлен шуса тухать — вӗсем пӗр-пӗринпе тытӑҫма хатӗр; вӗсем тискерле чашкӑраҫҫӗ, ҫавсен сассипе ӗнтӗ тӳрӗ пурӑнакан халӑха пӗтермешкӗн ытти пур халӑх вӑрҫа хатӗрленет; акӑ сӗм тӗттӗм кун, хуйхӑ-суйхӑ та куҫҫуль, асап та асар-писер пӑлхану ҫӗр ҫинче; пулас инкек-синкекрен шикленсе пӗтӗм тӳрӗ халӑх шуйханса ӳкет, вӗсем ӗнтӗ вилме хатӗрленсе Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫлаҫҫӗ; пӗчӗк ҫӑлкуҫӗнчен тапса тухнӑ евӗр, вӗсем кӑшкӑрса макӑрнинчен тулӑх та аслӑ юханшыв пулса тӑрать; ҫутӑ ҫутатса ярать, хӗвел ҫиҫсе тухать, йӑвашшисем ҫӗкленеҫҫӗ те мӑнаҫлисене пӗтереҫҫӗ, — Турӑ мӗн тума шутланине Мардохей ҫапла тӗлӗкӗнче курнӑ та кайран вӑрансассӑн, ҫак тӗлӗке чӗрине хывса, ун тӗлли-паллине каҫчен ӑнкарса илме тӑрӑшнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иудифь ӗнтӗ хӑйне халӑх мӗн панине — Олофернӑн пӗтӗм савӑтне, унӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнчен илсе тухнӑ чаршава — Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудифь каланӑ: эй пуҫлӑр, ман Туррӑма тӳнкӗр ҫапса, ман Ҫӳлхуҫана кимвал ҫапса мухтама пуҫлӑр, ӑна илемлӗн ҫӗнӗ юрӑ юрласа мухтӑр, аслӑлӑр, асӑнӑр Унӑн ятне: 2. Вӑл — Ҫӳлхуҫа Турӑ, Вӑл вӑрҫӑсене аркатать, Хӑйӗн вӑйне кӑтартмашкӑн Вӑл мана халӑх хушшинчен уйӑрса илчӗ те тӑшмансен аллинчен хӑтарчӗ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иудифь ӗнтӗ вӗсене хыттӑн ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫана мухтӑр, мухтӑр, мухтӑр Ҫӳлхуҫана, Вӑл Хӑйӗн ырӑлӑхне Израиль килӗ тӗлӗнчен сирсе ямарӗ, ҫак каҫ пирӗн тӑшмансене ман аллӑмпа ҫӗмӗрсе тӑкрӗ, тенӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иудифь вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, ҫийӗнчи хурлӑх тумне хывса пӑрахнӑ; ҫак вӑхӑтра Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче тин ҫеҫ фимиам тӗтӗрнӗ пулнӑ, Иудифь пӗтӗм чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ: 2. эй манӑн аттемӗн Симеонӑн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ, Эсӗ ун аллине ют йӑх ҫыннисене тавӑрмашкӑн хӗҫ тыттарнӑ: хӗр варне уҫса мӑшкӑл тунӑ, ун пӗҫҫине уҫса намӑс кӑтартнӑ, унӑн варне хур туса ирсӗрлетнӗ ют йӑх ҫыннисене тавӑрма хӗҫ тыттарнӑ!
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Акӑ халӗ эсир Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫана сӑнатӑр, анчах нихӑҫан та нимӗн те пӗлеймӗр, 14. мӗншӗн тесессӗн эсир этем чӗрине витӗрех пӗлсе ҫитереймӗр, унӑн шухӑшӗн сӑмахӗсене те ӑнланса пӗтереймӗр: ара, ҫакна пултарнӑ Турра мӗнле сӑнама пултараятӑр эсир, Унӑн ӑсне, Унӑн шухӑшне мӗнле ӑнланаятӑр? Ҫук, тӑванӑмсем, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра ан ҫиллентерӗр!
