Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳреме (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Техникӑпа ҫӳреме те кансӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫапма пӗлмесен... // Надежда Васильева. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Хальхи вӑхӑтра Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин кӗпер тӑрӑх ҫӳрессине чаракан распоряжени алӑ пуснӑ: 10 тоннӑран йывӑртарах транспорта ҫӳреме чарнӑ, ыттисене кӗперӗн пӗр пайӗпе ҫеҫ яма йышӑннӑ.

Владимир Аврелькин, на данный момент являющийся исполняющим обязанности Председателя Кабинета Министров, подписал распоряжение об ограничении движения по мосту: запрещен проезд транспорта массой выше 10 тонн, для остальных организовано движение по одной полосе.

Пӑрачкав патӗнчи кӗпер ҫӗмрӗлнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12955.html

1962 ҫулта хулари фотоклуба ҫӳреме пуҫларӑм.

В 1962 году начал ходить в городской фотоклуб.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Паллах, ҫул ҫитмен яша ҫакӑ кӳрентернӗ, начарланас тӗллевпе вӑл спортзала ҫӳреме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

— Пирӗн пата вӑл 2005 ҫулта ҫӳреме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

«Ҫынсем урӑх тӗнчесене автобуспа кайнӑ пек ҫутӑран 10 хут ытларах хӑвӑртлӑхпа ҫӳреме пуҫлӗҫ. Анчах ҫакӑ 2050 ҫул хыҫҫӑн пулӗ», – тенӗччӗ тахҫан Ванга.

"Люди начнут ездить в иные миры со скоростью в 10 раз выше скорости света едущего автобуса. Однако это будет после 2050 года", - говорила когда-то Ванга.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫав ҫулах икӗ чӳречеллӗ пӗчӗк вокзал туса хураҫҫӗ, «Ульяновск – Хусан» пассажир пуйӑсӗ ҫӳреме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Хӑйсен базисене ялсенчен инҫе те мар вырнаҫтарнине пула вӗсен пӗр ҫулпах ҫӳреме, пӗр шывах ӗҫме тивет.

Из-за того, что их базы размещены неподалеку от деревень, приходится ездить по одной дороге, пить ту же воду.

Ял-йыша ӑнлансан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ялти шкулта тӑватӑ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн кӳршӗ ялӑн шкулне ҫӳреме тытӑнтӑмӑр.

После окончания четвертого класса в сельской школе начали ходить в школу соседней деревни.

Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Вӑт ҫапла ҫӳреме тытӑнтӑмӑр эпир,– каласа парать иртнине Альтук аппа.

Вот так и стали мы ходить, - рассказывает о прошлом тетя Евдокия.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Пӗр-пӗринпе пӗр касӑрах пурӑннӑ пулин те хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме ӳссе ҫитсен кӑна тытӑннӑ-мӗн.

Хоть и жили друг с другом на одной улице, оказывается, как невеста и жених стали ходить когда уже повзрослели.

Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Июль пуҫламӑшӗнчен Тутарстанӑн тӗп хулин урамӗсем тӑрӑх обществӑлла транспорт ҫӗнӗ схемӑпа ҫӳреме тытӑнать.

В начале июля по улицам столицы Татарстана общественный транспорт будет ездить по новым схемам.

Хулара ҫӗнӗ автобуссем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

5 ҫул тултарсанах хур кӗтӗвне кӗтрӗм, шкула ҫӳреме пуҫласан ял кӗтӳҫи пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Кайран атте УАЗпа ҫӳреме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ҫапах та эпӗ вӗсене ӳкӗте кӗртрӗмех, 12 ҫул тултарсан Шупашкарти лаша спорт шкулне ҫӳреме ирӗк пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кунта чунпа канатпӑр…» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Вӗсем 8-9 ҫулта чухнех лашасемпе туслашма ӗлкӗрнӗ иккен, вӗсене кӳлсе утланма, юлан утпа ҫӳреме хӑнӑхса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Урхамахсем – чи ҫывӑх туссем // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Ҫӗрпӳри ӳнер шкулӗн хореографи уйрӑмне илсе ҫӳреме тытӑнтӑм.

Отвела его в художественную школу, которая находится в Цивильске, на хореографическое отделение.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Кун кунлама ырлӑх-сывлӑх пар, ача-пӑчана тӗрӗс ӳстерме, тутӑ хырӑмпа ҫӳреме пар.

Дай здоровья день прожить, детей в здравии растить, дай ходить с сытым животом.

Кил пуҫӗн кӗлли (3) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.

Мотоциклпа, тракторпа ҫӳреме кӑмӑлланӑ.

Любил водить мотоциклы, тракторы.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Телее, лешсем автомашинӑна тӗкӗнмен, ҫӳреме пӗлменрен-ши...

К счастью, те не тронули автомашину, наверное, не умели водить...

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех