Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӑп сăмах пирĕн базăра пур.
айӑп (тĕпĕ: айӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
8. Эсӗ вара хӑвӑн чуруна ырӑ тусам, — эсӗ хӑвӑн чурупа Ҫӳлхуҫа умӗнче килӗшӳ тусаччӗ, — манӑн мӗнле те пулин айӑп пулсассӑн, вӗлер мана; мӗншӗн-ха санӑн мана хӑвӑн аҫу патне илсе каймалла? тенӗ.

8. Ты же сделай милость рабу твоему, - ибо ты принял раба твоего в завет Господень с тобою, - и если есть какая вина на мне, то умертви ты меня; зачем тебе вести меня к отцу твоему?

1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иаков калаҫма тытӑннӑ та Лавана каланӑ: манӑн мӗн айӑп пур, мӗн ҫылӑх пур — мӗншӗн мана хыҫран хӑвалатӑн? 37. эсӗ [манӑн килте] манӑн пур япалана та тустарса тухрӑн, хӑвӑн килӳнти япаласенчен мӗн те пулин тупрӑн-и? ҫакӑнта манӑн хурӑнташӑмсемпе хӑвӑн хурӑнташусем умӗнче кӑтарт; иксӗмӗр хушшӑмӑра вӗсем татса паччӑр.

И начал Иаков говорить и сказал Лавану: какая вина моя, какой грех мой, что ты преследуешь меня? 37. ты осмотрел у меня все вещи [в доме моем], что нашел ты из всех вещей твоего дома? покажи здесь пред родственниками моими и пред родственниками твоими; пусть они рассудят между нами обоими.

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кунта пирӗн айӑп ҫук.

Здесь нет нашей вины.

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

— Ҫавӑ, айӑп ан ту-ха мана, — терӗ те тухтӑр, алӑкран тухрӗ.

— Да, извини! — ответил доктор и выскочил за дверь.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халӗ акӑ суд умне пурте питӗ пысӑк айӑп тунӑ тесе шутлакан хӗрарӑм тӑмалла: унӑн, Афинӑна пӗтерекенӗн, вилмеллех, судьясенчен ӗнтӗ кашниех хӑйсен ӑшӗнче ҫапла шутласа хунӑ; ак вӗсен умне хайхи айӑплӑ хӗрарӑм, Аспазия тухса тӑрать, судьясем вара пурте ун умне ҫӗре ӳкеҫҫӗ те: «Сана суд тума май ҫук, эсӗ ытла та чипер!» теҫҫӗ.

И вот должна явиться перед ним женщина, которую все считают виновной в страшных преступлениях: она должна умереть, губительница Афин, каждый из судей уже решил это в душе; является перед ними Аспазия, эта обвиненная, и они все падают перед нею на землю и говорят: «Ты не можешь быть судима, ты слишком прекрасна!»

2 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех