Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑнма (тĕпĕ: тӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ ху каларӑн-ҫке тӑхӑнма юрать, тесе.

— Так ты же сам мне позволил поносить ее.

19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Таҫтан килнӗ палламан ача ӑна хӑравҫӑ вырӑнне хуни кӑна ҫитмест-ха, — вӑлах пуринчен малтан Машӑна урине улӑштарса тӑхӑнма хушрӗ.

Мало того, что неизвестно откуда взявшийся паренек выставил его чуть ли не трусишкой, — он же первый предложил Маше переобуться.

6-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав хушӑра Захар хӑрах аттине тӑхӑнма ӗлкӗрчӗ, вара, теприне тӑхӑнмасӑрах, тухтӑрпа, кил хуҫи арӑмӗпе, Анисьйӑпа пӗрле улпут тавра ҫаврӑнкаларӗ.

Даже Захар успел в это время надеть один сапог и так, об одном сапоге, ухаживал вместе с доктором, хозяйкой и Анисьей около барина.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ача чухне чӑлха тӑхӑнма пӗлмен, халӗ акӑ пурӑнма пӗлместӗн.

Началось с неуменья надевать чулки и кончилось неуменьем жить.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ҫанӑсем ӗҫлеме кансӗрлеҫҫӗ, — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ вӑл: — халӗ, ав, мӗнле вӑрӑм ҫанӑллӑ платьйӑсем тӑхӑнма тытӑнчӗҫ те, ҫанӑсене йӑлтах лапӑртама пулать.

— Неловко с рукавами, — оправдывалась она, — нынче ведь вон какие пошли платья, рукава все выпачкаешь.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халатне вӑл тахҫанах тӑхӑнма пӑрахнӑ, ӑна шкапа пытарса хума хушнӑ.

С халатом он простился давно и велел его спрятать в шкаф.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсӗ шлепкепе ҫӳреместӗн, санӑн, ав, картуз пур, — терӗ вӑл Обломов шлепкине илсе тӑхӑнса пӑхнӑ май, — пар-ха мана, тӑванӑм, ҫулла тӑхӑнма.

— Ты не носишь шляпу, вон у тебя фуражка, — сказал он, взяв шляпу Обломова и примеривая ее, — дай-ка, брат, на лето…

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Паҫӑр фрак патне килчӗ: «Пар-ха тӑхӑнма!» тет.

Давеча за фраком пожаловал: «дай надеть!»

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чей, кофе ӗҫме, бархат йӗм тӑхӑнма, купӑспа, ҫутатнӑ атӑпа ҫӳреме пуҫлӗҫ… усси пулмастех!

Пойдут чаи, кофеи, бархатные штаны, гармоники, смазные сапоги… не будет проку!

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Захар пулӑшмасӑр Илья Ильич тӑма та, ҫывӑрма выртма та, пуҫне турама та, урине тӑхӑнма та, апат ҫиме те пултараймасть, ҫавӑн пекех, Захар та Илья Ильичсӑр пуҫне урӑх улпут ҫинчен шутлаймасть, ӑна тумлантарнисӗр, апатлантарнисӗр, кӳрентернисӗр, суйнисӗр, тата ҫав вӑхӑтрах, ӑшӗнче ӑна чунтан-чӗререн хисепленисӗр пуҫне, урӑхла пурӑнма пултараймасть.

Как Илья Ильич не умел ни встать, ни лечь спать, ни быть причесанным и обутым, ни отобедать без помощи Захара, так Захар не умел представить себе другого барина, кроме Ильи Ильича, другого существования, как одевать, кормить его, грубить ему, лукавить, лгать и в то же время внутренне благоговеть перед ним.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унашкаллисене тахҫанах тӑхӑнма пӑрахнӑ, — намӑслантарчӗ вӑл Обломова.

Такие давно бросили носить, — стыдил он Обломова.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Орел» броненосецӑн аслӑ офицерӗ хушнипе карап ҫинче курӑспа пушӑтран ҫӑпата тума пуҫланӑ, кочегаркӑна тата машина уйрӑмне дежурствӑна каякансене кӑна атӑ тӑхӑнма ирӗк панӑ.

На броненосце «Орел» по приказанию старшего офицера организовали плетение лаптей из отходов пеньки, а «дежурные» сапоги выдавались только на вахту в кочегарку и машинное отделение.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ирхине илсе тӑхӑнма ал айӗнче пултӑр.

Чтобы были по рукой, одеться утром.

Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Каласси те ҫук, Петя килне картуз тӑхӑнма та кӗмерӗ.

Нечего и говорить, что Петя даже не сбегал домой за фуражкой.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эй, турӑ, ку кӗпене тӑхӑнма та мӑнкунӑн пӗрремӗш кунӗнче ҫеҫ юрамалла: йӑлтӑркка хӑмаҫ, ҫаннисем пӗрмеллӗ-пӗрмеллӗ, тӑршшӗ — чӗркуҫҫи таран, темӗн чухлӗ кӑвак кӗленче тӳме!

Господи, да такую рубаху только и надевать что на первый день пасхи: блестящая, кумачовая, рукава пузырями, длинная — до колен, со множеством синеньких стеклянных пуговичек!

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах унӑн тусанпа витӗннӗ, гвардейски пуставран ҫӗленӗ шалаварне батрак та, мастерсем те тӑхӑнма пултарайман.

Однако толстые, гвардейского сукна штаны, бархатистые от пыли, уж никак не шли ни мастеровому, ни батраку.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чинсемпе орденсем ҫинчен яланах йӗрӗнсе калаҫакан, нихӑҫан та формӑллӑ мундир тӑхӑнма юратман, хӑйӗн «Виҫҫӗмӗш степеньлӗ Аннӑ» орденне нихӑҫан та ҫакман, дворянсене, улпутсене хисеплемен, Россия ҫыннисем пурте пӗртан «граждансем» тесе калаҫакан ашшӗ, халӗ ҫиленнипе темӗн те пӗр каласа пӗтерчӗ.

Отец, который всегда с раздражительным презрением говорил о чинах и орденах, который никогда не носил форменного вицмундира и никогда не надевал своей «Анны третьей степени», который не признавал никаких сословных привилегий и упрямо утверждал, что все жители России суть не что иное, как только «граждане», вдруг, в порыве раздражения, наговорил бог знает чего.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ачан — ни ҫине тӑхӑнма, ни урине.

Мальчик раздетый, разутый.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсенчен пӗри унӑн душегрейкине тӑхӑнма та ӗлкӗрнӗ.

Один из них успел уже нарядиться в ее душегрейку.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Темиҫе сехетрен, каптенармусран формӑллӑ тумтир илсе, ӑна пӗр кунне ирхине тӑхӑнма виҫсе пӑхнӑ хыҫҫӑн, Ваня, труба хушине итлесе, ытти воспитанниксемпе пӗрле пысӑк та ӑшӑ пӳлӗмре, уйрӑм кровать ҫинче, ҫӗнӗ байковӑй одеяло айӗнче ҫывӑрнӑ.

А через несколько часов, получив у каптенармуса и примерив форменное обмундирование, с тем чтобы надеть его на другой день с утра, Ваня, исполняя приказание трубы, уже спал вместе с другими воспитанниками в большой тёплой комнате, на отдельной кровати, под новеньким байковым одеялом.

28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех