Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырса (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах намӑс: ҫырса илнӗ чух йӑнӑшсем туса тултарнӑ иккен эпӗ.

И знаете, что стыдно: с ошибками списал.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кунта, паллах, хулари мар ӗнтӗ, никам та: «Ан тат», «Ан тапта», «Ан вырт» тесе хӑратса ҫырса хуман.

Настоящих, не городских, без устрашающих табличек: «Не рвать», «Не ходить», «Не лежать».

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Мана малтан учет карточкине мӗнле (тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и) ҫырса хатӗрленине тӗрӗслеме чӗнчӗҫ, унтан каллех Геннадий Васильевич патне ячӗҫ.

Меня позвали сначала проверить правильность заполнения учетной карточки, затем опять к Геннадию Васильевичу.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫырса хатӗрлӗр тархасшӑн юлташӑн карточкипе билетне, унтан ал пустарма илсе килӗр.

 — Пожалуйста, оформите товарищу карточку и билет и принесите на подпись.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫырса пани те пур тем?

И даже дарственная надпись?

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Николай Степанович хӑйӗн сӑввисене шӑрҫа пек почеркпа ҫырса тухнӑ.

Николай Степанович переписал их мне своим бисерным почерком.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах Пионерсен Ҫуртӗнчи литература студийӗнче вара мана, вӑтам тата ӑслӑ ҫулхи ачасенчен тӑракан кружоксем пур ҫинчех — чи кӗҫӗннисен кружокне ҫырса хуни пушшех кӳрентерет…

Но и в Доме пионеров, в литературной студии, которая состояла из трех кружков — младшего, среднего и старшего, — мне была уготована честь находиться в младшем…

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӑҫтиҫуксем ҫинчен кӑна ҫырса тӑракан хаҫатсемпе журналсем хӑйӗн инкекӗ ҫинчен шӑршласа пӗлесрен Паганель вилес пекех сехӗрленнӗ.

Паганель смертельно боялся, что бульварные журналы и газеты пронюхают о его несчастий.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак савӑнӑҫ ҫинчен мӗнле сӑмахсемпе ҫырса кӑтартмалла-ши?

Как описать эту сцену?

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ ҫырӑва ҫырса пӗтерес чухне хаҫат ҫӗре шуса ӳкрӗ те, вӑл шӑп кӑна Zeaiand сӑмахӑн юлашки слогне вуламалла майлашӑнса выртрӗ.

В тот момент, когда я дописывал письмо, газета соскользнула на землю и легла таким образом, что в её заголовке можно было прочитать только последний слог слова «Zealand».

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван каласа панисене ҫырса пынӑ чухне эпӗ сасартӑк «Зеланди» сӑмаха ӑнсӑртран аса илтӗм.

В тот момент, когда я писал письмо под диктовку Гленарвана, слово «Зеландия» внезапно пришло мне на ум.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн аллинче Паганель ҫырса Гленарван алӑ пусса янӑ ҫыру пур.

В руках держал письмо, написанное Паганелем и подписанное Гленарваном.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫул пӗрмая пӗр евӗрлӗ тасалса пырать, вӑл-ку нимӗн те пулмарӗ, ҫавӑнпа та ку ҫулҫӳрев ҫинчен тӗплӗн ҫырса пама та кирлӗ мар.

Не стоит описывать во всех подробностях это монотонное и не отмеченное никакими происшествиями путешествие.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсен хуйхипе асапӗсене нимӗнле сӑмахпа та ҫырса пама май ҫук.

Никакие слова не могут описать их страдания и тоску.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Географӑн шухӑшӗсем ҫунатлансах кайрӗҫ: вӑл хӑй шухӑшӗпе садри чи илемлӗ клетка тӑррине бронза ҫине: Жак Паганелӗн парни тесе ҫырса ҫапассине те тавҫӑрса илчӗ.

Увлекающийся географ уже представлял себе надпись на бронзовой дощечке над самой красивой клеткой в саду: ДАР ЖАКА ПАГАНЕЛЯ

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл кунхине — февралӗн 3-мӗшӗнче — хӗвелӗн тайлӑмӗ 16°30' танлашнӑ; кӑна вӑл астрономин ҫулсерен ҫырса пынӑ паллисем ҫине пӑхса пӗлчӗ.

В астрономическом ежегоднике он нашёл, что склонение солнца в этот день — 3 февраля, — равнялось 16°30′.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнтах Гринвич обсерваторийӗн ҫулсерен ҫырса пынӑ паллисем те пулчӗҫ.

Там же оказался и ежегодник Гринвичской обсерватории.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӗнӗ Зеландине сӑнаса пӗлме кайса пӗтнӗ ҫынсен ячӗсене ҫырса тухма нумай страница кирлӗ.

Перечень людей, погибших при исследовании Новой Зеландии, занял бы много страниц.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Пӗлетӗн-и, Павел, анне мана кунта тухса килес умӗн аттене кооперативран кӑларни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗччӗ.

— Знаешь, Павел, мама мне перед отъездом написала, что отца выгнали из кооператива.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Корчагин тусӗсене ҫырса пӗлтерет.

Корчагин написал друзьям.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех