Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пӗр эпӗ ҫеҫ ҫунтарман улӑма… — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ Молодцов салхуллӑ сасӑпа.— Не один я солому жег… — упавшим голосом оправдывался Молодцов.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чи кайран ырханкка, курпун, салхуллӑ сенкер куҫлӑ пӗчӗк хӗрача чупса кӗнӗ.Последней прибежала худенькая, девочка-подросток — горбунья, с голубыми грустными глазами.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пушӑ бутылкӑна вӗрнӗ пек, ҫил салхуллӑ шӑхӑрчӗ, ҫырмара тӗмӗсем чӑшӑлтатрӗҫ, пӗтӗм ҫара тӗттӗмлӗх унта юхса аннӑ пек туйӑнчӗ; вӑл чӗрене сӑрхӑнса кӗчӗ, ӑна юррӑн савӑнӑҫлӑ ҫемми инҫетерех те инҫетерех илсе кайрӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Алешкӑн вилсе кайнӑ чух йӗрсе пӑрахнӑ шурӑ шӑллӑ ҫӑварӗнче яланлӑхах хаяр тарӑху хытса ларнӑ, анчах ҫурри хупӑ куҫӗсем сенкер тӳпенелле, ҫеҫенхир ҫийӗн юхса иртекен шурӑ пӗлӗт ҫинелле, лӑпкӑн, темле салхуллӑ шухӑша путнӑ чухнехи пек пӑхнӑн туйӑнаҫҫӗ…
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мирон Григорьевичӑн чунӗнче те ӗнтӗ икӗ хире-хирӗҫ вӑй хаяррӑн кӗрешрӗ: сарӑ хӗрлӗ юн пӑлханса вӗрерӗ, ӗҫе хӑваларӗ, акма, ҫурт-йӗрсем тума, кирлӗ хатӗр-хӗтӗрсене юсама, пуйма хӑваласа хистерӗ; анчах ҫав хушӑрах пуҫа: «Кирлӗ мар мул пухма. Усӑсӑр ҫухалать!» — текен салхуллӑ шухӑшсем хӗсӗне-хӗсӗне кӗчӗҫ, пурне те сӳрӗклӗхӗн виле сӑнӗ пек шуранка тӗсӗпе витрӗҫ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫавӑнпа ҫеҫ вӑл (ку кунсенче ӑна поэзи — такамӑн юрласа шӑранакан чун ыратӑвӗ — тытса илчӗ) салхуллӑ сӑвӑ строфипе ҫӑмӑлттайла курнӑҫланса илме хӑйрӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗвӗпе малалла ӳпӗнсе, куҫ харшисене ыратнӑ чухнехи пек чалӑштарса пӑхать Пантелей Прокофьевич нимӗҫ учӗсен чӗрнисем казаксен ҫӗрне ҫӗнтерӳллӗн ташла-ташла таптанине, унтан вӑрахчен, кӗлеткине пӗкӗртсе, салхуллӑ шухӑшсемпе сӗмленет, сарлака ҫурӑмӗпе чӳречене хирӗҫ ларса, йывӑррӑн мӑшлатса сывлать.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тачанка патне утса кайнӑ май, казаксен салхуллӑ сӑн-пичӗсем ҫине пӑхса, Лагутин хӑйсем хӑш маршрутпа каясси ҫинчен шутласа пычӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Ман чи ҫывӑх тусӑм та килчӗ, анчах темшӗн салхуллӑ, — тӑрӑхласа илчӗ Рагулин, хыҫран пӑхса.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тата «эмкӑпа» Кондратьевпа арӑмӗ килчӗҫ, вӗсем хыҫӗнчен духовой оркестр тиенӗ грузовик ҫитрӗ тата Рубцов-Емницкий хӑйпе пӗрле салхуллӑ Федор Лукич Хохлакова лартса «газикӗпе» вӗҫсе иртсе кайрӗ.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗтӗм иккӗмӗш взвод, турра пуҫ ҫапнӑ чухнехи пек, пуҫ ҫӗклемесӗр тӑрать; казаксен ушкӑнӗ сӑмах та шарламасть, ҫынсем вӗри сывлӑшпа йывӑррӑн хашлатса сывлаҫҫӗ, салхуллӑ пичӗсем тӑрӑх пӑлханчӑк йӗрсем выртнӑ…
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Казак тухать: кичем, салхуллӑ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тӑхӑр пин ҫын ытла выртса юлать ҫав кун Свинюха ялӗ ҫывӑхӗнчи хӑйӑрлӑ та нимӗн хавассӑр ҫӗрӗн салхуллӑ ытамне.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах та хӗрачин асапа хӑйсем ҫине илнӗ салхуллӑ куҫӗсем пурнӑҫ ӑшнелле путса ҫухалнӑ пек сӳнсе пыраҫҫӗ…
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хутлам-хутламлӑ сӑрт хысакӗ хыҫӗнче юпленсе каякан ҫул пытанса выртать, этемсене тӗлӗк пек тӗлсӗр курӑнса выртакан сенкер пӗлӗтпе ҫӗр хӗрринелле утма илӗртет, анчах ниепле те илӗртсе илеймест, мӗншӗн тесен кулленхи пурнӑҫ кашни этемех хӑйӗн кил-ҫурчӗ ҫумне ҫыхса лартнӑ, вӗсем йывӑр ӗҫпе асапланаҫҫӗ, авӑн ҫапса халтан каяҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑрӑм ҫул, пӗр чунсӑр салхуллӑ йӗр пек кӑна, тавракурӑм ҫиппине татса, куҫа курӑнми инҫете путса ҫухалать.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Савӑл евӗр тӑсӑлса выртакан тӑмлӑ-тӑпраллӑ пысӑк мар салхуллӑ ана патӗнче нимӗҫсемпе казаксем тытӑҫса ӳкрӗҫ, вӗсем, пӗр-пӗринпе ҫыхланса кайса, ҫавраҫил ҫавӑрттарнӑ пек суллана-суллана ҫапӑҫма пуҫларӗҫ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫывӑхран иртсе пыракан пӗр адъютант хӑйӗн салхуллӑ нӳрӗ куҫӗсене Григорий ҫине ҫӗклерӗ те, лешин ҫивӗччӗн тинкерсе пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пулса, ҫаврӑнса утрӗ; ун хыҫӗнчен сарӑ шӑлӗсемпе ҫӳлти тутине ҫавӑрса ҫыртнӑ, теме пула хумханса ӳкнӗ сотник ашӑпа чупнӑ пекех хыпаланса утать.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Наталья хӑйӗн горницине тумланма кӗчӗ, часах тумланса кухньӑна тухрӗ, хӑй хӗр пек ҫинҫе пилӗклӗ, кӑвакрах-шурӑ сӑнлӑ, пичӗ ҫине витӗр курӑнакан салхуллӑ сенкер-хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗрсе кайнӑскер, вӑл хӑйӗнчен хӑпман йытта кайри урипе тапса хӑварма хӑтланать, анчах та лешӗ, кашни хутрах тӑра-тӑра юлса, каялла ҫаврӑнса пӑхакан Григорий ҫине хӑйӗн ват карчӑкӑнни пек салхуллӑ куҫӗсемпе пӑха-пӑха илет.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Гри-ша! — Наталйӑн салхуллӑ сасси илтӗнчӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.