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тумӗсем ҫине вӗсем кӗл сапнӑ, пӗтӗм Израиль килне хӗрхенме йӑлӑнса, пур чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫана тилмӗрнӗ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пур халӑхсем те Ҫӳлхуҫа Турӑ енне ҫаврӑнӗҫ, пурте чӑннипех Ӑна пӑхӑнса-хисеплесе тӑрӗҫ, хӑйсен йӗрӗхӗсене аркатса тӑкӗҫ; 7. пур халӑхсем те Ҫӳлхуҫана мухтавлӗҫ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫана тӑрӑшсах мухтавла, ӗмӗрсен Патшине мухтаса юрла, ҫак хулара савӑнса каллех кӗлӗ чатӑрӗ туса лартчӑр, Туррӑмӑр тыткӑнра пулнисене савӑнтартӑр, ҫак хулара хурлӑх куракансене ӗмӗр-ӗмӗрӗпе юраттӑр.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем пӳлӗмре хӑйсем иккӗшех юлсан, Товия вырӑн ҫинчен тӑнӑ та каланӑ: тӑрах, тӑванӑм, Ҫӳлхуҫана кӗлтӑвар, ҫырлахтӑрччӗ Вӑл пире, тенӗ.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Апат-ҫимӗҫ нумаййине курсан, эпӗ ывӑлӑма каларӑм: кай та хамӑр тӑвансенчен пӗр-пӗр мӗскӗне, Ҫӳлхуҫана манман ҫынна, тупса кил, эпӗ унччен кӗтӗп сана, терӗм.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Атфарат вара Ездрӑна — аслӑ священника, кӗнекеҫӗне — тата халӑха вӗрентсе тӑнӑ левитсене ҫапла каланӑ: 50. ҫакӑ куна Ҫӳлхуҫана халалланӑ, ӗнтӗ пурте саккуна йӗрсе итлесе тӑчӗҫ; 51. халӗ кайӑр та тутлӑ ҫийӗр, пылак ӗҫӗр, чухӑнсене кучченеҫ ярса парӑр, 52. ӗнтӗ ҫакӑ куна Ҫӳлхуҫана халалланӑ, ан хурланӑр, Ҫӳлхуҫа сире мухтава кӑларӗ, тенӗ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Пӗтӗм халӑх: аминь! тесе кӑшкӑрнӑ, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, ҫӗре ӳксе, Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ.47. И весь народ возгласил: аминь! и, подняв кверху руки и припав на землю, поклонились Господу.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Тыткӑнран килнисем ҫавӑн чухне Израиль Туррине парнесем кӳчӗҫ: мӗнпур Израиль ҫыннишӗн вуникӗ вӑкӑр, ҫӑлӑнӑҫ парнисем тӑхӑрвун ултӑ сурӑх, ҫитмӗл икӗ путек, вуникӗ качака таки — ҫакна пурне те Ҫӳлхуҫана кӳтӗмӗр.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Дарий патша Вавилонра кӗнекесем упранакан ҫӗрте шыраса пӑхма хушнӑ, Миди ҫӗрӗнчи Екбатан хулинче асра тытма ҫырса пынӑ кӗнекере пӗр тӗлте ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: 24. «хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Кир Иерусалимра, сӳнмен вут-ҫулӑм ҫинче парне кӳрекен ҫӗрте, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартма хушнӑ. 25. Ҫурт ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пулмалла, чутласа якатнӑ чулран тунӑ виҫӗ ҫуртран, вырӑнти йывӑҫран тунӑ пӗр ҫӗнӗ ҫуртран тӑмалла, тӑкакне Кир патша килӗнчен парса тӑмалла, 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн таса савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалимри Ҫурта тавӑрса памалла, вӗсене хӑйсен вырӑнне лартса хумалла. 27. Эпӗ тата Сирипе Финикия аслӑ пуҫлӑхне Сисинние, Сафравузана, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсене лартнӑ вӗсен юлташӗсене ку вырӑнтан аяккарах пулма, Зоровавеле — Ҫӳлхуҫа чурине, Иудея пуҫлӑхне — тата Иудейӑн аслӑ ҫыннисене Ҫӳлхуҫа Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех лартнӑ чухне чӑрмантармасӑр тӑма хушрӑм. 28. Эпӗ ӑна пӗтӗмпех туса пӗтерме, тыткӑнран таврӑннӑ иудейсене Турӑ Ҫуртне пӗтӗмпех туса ҫитерме пулӑшу панине пӑхсах тӑма хушрӑм, 29. Келе-Сирипе Финикийӑна тӳлекен хырҫӑран ҫак ҫынсем валли, Зоровавель пуҫлӑх валли Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пӑрусем, сурӑхсем, путексем туянма ҫителӗклӗ таранах парса тӑмалла. 30. Кулленхи тӑкака шута илсе, Иерусалимри священниксем каланӑ тӑрӑх, ҫулсерен яланах пӗр хирӗҫлемесӗр тулӑ, тӑвар, эрех, ҫу парса тӑмалла; 31. вӗсем ҫапла патшашӑн, унӑн ачисемшӗн Ҫӳлти Турра парне кӳме, вӗсен пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтума пултарччӑр. 32. Ҫакна та пӗлтермелле: кам та кам эпӗ ҫырнинчен пӑрӑнать е ӑна пӑсать, ун харпӑрлӑхӗнчи пӗр йывӑҫа илмелле те ӑна ҫавӑнтан ҫакмалла, ҫав ҫын пурлӑхӗ патша пурлӑхӗ пулса тӑмалла. 33. Иерусалимри ҫак Турӑ Ҫуртне тума чӑрмантарас е ӑна усал тӑвас тесе аллине тӑснӑ кирек мӗнле патшана та, кирек мӗнле халӑха та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне асӑнакан ҫӗрте пӗтерсе пӑрахтӑр. 34. Эпӗ, Дарий патша, ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама хушатӑп».
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Пӗтӗм халӑх трупапа кӑшкӑртнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӗнӗрен ҫӗкленӗшӗн Ҫӳлхуҫана мухтавласа хыттӑн, янӑравлӑн кӑшкӑрса тӑнӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Вара Ҫӳлхуҫана Израиль патши Давид панӑ йӗркепе мухтамашкӑн унта священник тумне тӑхӑннӑ священниксем кӗвӗ сӑпрайӗпе, трупасемпе, левитсем кимвалсемпе тӑрса тухнӑ, 58. ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана аслӑласа, Унӑн ырӑлӑхӗпе мухтавлӑхӗ — Израильшӗн ӗмӗрлӗхе, тесе юрланӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.